Çĕрпÿ - аталанса пыракан район
Ертÿçĕсем тăрăшнăран ырă улшăну нумай
"Çĕрпÿ районĕ юлашки виçĕ çулта - райадминистрацие Сергей Артамонов ертсе пынă тапхăрта - социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕм кăтартăвне лайăхлатма пултарчĕ, ку енĕпе республикăра малта пыракан муниципалитетсен йышне кĕчĕ", - пĕтĕмлетрĕç район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 38-мĕш ларăвне пухăннисем.
Çак ларура Çĕрпÿ районĕн 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016-2017 çулсенчи тапхăрĕн бюджетне йышăнчĕç, район Уставне çирĕплетрĕç, Нумай функциллĕ центр ĕç-хĕлне тишкерчĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç. Çапах чи нумай калаçтараканни, чылайăшĕн кăмăл-туйăмне хускатаканни кун йĕркинчи юлашки ыйту - Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн Сергей Артамоновăн полномочийĕсене вăл урăх ĕçе куçнă май вăхăт çитмесĕрех чарса лартасси - пулчĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильев Сергей Геннадьевич район аталанăвĕшĕн питĕ нумай ĕç тунине палăртрĕ: "Вăл Çĕрпÿсемшĕн чăнласах та çывăх çын пулса тăчĕ. Артамонов ку должноçа йышăннă чухне районти лару-тăру çăмăлах марччĕ, çапах вăл çухалса каймарĕ: лайăх команда йĕркелесе умри тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçларĕ. Хальхи вăхăтра Çĕрпÿ тăрăхĕ пĕтĕм кăтарту-параметрпа Чăваш Енре малти 3 район йышĕнче. Кунта ял хуçалăхĕ аталанать, экономика вăй илсе пырать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Çĕнĕ çуртсемпе объектсем тăвас енĕпе Çĕрпĕве Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр йышши хуласем çитеймеççĕ. Социаллă учрежденисем уçăлаççĕ. Вăраха тăсăлнă йывăрлăхсене те татса пама тытăнчĕç. Акă ейÿрен хÿтĕленмелли дамба кирли çинчен вуншар çул каяллах калаçма тытăннă. Район ертÿçисен тăрăшулăхне пула ку ыйту татăлать кĕçех. Сергей Геннадьевичăн ĕç-хĕлне тишкерсе, унăн вăй-хăватне, анлă тавракурăмĕпе пĕлĕвне, тăрăшулăхĕпе пуян опытне шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумне - шалти политика управленийĕн пуçлăхне уйăрса лартасси пирки калакан хушăва алă пусрĕ".
Сергей Артамонов виçĕ çулта пурнăçланă ĕçе хакласа чылай çын тухса калаçрĕ: депутатсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ тытăм ертÿçисем, ветерансем... 2012 çулхи январь уйăхĕнченпе - Сергей Геннадьевич Çĕрпÿ райадминистрацийĕн ертÿçин должноçне йышăннăранпа - пĕтĕм отрасльте ырă улшăнусем пуррине каларĕç. Ял хуçалăхнех илер. Ку отрасле пысăк инвестицисем явăçтарнă. Агропромышленноç комплексĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртнĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Ĕçе пуçăнакан фермерсене патшалăх пулăшăвĕ памалли программăпа килĕшÿллĕн виçĕ çулта 7 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ, ку укçапа тĕллевлĕн усă курнă. Кăçал 2 фермер çакнашкал пулăшăва - 1,1 миллионшар тенкĕ - тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - ĕне выльăх, тепри сурăх ĕрчетесшĕн. Районта çаврăнăша кĕртнĕ çĕрсен лаптăкĕ палăрмаллах пысăкланнă. Кăçал январь-сентябрь уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ял хуçалăх предприятийĕсен тупăшĕ 2,2 хут ÿснĕ. 45,7 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ - ку вăл республикăри районсен хушшинче 2-мĕш кăтарту. Машина-трактор паркне çĕнетес енĕпе те хастар Çĕрпÿсем. "Ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пысăк пулнине, вăл йĕркеллех аталанса пырассине шансах тăратăп", - терĕ С.Артамонов.
Çĕрпÿ урлă иртсе çÿрекенсем вăл юлашки вăхăтра пысăкланса хитреленнине, унта та кунта çĕнĕ объект ÿсе-ÿсе ларнине асăрхаççех. 3 çулта çĕнĕ икĕ ача сачĕ хута кайнă - ку енĕпе тата хăш муниципалитет районĕ мухтанма пултарать? Темиçе фельдшер-акушер пункчĕ уçăлнă. 2013 çулта Чурачăкра хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен "Урожай" стадиона ĕçе кĕртнĕ. Кăçал "Асамат" ФСК çумĕнче стадион строительствине вĕçленĕ. Футбол уйĕ те, хоккей площадки те - сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансемпе хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшакансемшĕн. Стадионпа хоккей площадкине район хăйĕн укçи-тенкипе тунă. Культура 4 учрежденийĕнче капиталлă юсав /3 млн тенке яхăн/ ирттернĕ. Районти кашни иккĕмĕш шкул юсав валли бюджет нухратне тивĕçнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси те ÿсет. "Южный-2" микрорайонта, тĕслĕхрен, нумай хваттерлĕ 10 тата уйрăм 16 çурт хăпартаççĕ. "Южный-1" микрорайонта та стройка ĕçĕсем пыраççĕ.
"Мана кунта ĕçлемешкĕн килĕшрĕ, хама пĕрре те ютран килнĕ - Патăрьелте çуралса ÿснĕ - çын пек туймарăм. Çĕрпÿ районĕнче пĕтĕм шайри /федераци, республика, вырăнти/ ертÿçĕсен вăйлă команди йĕркеленчĕ. Вĕсен опытне тĕпе хурса пĕрешкел ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлерĕмĕр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе те тăтăшах канашларăмăр. Пĕрле чылай ыйтăва татса патăмăр. Çапла, район аталанăвĕшĕн нумай тунă, çапах ĕçлемелли тата чылай. Мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетĕн, тĕллевсем çавăн чухлĕ пысăкланса пыраççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшмасăр чылай проекта пурнăçа кĕртме май çук. Çавăнпа яланах район халăхĕпе, депутатсемпе, хуçалăх çыннисемпе канашламалла, пĕрле ĕçлемелле", - терĕ сити-менеджер пулнăскер.
Юрий Васильев Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ Сергей Артамоновăн ĕçне пысăка хурса хакланине пĕлтерчĕ, ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне парса чысларĕ. Район пуçлăхĕ Татьяна Кузьмина Сергей Геннадьевича вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ырми-канми ĕçленĕшĕн Çĕрпÿ районĕн Хисеп хутне пачĕ, "Сирĕн пуçарулăх, хастарлăх, ĕçлеме пултараслăх, çирĕп ыйтма пĕлни, пысăк опыт питех те кирлĕ. Эсир Çĕрпÿ район историйĕнче лайăх йĕр хăвартăр", - терĕ ĕçтешне карьерăра малашне те çитĕнÿсем тумашкăн суннă май.
"Çĕрпÿ районĕ малашне те хальхи пекех аталанса пырасса шанатăп", - пĕтĕмлетрĕ Сергей Артамонов. Юлашкинчен ыйтмасăр чăтаймарĕ: "Хăш район чи лайăххи?" Зала пухăннисем пĕр саслăн: "Çĕрпÿ районĕ!" - тесе хуравларĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ