Комментировать

4 Дек, 2014

СЫПĂ ЫРАТНИНЕ ЧАКАРМА

Деформацилекен артрозпа кĕрешме, ыратнине чакарма халăхăн сиплев мелĕсемпе усă курма юрать. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштарар-ха.

Маç. 50-шар грамм олива, куккурус тата кунжут çăвĕсене хутăштармалла. 1-ер апат кашăкĕ импĕр çăнăхĕпе вĕтетнĕ хурăн папки, çур чей кашăкĕ хăватлă пăрăç, 1 чей кашăкĕ тăвар, 1 шăл вĕтетнĕ ыхра ярса лайăх пăтратмалла. Унтан шыв мунчине лартса вĕретмелле те сивĕнме памалла. Сыппа сĕриччен маçа ÿт температури таран ăшăтмалла. Унпа чĕркуççине массаж хусканăвĕсемпе чĕрĕк сехет сăтăрмалла. Паллах, кайран сыпă шăнасран асăрханмалла, ăна алшăллипе чĕркемелле.

Аçтăрхан мăйăрĕ. Унăн шалти çурхахĕсене спирта ярса 20 кун лартмалла. Унтан сыппа кунне 2 хут пĕрер чей кашăкĕ настойкăпа сăтăрмалла тата ăна çакăн чухлех ĕçмелле.

Чăрăш тăрри /хвощ полевой/, сарă кушак ури /бессмертник/ чечекĕ, настурци, упа çырлин /толокнянка, медвежье ушко/ çулçи. Пурне те пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Пĕр пай пухха тин вĕренĕ виçĕ пай шывпа хутăштармалла, пилĕк сехетрен сăрăхтармалла. Виçĕ эрне кашни кун çуршар стакан ĕçмелле.

Барбарис, хĕç курăкĕ /сабельник/, чапăр /тимьян/, импĕр /имбирь/, вĕлтрен, хĕвелçаврăнăш çăвĕ. 200 миллиграмм хĕвелçаврăнăш çăвне кашни чĕртавара 1-ер апат кашăкĕ ярса пăтратмалла. Вĕретсе илмелле те сивĕнме памалла. Çак маçпа чирлĕ сыпăсене каçхине çывăрма выртас умĕн сăтăрмалла, алшăллипе чĕркемелле.

Пыл, алоэ. 1 пай алоэ сĕткенне 2 пай пылпа тата 1 пай шурă эрехпе хутăштармалла. Ĕçме юрамасть, сыппа сăтăрма усă курмалла.

Çăмарта шурри, горчица, камфара. Çур литр спирта кăпăшлантарнă 100 грамм çăмарта шурри, 50 грамм горчица тата 50 грамм камфара ярса пăтратмалла, 1 эрне лартмалла. Чирлĕ сыппа çак маçпа каçхине çывăрма выртас умĕн сăтăрмалла.

Лавр çулçи. Вĕрекен 200 миллилитр шыва 10 грамм лавр çулçи ярса 5 минут вĕретмелле, унтан çулăм çинчен илсе 5 сехет лартмалла. Кун тăршшĕпе пĕчĕк виçесемпе ĕçмелле. 3 кун сипленмелле. Пĕр эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле. Лавр шĕвекĕ юн тымарĕсене тасатать, пухăннă тăвара кăларать.

Купăстапа хурăн çулçи. Купăста укол хыççăн шыçса пÿрленнине хăвăрт ирттерет кăна мар, шыççа хирĕçле те витĕмлĕ кĕрешет. Каçхине çывăрма выртас умĕн чирлĕ сыппа купăста çулçипе чĕркемелле, çиелтен целлофанпа витсе çыхмалла. Хупах çулçи те çакăн пек витĕмлĕ. Хурăн çулçине вара алшăлли çине çÿхе сийпе сарса тухмалла та унпа каçхине çывăрма выртас умĕн артроз аптратакан сыппа чĕркемелле.

Сельдерей. Шултра теркăпа хырнă сельдерей тымарне 1 апат кашăкĕ илсе тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. Савăта тачă хупса 4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Суханпа ыхра. Нимĕрленĕ суханпа ыхрана пĕр виçепе илсе хутăштармалла, чирлĕ сыпă çине хумалла, компресс хучĕпе витсе çыхăпа çирĕплетмелле. Ыратни чаксан компреса илмелле.

Шурă армути /полынь горькая/. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Çак шĕвекпе сыпă çине компресс хумалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.