Комментировать

29 Ноя, 2014

Тĕпре - тавар пахалăхĕ

Ноябрĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсен хушшинчи "Ăнăçлă бизнесăн меслечĕсем тата тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрĕ" X форум ĕçлерĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалларĕç. Унта бизнес пĕрлĕхĕнчи 300 çын ытла - чикĕ леш енчен, Мускав, Санкт-Петербург, Самар хулисенчен, Мордвапа Тутарстанран, ытти регионтан килнĕ пахалăх эксперчĕсем, республикăри предприяти-организаци, аслă шкулсен элчисем - хутшăнчĕç. Пĕрлехи ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ.

"Шупашкар форумĕнчен кашниех вăй хушса килне таврăнасса шанатăп, - терĕ вăл. - Экономикăри, тĕнчери йывăрлăха çĕнтерме сире хал кирлĕ. Кăçал пурин умне те çĕнĕ чăрмав тухса тăчĕ. Вăл производствăри, ытти тăкака пĕчĕклетме хистенипе пĕрлех пире Раççейри, тулашри предприятисемпе тан тупăшса ĕçлеме вĕрентет. Çĕршывсен экономика санкцийĕпе çыхăннă хутшăнăвĕсем йĕркеленнĕ май пирĕн промышленноç çĕнĕ продукци туса кăларса халĕччен курман-пĕлмен рынок тупать".

М.Игнатьев хăнасене Раççей Правительстви Чăваш Енĕн влаç органĕсем федерацин 83 регионĕ хушшинче вунтăваттăмĕш вырăн йышăннине, республикăн инвестици илĕртÿлĕхне çирĕплетессишĕн çине тăрса ĕçленине пĕлтерчĕ. РФ Стратеги пуçарăвĕсен агентстви ирттерекен наци рейтингне Чăваш Ен кăçал та хутшăнать. Кунта общество институчĕсем, предпринимательсем влаç ĕçне мĕнле хаклани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăхăтран вăхăта вĕсен пахалăвне ЧР Экономика министерстви те палăртать. Бизнес хуравĕнчен республика тата муниципалитет органĕсем ĕçлĕ хутшăнусене еплерех йĕркелени уçăмланать.

Михаил Игнатьев юлашки çулсенче республикăна Германипе Испани пайтаçисем инвестици хывнине, Китайпа тепĕр çĕршыв /ĕç пуçличчен ятне асăнмăпăр/ производство пуçласа ярассине, Чăваш Ен экономики кăçал 2014 çулхинчен лайăхрах аталаннине палăртрĕ.

"Республикăри 230 яхăн организаци продукци пахалăхĕн пĕтĕм тĕнчери стандартне тивĕçессишĕн сертификацин тĕрлĕ органĕ витĕр ăнăçлă тухнă, - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич. - Паян кирек хăш бизнесри ертÿçĕ тавар пахалăхĕпе унăн экологири вырăнĕ тĕпре тăнине лайăх пĕлет. Тепĕр майлă каласан - предприяти ăнăçу тăвасси продукци пахалăхĕнчен нумай килет".

ЧР Пуçлăхĕ çĕршывра саккунсем кăларасси пурнăçран юлса пынине те каларĕ: "Лавкка сентри çинчи продукци этикеткине пăхсан вăл паха пек туйăнать. Анчах тĕплĕнрех паллашсан усă курма юрăхсăррине ăнланатăн".

Республикăна тавар документсăр илсе килсе сутни те тĕл пулать, эрех çаврăнăшĕнче çитменлĕх нумай. Пахалăхсăррине сутнăран çынсем шар кураççĕ. "Кунта йĕрке тăвассишĕн суту-илÿ организацийĕсенчен ÿлĕм те çирĕп ыйтăпăр, - асăрхаттарчĕ М.Игнатьев. - Тавар туса кăларакана тата унпа усă куракана малашне те хÿтĕлĕпĕр".

Пĕтĕм Раççейри пахалăх организацийĕн ĕçтăвкомĕн директорĕ Юрий Самойлов, QRM Russia центр эксперчĕ Станислав Ляпунов, Европăри пахалăх организацийĕн Раççейри ĕç тăвакан директорĕ Кэмпбелл Дейвид, Францири "РоintEst" компани президенчĕ Оливье Блик сăмах каларĕç.

Республика Пуçлăхĕ 2014 çулшăн социаллă яваплăх енĕпе паракан преми, "Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ" конкурс лауреачĕсене, "Пахалăх енĕпе тунă çитĕнÿшĕн" тата "Чăваш Республикин пахалăх марки" паллăсен дипломачĕсене чысларĕ.

Форумра "QRM предприятие ертсе пымалли меслет", "Предприятин теветкел менеджментне йĕркелесси", "Сагнаци /ÿсĕмсĕрлĕх/ тапхăрĕнчи тÿнтерлĕхе пĕтересси" семинарсем, "Менеджмент тытăмĕнчи йăнăшсемпе йăлăхтармăшсем. Бизнеса ăнăçтарас тесен вĕсенчен мĕнле хăпмалла?", "Энергетика менеджменчĕн тытăмне организацисенче ĕçе кĕртесси тата ăна ISO 50001 стандарт никĕсĕнче пурнăçа кĕртесси", "Чăваш Республикинчи нумай функциллĕ центрсем кÿрекен патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатасси", "Европăра продукцие сертификацилесси, СЕ-маркировка. Çĕнĕ те анлă çул" "çавра сĕтел" хушшинчи калаçусем иртрĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.