Комментировать

9 Дек, 2014

Владимир Путин Президентăн Çырăвне хаклаççĕ

Инна ИСАЕВА, Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ, ЧР директорсен Канашĕн председателĕ:

- Çĕршыв ертÿçи хăйĕн Çырăвĕнче ачасене хушма пĕлÿ парассин ыйтăвĕсене çĕклени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ыйту ачасене кунăн иккĕмĕш çурринче мĕн тутарассипе çеç çыхăнман. Хушма вĕренÿ ачан интересне тупса палăртма тата аталантарма пулăшать тесе шухăшлатăп. Вĕрентĕве интереслĕ уроксемпе çеç мар, ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ тĕсĕпе те пуянлатмалла.

 

Николай Угаслов, «ТУС» строительство фирмин генеральнăй директорĕ:

- Çĕршыв тĕнче анлăшĕнче хăйне çирĕп туйтăр тесен пурин те тулли хăватпа ĕçлемеллине палăртрĕ В.Путин. Ку сăмахсем çÿп-çап тасатаканран пуçласа министр таранах пырса тивеççĕ.

Хăй тĕллĕн ĕç пуçарнисене, вăтам бизнеса тĕрлĕ тĕрĕслев ирттерсе путарас йăларан хăпаймарăмăр. В.Путин тĕрĕсех калать: предприяти е фирма чиперех ĕçленĕ тĕк виçĕ çул тĕрĕслеврен пачах хăтармалла. Инспекципе килнисем ал-урана çыхнине хам тÿссе ирттернĕ. Хăш-пĕр пайтаçă çавнашкал тĕрĕслевсем хыççăн пĕтĕм ĕç-хĕлне чарса лартнă тĕслĕх те сахал мар.

Ĕçлеме пултаракан, пуçаруллă çынсене çул уçса парасси çинчен сăмах пырать. Кадр ыйтăвне çĕклени питĕ тĕрĕс. Рабочи специальноçĕсене, пысăк квалификациллĕ специалистсене вĕрентсе хатĕрлес енĕпе хăш-пĕр улшăну сисĕнет. Ăна стройиндустрире те туятпăр. Çапах çителĕксĕр ĕçленине йышăнмалла. Квалификацие анлăлатмалли майсем тăвассипе те тăрăшмалла. Кирек хăш производство шайĕ те инженери кадрĕсен ăсталăхĕнчен килет. Вăйлă аталаннă çĕршывсенче инженер дипломне илессишĕн пысăк конкурс витĕр тухаççĕ. Унта ĕç укçи енĕпе те чылай малта. Техниксен ят-сумне çĕклемеллех.

 

Жанна МУРЗИНА, шкул тулашĕнчи ĕçĕн «Эткер» Центрĕн директорĕ:

- Раççей Президенчĕн сăмахĕсене, «пултаруллă ачасем - наци пуянлăхĕ» тенине, вĕсене пулăшмашкăн тата аталанмашкăн хушма майсем шырамаллине туллин ырлатăп. Владимир Владимировичăн çак сăмахĕсем Центр ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне тĕрĕс палăртаççĕ. 2014-2015 çулсенче учрежденире пултаруллă ачасем валли республикăри нумай предметлă куçăн тата куçăн мар «Индиго» шкулĕ çĕнĕлле ĕçлесе кайрĕ. Ачасемпе республикăри аслă шкулсен чи лайăх преподавателĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем вĕренекенсене шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисене тĕплĕн хатĕрленмешкĕн пулăшаççĕ, занятисен вăхăтĕнче тĕпчев ĕçĕн ăсталăхĕ ÿсет, çамрăк талантсен интеллект тата пултарулăх вăй-хăвачĕ аталанать. Унсăр пуçне Центр пултаруллă çамрăксене пулăшмалли ытти проекта пурнăçламашкăн та хастар хутшăнать. Тĕслĕхрен, ЧР Экономика аталанăвĕн министерствипе пĕрле 2015 çулхи январьте республикăри «НАНОГРАД-Ч» вĕренÿ шкулĕн хĕллехи сменине йĕркелĕпĕр. Унта Раççейĕн паллă ученăйĕсем, топ-менеджерсем, пысăк технологиллĕ компанисен ертсе пыракан специалисчĕсем, «РОСНАНО» АУО тата наноиндустри предприятийĕсен представителĕсем лекцисем вулĕç. Пирĕн ачасем малашне Президент гранчĕсене илсе тăракан лауреатсен йышне кĕрессе шансах тăратпăр.

 

Дмитрий ИВАНОВ, «Атăл çинчи МРСК» АУО генеральнăй директорĕн заместителĕ - «Чăвашэнерго» филиал директорĕ:

- Раççей Президенчĕн сĕнĕвне - бизнеса ытлашши тĕрĕслеврен хăтармалли, тĕрĕслевсене уçă тăвасси тата ятарлă Реестра /унпа кашниех паллашма пултарĕ/ кĕртесси çинчен - питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Çакă яланах саккунсемпе килĕшÿллĕн ĕçленисемпе халĕ ĕçлекенсене хăйĕн бизнесне тата вăйлăрах аталантарма - надзор-тĕрĕслев органĕсем пĕрмай «хĕснине» туймасăр - май парĕ.

 

Дмитрий ПУЛАТОВ, «Чăвашавтодор» АУО генеральнăй директорĕ:

- Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ конструктивлă, тарăн шухăшлă пулчĕ, вăл общество умĕнче тăракан тĕп ыйтусене хускатрĕ. Çырăвăн кашни йĕркинче ырра шанни, Раççей халăхне ĕненни палăрса тăрать. Патшалăх йывăр вăхăтсене пăхмасăр социаллă пĕтĕм программăна пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ. Президент вĕсем пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ, бюджетри цифрăсене илсе кăтартрĕ, вĕсем пурте - ÿсĕм туртăмĕллĕ. Пĕр сăмаха та çилпе вĕçтерес мар тесе Владимир Путин Правительствăна темиçе хушу - хăш çулпа малалла каясси пирки - пачĕ. Пире, çул-йĕр ĕçченĕсене, Çырура хамăр отрасль умне конкретлă тĕллевсем лартни савăнтарать. Владимир Путин Раççейри çул-йĕр строительствин калăпăшне икĕ хут ÿстерме, транспорт инфратытăмне аталантарма чĕнсе каларĕ. Эпир ĕçлеме хатĕр!

 

Евгений МОРЕПЛАВЦЕВ, ЧР Трансминĕн «Чăвашавтотранс» ПУП генеральнăй директорĕ:

- РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хальхи Çырăвĕнче Раççей гражданĕсене паян ытларах хумхантаракан пĕтĕм ыйту вырăн тупрĕ: Украинăри лару-тăрăва, çавăн пекех Евросоюз çĕршывĕсем, АПШ тата ыттисем санкцисем тăратнине пула пирĕн çĕршывăн тĕнче пĕрлĕхĕнчи вырăнĕ* Раççей экономикин çĕнĕ условисенчи - экономика çыхăнăвĕсене çĕнĕ партнерсемпе производствăна /импорта улăштаракан хамăр таварсемпе продукцие хăвăрт кăларма пуçласси/ ярассипе çыхăннисенчи - аталанăвĕ* çĕршыв бюджечĕн социаллă тĕллевлĕхне сыхласа хăварни. Президент цитатине - «Раççей хамăр çĕршывра çуралнă çынсене хÿтĕлеме, чăнлăхпа тĕрĕслĕхе сыхлама пултарнине ĕçпе кăтартса пачĕ» - пур енчен те ырлатăп. Хамăр çĕршывпа мăнаçланас туйăм, юлашки 25 çулта тĕлĕрнĕскер, тинех вăранма пуçларĕ. Çакăнта Владимир Путинăн тÿпи пысăк. Унăн хальхи Çырăвĕ - çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçре ертсе пыракан, наци идейин концепцийĕн никĕсĕ. Транспортник пулнă май маншăн Владимир Путинăн çак сăмахĕсем çывăх: «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха, общество транспортне, ял хуçалăхне, ытти отрасле çĕнетнĕ чухне те хамăр çĕршыври производительсене ытларах шанмалла». Çакă, паллах, Раççей автозавочĕсене паха, конкуренцие çĕнтерме пултаракан автотехника /вăл ытла хаклă пулмасса шанас килет/ кăлармашкăн хавхалантармалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.