Комментировать

2 Дек, 2014

Иван Вашки: «Эпĕ - писатель, манăн çырас килет»

Иван Вашки çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнине уявланă кунсенче унпа калаçнисем аса килчĕç.

А.В.Луначарский ячĕллĕ Театр искусствин институчĕн чăваш студийĕнче артиста вĕренекенскер вăрçă тухсанах фронта каять. Мобилизаци йĕркипе, институтран пĕрремĕшĕ. Мускава хÿтĕлет. Артиллерист. Халăх паттăрлăхне сăнарласа кăтартас шухăш хĕрÿ çапăçура та канăç памасть ăна. Мускавра 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче парад мĕнле иртни çинчен комсоргран ыйтса пĕлет. Çавна тĕпе хурса вăрçă хыççăн «Ĕмĕре тăракан пĕр кун» калав çырать, ăна «Ялав» журналта кăларать.

1943 çулхи августăн 1-мĕшĕнче 17 лайăх артиллериста суйласа фронтран Мускава ăсатаççĕ. Çитсенех ытти çĕртен килнисемпе хутăштарса дивизион йĕркелеççĕ. Унта пурĕ 24 тупă. Кашни взводра - икĕ тупă, пĕр командир, вуникĕ боец. Иван Вашки - взвод командирĕ. Совет Союзĕн Гимнĕ янăранă майăн салют пама хăнăхтараççĕ.

Кĕçех Кремле илсе каяççĕ. 1943 çулхи августăн 5-мĕшĕнчен пуçласа мĕн вăрçă чарăничченех чăваш каччи тусĕсемпе пĕрле салют парать.

Салют пăхма Кремльтен Калинин, Ворошилов, Микоян тухаççĕ. Пысăк пуçлăхсем ертсе килнĕ Рузвельт арăмĕ пур командира та ăшшăн саламлать.

Çĕнтерÿ ячĕпе те салют параççĕ. Вăл вĕçленсен кусем патне Кремль коменданчĕ пырать. «Машинăсене халь пурпĕрех илсе каяймастпăр. Кунта хăварăр», - тет. «Стройпа мар, пĕчченшерĕн утăр», - хушать дивизион командирĕ.

Кремльтен тухсанах - халăх, халăх... Вĕçĕ-хĕрри çук. Ак хайхи, пĕр салтака, тепĕр офицера çĕклесе çÿле ывăтаççĕ. Кусене те сырса илеççĕ, йăлт! та ялт! çÿлелле çĕклеççĕ.

«Манăн питĕ мунча кĕрес килет», - ыйтать Вашки пĕр кунхине командиртан. Чармасть лешĕ. Сандунов мунчине, чаплă мунчанах, каяс теççĕ. Çăвăнса тасалас ĕмĕтпе урампа утаççĕ, сасартăк асăрхаççĕ: машинăсем чарăннă. Тыткăна лекнĕ нимĕç фашисчĕсен колонни иртет-мĕн. Хăвăртрах унта чупаççĕ: курасчĕ, мĕнлерех вăл - эпир парăнтарнă тăшман. Халăх тулли. Темле кăшкăракан та пур. «Путсĕрсем, эсир Мускава йышăнасшăнччĕ, Мускав курасшăнччĕ. Курăр ĕнтĕ халь - мĕнлерех вăл Мускав». Пĕчĕк ачасен аллинче - чул. «Ан перĕр», - чараççĕ вĕсене милиционерсем.

Сăнать, сăнать Иван... Салтакĕ - салтак тумĕпе, генералĕ - генерал тумĕпе. Анчах питĕ салхуллă, пĕр савăнăç та çук. Çапла вăл парăнтарсан - тăшман сăнран ÿкет, пуç усать.

1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕ. Мускав, Кремль. Аякках мар икĕ лаша килсе тăратнă. Пикенеççĕ полковниксем вĕсене апла та капла уттарма. Часах Жуковпа Рокоссовский маршалсем тухаççĕ. Ялт! кăна сиксе утланса чаплăн та мăнаçлăн тапранаççĕ. Гимн янăраса каять. Салют пуçланать. Кремльте 24 тупăпа переççĕ те переççĕ. Мускав хыçĕнче те кĕрĕслеттереççĕ. Пурĕ пĕтĕмпе пин оруди салют парать. Пурте хаваслă, пурте телейлĕ.

«Политрук кирлĕ, юл», - сĕнет командир пирĕн ентеше. «Çук, юлмастăп. Шупашкара каятăп. Эпĕ - писатель, манăн çырас килет», - килĕшмест Иван Никифорович.

Йĕкĕт вăрçăран таврăнсан, унăн «Салют хыççăн» пьесипе Чăваш драма театрĕ спектакль лартать. Мĕн виличчен çырать И.Вашки. «Шурă акăш» романĕ - чăваш литературинче ополченецсем çинчен чи малтан каланă хайлав. «Мехел» повеçре те пултарулăхĕ аван палăрать. Вăл Геннадий Воробьев композитор çинчен.

И.Н.Вашки Федор Тютчева уйрăмах кăмăллатчĕ. Унăн чылай хайлавне чăвашла куçарчĕ.

Иван Вашки - драматург, прозаик, сăвăç, куçаруçă, артист. Вăл 2011 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Иван Вашки çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă уява литература музейне тăванĕсем йышлăн килчĕç. Икĕ ывăлĕ, Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнчен килнĕ Дмитрий, Владимир, Петр Молтушкинсем ун çинчен чылай ăшă сăмах каларĕç.

Галина ЕЛИВАНОВА,

К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн наука аслă сотрудникĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.