ÇУРĂМ ШĂММИ СЫВĂ ПУЛТĂР
Çурăм шăмми сывлăхĕ мĕнле пулни пĕтĕм организм сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Ăна йĕркере тытса тăрас тесен мĕн тумалла-ха? Ыйтăва В. Орлов хирург тухтăр уçăмлатать.
Хускану аппарачĕн чирĕсем хушшинче çурăм шăммин чирĕсем ытларах сарăлнă. Çулсем иртсе пынă май çак вырăн тăтăшрах канăçсăрлантарма пуçлать. Чирсем аталанасран çурăм шăммин сывлăхĕ пирки малтанах шухăшламалла.
Апатлану
Лайăх. Курага, урюк, хура слива, мăйăр, пыл, иçĕм, кăшкар ути, петрушка, шăлан çырли.
Япăх. Ытлашши виçе. Ку çурăм шăммин сыпписемпе вĕсен хушшинчи дисксене япăх витĕм кÿрет. Çавна пула остехондроз, сыпăсен хушшинчи пÿсĕр аталанаççĕ.
Хускану
Лайăх. Пукан хыçне çурăмпа çирĕп тĕревленсе ларни, курпунланманни. Пукан çÿллĕшĕ тĕрĕс, ларкăчĕ чĕркуççисен хутламĕпе пĕр йĕрте пулмалла.
Япăх. Йывăр йăтни. Тиеве çăмăллатма япалана тÿрĕ çурăмпа кукленсе майĕпен çÿлелле çĕклемелле. Йывăр япалана çурăма кукăртса тата урасене тÿрлетсе çĕклеме юрамасть, ку çурăм шăммине пĕтĕмĕшле йывăрлăх кÿрет.
Атă-пушмак
Лайăх. Çемçе тата пиçĕ тĕплĕ атă-пушмак. Кĕли 10 сантиметртан çÿллĕрех пулмалла мар.
Япăх. Куллен çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿрени. Ку хускану аппарачĕн пайĕсене сиенлĕ витĕм кÿрет, çакна пула çурăм шăмми кăна мар, сыпăсем, юн тымарĕсем /тĕслĕхрен, варикоз чирĕ/ аптратма пуçлаççĕ.
Ыйхă
Лайăх. Çурăм шăммин кукăрăлчăкĕсене тивĕçтерекен меллĕ вырăн. Тулли çынсене - хытăрах матрас, начарккисене çемçе матрас кирлĕ. Минтер вăтам, хулăнăшĕ 14-15 сантиметр пулмалла.
Шута илме: çурăм ыратсан хырăм айне пĕчĕк минтер хурса çывăрма юрать, ку ыратнине ирттерме пулăшать.
Мĕнле тăмалла
Ирхине вырăн çинчен тăнă чухне малтан урасене усмалла, алăсем çине тĕревленсе çĕкленмелле, кравать хĕрне лармалла, хытă пĕшкĕнесрен асăрханса майĕпен тăмалла.
Спорт
Лайăх. Ишни, васкамасăр чупни, вăрманта уçăлса çÿрени, велосипедпа, йĕлтĕрпе ярăнни.
Япăх. Хоккейла, футболла выляни, çÿллĕшне сикни, кĕрешÿ, сăнă пени. Чир вĕрĕлмесен теннис, бадминтон, гольф сиенлĕ мар.