Комментировать

4 Дек, 2014

ЮМАН ЙĔКЕЛĔНЧЕН - КОФЕ

Йĕкелрен хатĕрленĕ кофе чĕре чирĕсем, сахăр диабечĕ аптратсан питĕ усăллă. Вăл организмăн энерги шайлашăвне, юн пусăмне йĕркене кĕртет. Юн пусăмĕ пысăк пулсан - чакарать, ытла пĕчĕк чухне - хăпартать.

Тасатнă юман йĕкелне духовкăра кофе пек пуличчен типĕтмелле, кофе арманĕпе авăртмалла. Авăртнă йĕкеле пĕр эрнерен ытла упрамалла мар, ытларах вăхăтран тути пăсăлать, сиплĕхĕ çухалать.

1 чей кашăкĕ йĕкел çăнăхне çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, çур стакан сĕт тата 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Каллех вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. Кофе хатĕр. Ăна куллен темĕн чухлех ĕçме юрать, вăл никамшăн та сиенлĕ мар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.