Комментировать

4 Дек, 2014

КИЛТЕ ПĂХĂНМАЛЛИ ЙĔРКЕСЕМ

Пĕчĕк ачасем аманнин чылай тĕслĕхĕ килте, ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн куçĕ умĕнчех пулса иртет. Вĕсене çак инкекрен мĕнле упрамалла-ха? Педиатрсем çапла сĕнеççĕ.

Пепке - кÿмере

  • Хальлĕхе кÿмере кăна пулсан та пепкешĕн хăрушă мар лару-тăру йĕркелемелли çинчен ан манăр. Ача çулталăка çитиччен пуçĕ айне минтер /чи пĕчĕккине те/ ан хурăр. Уйрăмах пепке хырăмĕ çинче çывăрма кăмăллать пулсан. Тухтăрсем пепке тăрук вилнин синдромне вăл минтере сăмсипе тăрăнса сывлайми пулнипе çыхăнтараççĕ.
  • Ачана кипкепе чĕркемелли сĕтел çине хурсан самантлăха та куçран вĕçертмелле мар. Мĕн кирлине малтанах хатĕрлесе хурăр.
  • Кравать тĕпне вăхăтра аяларах антарма ан манăр. Тĕпренчĕкĕр ура çине часах тăма пуçлас пек туйăнмасть-и? Анчах ура çине тăмасан та краватьрен тухса ÿкме пулать, карлăкĕ патне шуса е упаленсе çитесси тата ун урлă аялалла пĕшкĕнесси ним те мар.
  • Шăкăрча /погремушка/ туяннă чухне е парне парсан теттене тимлĕ сăнаса тата хыпашласа пăхăр: кăлтăк-шăйрăк таврашĕ çук-и, вăл пепкен пÿрнине хĕстермест-и, çăварне чиксен амантмасть-и? Пĕчĕк ача кирек мĕне те çăвара хыпать-çке. Шăкăрча шăйăрăлнă, катăлнă тăк темле хитре пулсан та часрах кăларса пăрахăр.
  • Ача кравачĕпе юнашар мĕн пуррине те тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Тĕрлĕ банка, эмел, ытти хатĕр хунă сĕтел ытла çывăхра мар-и? Тен, сирĕн телефон, куçлăх е сехет выртакан тумбочка питĕ çывăхра? Ача вĕсем патне туртăнса çитеймест тесе шухăшлатăр-и? Кăлăхах, вăл куллен-кун улшăнса пырать.

Утма вĕренет

Çак савăнăçлă пулăм тĕлне пÿлĕмсене питĕ лайăх хатĕрлемелле.

  • Электропралуксемпе йĕрке тăвăр, вĕсене плинтус айне е ятарлă хатĕрсене пытарăр.
  • Сĕтел-пукан кĕтесĕсене лавккара сутакан ятарлă насадкăсем тăхăнтартма е мамăк хурса лейкопластырьпе çирĕплетме пулать. Пĕчĕк ача утма вĕреннĕ чухне чупа-чупа каять, кĕтессене пырса тăрăнма пултарать. Çирĕпех ларман çăмăл пукансене те пÿлĕмсенчен илсе тухмалла.
  • Ача чупса пынă чухне шкапсен, тумбочкăсен алăкĕсем хăйсем тĕллĕн уçăла-уçăла ан кайччĕр. Вĕсене уçăпа çăтă хупмалла е аяла хут хурса скотчпа çыпăçтармалла.
  • Сĕтел çиттине илсен лайăхрах, мĕншĕн тесен ача ăна туртса антаратех, хăй çине вĕри, çĕмĕрĕлекен, йывăр япала ÿкерме пултарать.
  • Хăш чухне алăк е кравать патне саракан яка пĕчĕк кавирсене те пуçтарса хумалла.
  • Кравате пысăк çемçе теттесем хумалла мар. Ача вĕсем çине тăрса краватьрен тухса ÿкме пултарать.
  • Урайне тăтăшрах çумалла тата тимлĕ сăнаса пăхмалла: унта тÿме те, йĕп те, вĕтĕ ытти япала та, йĕпе вырăн та пулмалла мар.
  • Туалет, ванна, тĕпел алăкĕсене тул енчен питĕрмелле тăвăр.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.