Комментировать

17 Янв, 2014

Мĕн аса илĕç-ши?

Ачамсем ача садне, шкула çÿреме пуçланăранпа уявсем савăнтарма пăрахрĕç. Укçа пухмалли сăлтав пек туйăнма пуçларĕç вĕсем мана. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулать тесен пĕлсех тăр - укçа хатĕрлемелле. Кашнинчех пин тенкĕрен кая мар. Унсăр пуçне ытти вак-тĕвек мĕн чухлĕ тата. Вак-тĕвекĕ шутне ача садне татти-сыпписĕр тенĕ пек килсе тăракан театршăн т.ленинчен пуçласа класри шыв савăчĕшĕн укçа пани таранах кĕрет. Класра юсав ĕçĕсем тумалла-и, пластик кантăк лартмалла-и - ашшĕ-амăшĕн шучĕпе. «Иртнĕ кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче 2,5 пин тенкĕ пухса класра пластик кантăк лартрăмăр», - тетĕп пĕлĕшĕме. «Ай-уй, пит сахал-çке, эпир пилĕк пин тенкĕ пухнăччĕ, - хуравларĕ хайхи тĕлĕнсе. - Питĕ ăннă сире».

Çĕнĕ çула валли пиншер тенкĕ пухрăмăр. 30 ача - 30 пин тенкĕ.

Ачасем лартса панă юмах кăмăла кайрĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекенсемшĕн аптрамасть темелле. Пăтăрмахĕ уявăн иккĕмĕш пайĕнче - ачасене чăн-чăн праçник туса пама ятарласа чĕннĕ Хĕл Мучи, Юр Пике, Микки Маус кĕрсе тăрсан пуçланчĕ. Хăлхана çуракан кĕвĕ, тĕпĕр-тĕпĕр чупмалли вăйăсем, çурăк чан сассиллĕ ерт.çĕсем, пĕр-пĕрне тĕрткелешсе-кăшкăрашса ăшша пиçнĕ ачасем... Çĕнĕ çул асамĕ çухалчĕ. Янăринччĕ пĕр юрă! Калăпăр, «В лесу родилась елочка». Тăватă йĕрке те пулин.

Пĕри парне иличченех макăрса тухса кайрĕ. «Ачи çавнашкал, йывăрскер», - терĕç ун пирки. Иккĕмĕшĕ Хĕл Мучин «шăнтса хуракан» çи виттийĕ айне лекесрен хыпаланса тарнă чухне п.рнине сиктерчĕ. Виççĕмĕшĕ ансăр вăрăм михĕ ăшĕнче упаленнĕ вăхăтра чĕркуççине ыраттарчĕ. Учитель хăй çумне тытса пуçĕнчен ачашлакан хĕр ачана мĕн пулнине пĕлеймерĕмĕр.

Аранах парне валеçмелли самант çитрĕ.

- Кам сăвă каласшăн; - ыйтать Хĕл Мучи хутаçне кăтартса.

- Пĕр пек сăвă вĕреннисем пулсан харăсах темиçен калама пултаратăр, - хушса хума васкать Юр Пике сехечĕ çине пăхса.

Ак инкек! Никам та Çĕнĕ çулпа çыхăннă сăвă вĕренмен иккен. Шăплăха вĕрентекен сасси татрĕ. Вăл ачасене иртнĕ урокра Тăван çĕр-шыв çинчен вĕреннĕ сăвва калама ыйтрĕ. Класс каллех кĕрлеме пуçларĕ.

... Парнешĕн калама çук савăннă ывăлăмпа троллейбус чарăнăвне утатпăр. Юлашки вăхăтра вĕреннĕ юрăсене аса илме ыйтатăп. Пĕрне асăнать, теприне.

- Чăрăш çинчен вĕрентмен-им-ха; - чăтаймастăп эпĕ.

- Çук.

- «Хоровод, хоровод...» - текеннине?

- Çук.

Иккĕмĕш çул ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕн комитечĕ ячĕпе музыкăпа ташă учителĕсене, класс ерт.çине Çĕнĕ çулпа саламласа сумлă пакетсем тыттаратпăр. Мĕншĕн; Йĕрки çапла. Юмах лартма пулăшнăшăн тав туса. Анчах вĕсен тĕп тивĕçĕ мар-и-ха вăл?

...Çемйипех алла-аллăн тытăнса килти чăрăш йĕри-тавра çаврăнатпăр (шкулта чăрăш тавра çаврăнса курман ывăлăм: çук вăл унта). Мăшăрпа иксĕмĕр ача чухне шăрантарнă Çĕнĕ çул юррисене юрлатпăр. Юлашки йĕркесене иккĕмĕш хут асăннă чух ачасем те ĕнĕрлеççĕ. Пуринчен те ытларах чăрăш пирки чăвашла юрлани кăмăла кайрĕ вĕсене:

Çаралнă шурă хурăн та,

Пас тытнă юмана.

Пĕртен-пĕр чăрăш вăрманта

Сип-симĕс яланах.

Ялти шкулта вĕреннĕ чухне, 80-90-мĕш çулсенче, юрланă эпир ăна. Юратса вĕреннĕрен асра юлнă çав йĕркесем. Вĕрентекенсем хăйсем те пирĕнпе пĕрле юрă картине тăни, ташлани, асамлă чăрăш çуталса кайни, чунтан тăрăшса сăвă калани паян та куç умĕнчен каймасть. Хулара ÿсекен пирĕн ачасем мĕн аса илĕç-ши? Укçана чăнласах ĕçлесе илнине ĕнентерсе хăпартланса кăшкăрашакан Микки Мауссене-ши;

Аппам хĕрĕ лицейра пиллĕкмĕш класра вĕренет. Вĕсем Çĕнĕ çула паллă тума класĕпех боулинг клубне кайнă иккен. Шар кустарса киленнĕ. Кĕçĕн класран вĕренсе тухнине паллă тума та темле профилакторие - бассейн-мунча кĕмеллине - кайнăччĕ вĕсем. Тепĕр класĕ - Хусанти аквапарка.

Пирĕншĕн Елкăран асамлăраххи, ун тавра карталанса утнинчен лайăхраххи нимĕн те пулман. Шкултан вĕренсе тухнине кăвайт умĕнче ирттерни те хальхи ачасем çакна лимузинсемпе ярăнса, пинĕ-пинĕпе укçа тăкса паллă тунинчен чылай сумлăрах пулнă. Ĕмĕр асра юлмалăх. Йăнăшатăп-и, тен, хамашкал хĕрĕхе çитеспе хам ачасем те Çĕнĕ çул чăрăшсăрах лайăх пулнă теме пăхсан?

Елена Николаева.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.