Украина ачисене - Çĕнĕ çул парни
Çĕнĕ çул уявĕ тата шкулсенче хĕллехи каникул çывхарнă май РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов пуçарнипе «Çĕнĕ Раççее - уяв чăрăшĕ» акци вăй илчĕ. Унăн тĕллевĕ - ДНР тата ЛНР ачисене Çĕнĕ çул парнисемпе чăн-чăн уявпа савăнтарасси. Сăваплă ĕçĕн партнерĕ Аслă Василий çветителĕн ыркăмăллăх фончĕ шутланать.
Акцие йĕркелекенсен шухăшĕпе - пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ачасем Донецк тата Луганск Халăх Республикисен çамрăк гражданĕсем валли парне тата Çĕнĕ çул елкине илемлетмешкĕн тетте /чылайăшне хăйсем ăсталаса/ пухаççĕ, уяв открыткисем ÿкерсе Украинăн кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче пурăнакан тантăшĕсене тăнăçлăхпа ырăлăх сунса çырса ярса параççĕ. Унсăр пуçне Çĕнĕ çул елкин акцине ача çурчĕсемпе интернатсенче çитĕнекенсем, тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕррисем те хутшăнаççĕ.
Ыркăмăллăх юхăмне СМС-пĕлтерÿ ярса та тÿпе хывма май пур, ăна 3443: РФ АЧИСЕМ 1000 /миçе тенкĕ куçарнине палăртни/ е RFDETI 1000 номерпе ямалла.
Пуçтарнă укçапа Украина ачисем валли парне туянаççĕ.
В.СМИРНОВА