Бизнесменсене мĕн кулянтарать?
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Шупашкарти «ЭКРА» обществăн конференц-залĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательсемпе тĕл пулчĕ. Пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕ бизнес пĕрлĕхне пулăшас тĕлĕшпе тăвакан ĕçсемпе паллаштарчĕ.
«Эпĕ республика Президенчĕн тивĕçне пурнăçлама тытăнсанах кашни предпринимателĕн производствăра пĕрешкел май çуккине асăрхарăм, - терĕ М.Игнатьев. - Ĕç тăвакан влаç умне пурин валли те такăр çул уçса пыма тĕллев лартрăм. Унтанпа предпринимательсене ура хуракан чылай чăрмава пĕтерме май килчĕ. Çапах та вĕсене малалла талпăнма кансĕрлекенни пайтах. Çывăх вăхăтра çивĕч ыйтăвĕсене район-хула администрацийĕсемпе пĕрле сÿтсе явăпăр».
Федераци тата республика хыснинчен 2011-2013 çулсенче бизнеса аталантарма 1,1 млрд тенкĕ уйăрнă. Чăн та, хăшĕ-пĕри бюджетран куçарнă укçапа производствăра вăхăтра усă курайман. Çавна пула кĕмĕлĕн пĕр пайне патшалăха тавăрма тивнĕ.
Предпринимательлĕхе тĕрев парассишĕн Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнче предпринимательсен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй должноçне çирĕплетнĕ. Усламçăсем çав çынсенчен кирек хăçан та пулăшу ыйтма пултараççĕ. «Ыйтăвăра вĕсемпе тĕл пулнă хыççăн та татса параймасан сирĕншĕн суд алăкĕ яланах уçă, - ырă сунса аса илтерчĕ республика Пуçлăхĕ. - Шел те, общество пасар тапхăрне кĕнĕренпе нумай çул иртрĕ пулин те сире спекулянтсемпе танлаштараççĕ. Эпĕ ырă ятăра халăхра сарассишĕн утăм хыççăн утăм тăватăп. Сăмахран, чи пултаруллисем «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ предпринимателĕ» ята тивĕçеççĕ. Бизнес йĕркелесе яма çĕр лаптăкĕ илессипе, предпринимательлĕхе аталантарассипе çыхăннă вун-вун ыйтăва нумай тĕллевлĕ центрсенче уçăмлатма пултаратăр».
Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн пĕлтĕрхи çулне тишкерчĕ, кăçалхи тĕллевне палăртрĕ. Усламçăсенчен иртнĕ çул виçĕм çулхинчен налук ытларах пухнă. Чăн та, вĕсен йышĕ кăштах пĕчĕкленнĕ. Унта та кунта бизнес центрĕсем ĕçлеме тытăнчĕç. Министр ÿсĕмпе пĕрлех çитменлĕхе те асăнчĕ. Сăмахран, чылай предприятин ĕç тухăçлăхĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех.
Республика Пуçлăхĕ республикăра саккуна пăсса эрех мĕншĕн сутнине пĕлесшĕн пулчĕ. Вăл каланă тăрăх - полици сотрудникĕсем Çĕнĕ çул умĕн тата уяв кунĕсенче лавккасенче çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшсе тăман çĕр-çĕр кĕленче ярăнтарнă. «Район-хулара суя эрех сутнине муниципалитет органĕсем курса тăраççĕ. Анчах темшĕн йĕрке тума васкамаççĕ», - терĕ М.Игнатьев.
«Экономика тата Шалти ĕçсен министерствисем пĕрле рейд ирттерсе ваккăн тата курттăммăн алкоголь сутакан организацисене тĕрĕслĕç. Патшалăх стандартне тивĕçтермен эрехе тупса палăртĕç, айăплисене явап тыттарма ыйту лартĕç», - терĕ В.Аврелькин.
Республика Пуçлăхĕ предпринимательсене те сăмах пачĕ. «Строймаш» АХО директорĕ Валерий Потапов ĕç тухăçлăхне кĕске хушăра 6 хута яхăн ÿстернине пĕлтерсе тĕлĕнтерчĕ. Предприятире вăй хуракансен уйăхри ĕç укçи - 31 пин тенкĕ.
Маргарита Яшкова директор «Стомполимер» общество 3 çулта укçа çаврăнăшне 800 пин тенкĕрен 24 миллиона çитерни бизнес пуçарма тĕллев тытакан çыншăн хавхалантаракан тĕслĕхсенчен пĕри пек туйăнать. «Промэнерго» тата «Ротор» обществăсен директорĕ Анатолий Иванов производствăна анлăлатма çĕр лаптăкĕ илейменни пирки пăшăрханса каларĕ. Сергей Андрианов предприниматель тĕп хула влаçĕ 24 бизнесмена пĕр кунта суту-илÿ вырăнĕсĕр хăварнине пĕлтерчĕ. Сăмах калакансем пурте çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Республика Пуçлăхĕ Экономика министерствинчен, Шупашкар хула администрацийĕнчен вĕсене тĕплĕн тишкерме ыйтрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ