Иртнипе хальхи: уйрăмлăхсем курăмлă
Агропромышленноç комплексĕ умĕнче - вун-вун çивĕч ыйту. Унăн пуласлăхĕ патшалăхпа муниципалитет органĕсенче тăрăшакансене кăна мар, хăйсен пурнăçне агропрома панă çынсене те шухăшлаттарать. Вĕсенчен пĕри - ЧР АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн ертÿçи Василий Шадриков. "Хыпар" вулаканĕсене хăйĕн шухăшĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.
-1960-1980 çулсенче ял производствине палăрмаллах вăйлатнине мĕнле ăнлантаратăр?
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн ăна ÿстерессишĕн ССР Союзĕнчи халăхсем пĕтĕм вăя панă. Ватти-вĕттисĕр, уксах-чăлахсăр пуçне пурте карр! тăрса ĕçленĕ. Ферма, машина-трактор паркĕ, кĕлет, йĕтем, производствăн ытти объектне, социаллă пурнăçпа культура çурчĕсем, çул тунă, çĕнĕ техника туяннă. Партипе совет органĕсен, хуçалăх ертÿçисем, специалистсем халăхпа пĕрле вăй хунă. Тăван çĕршыва юратни харпăр хăй тивĕçне вăхăтра пурнăçлама хистенĕ. Çуллен продукци нумай сутса укçа тунăран, патшалăх хресчене хыснаран кĕмĕл чылай уйăрнăран ял пурнăçĕ палăрмаллах лайăхланчĕ.
- Колхоз правленийĕ пыл хурчĕн вĕлли пек сĕрленине астăватăп-ха. Çыншăн тăрăшакан ертÿçĕ халĕ нумай-и?
- Пайтах. Хамăн пурнăçа аса илетĕп. 4-мĕш класран пуçласа талăкра 7 сехетрен, зоотехникра вăй хума тытăнсан талăкра 6 сехетрен ытла çывăрса курман, куллен производствăра 10-12 сехет ирттернĕ. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ чух киле 22 сехет иртмесĕр те таврăнайман. Ĕçе ирех çитсе çынсен паян-ыран мĕн тумаллине палăртакан, киле çĕрле çеç çитекен, кунĕ-кунĕпе тупăш ытларах, тăкак сахалрах тăвасси çинчен шухăшлакан вун-вун ертÿçе пĕлетĕп.
- Производствăна çĕнĕлĕхсем кĕртес енĕпе иртнĕ ĕмĕрте мĕнлерех ĕçленĕ?
- Ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерес, выльăхран, кайăк-кĕшĕкрен аш, сĕт, çăмарта, çăм нумайрах илес тĕллевпе ертÿçĕсене, специалистсене районсенче, Шупашкарта пухса семинар-конференци час-часах ирттернĕ. Вĕсене облаçсене, ССР Союзĕн республикисене ик-виç эрнелĕхе ятарласа янă. Эпĕ 1966 çулта, Шупашкар çумĕнчи "Чебоксарский" совхозăн тĕп зоотехникĕнче ĕçлеме пуçласан, ăс пухма Эстоние кайрăм. Вунă кун пурăнса ăратлă выльăх çитĕнтерекен станци, Тарту хулинчи ăслăлăх-тĕпчев институчĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрăм, маларах вуламанни-илтменнине сахал мар пĕлтĕм.
- Таврăнсан мĕн тума май килчĕ?
- 1967-1968 çулсенче Шупашкар районĕнчи Атайкассипе Чантăр фермисенчи ĕнесене машинăпа сума, сĕте пăрăхпа пухса сивĕтме тытăнсан пахалăхĕ ÿсрĕ. Тепĕртакран юр-вар хатĕрлеме пуçларăмăр. Тĕп хулари лавккасене хăйма, тăпăрчă, услам çу, пастеризацилемен сĕт сутса çĕр-çĕр пин тенкĕлĕх тупăш турăмăр. Унăн пĕр пайне фермăсене юсама, оборудовани туянма янă.
- Сирĕншĕн ун чухнех рынок тапранчĕ-и?
- Халь мĕнле хакламаллине пĕлместĕп. Фермăра хуçалăх меслетне ĕçе кĕртрĕмĕр. Пăру пăхакансем, выльăх самăртакансем, ĕне сăвакан операторсем апата, электроэнергие, ĕç хатĕрне перекетлесе, пур тăкака саплаштарса тупăш илчĕç. Виçĕ оператор 100 ĕнене сурĕ. Звено ертÿçи 4 кунран пĕрре кашнине черетпе улăштарса кантарчĕ. Хăйсен ĕç йĕркине çирĕплетрĕç, кулленхи, уйăхри, çулталăкри тĕллеве пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшрĕç. Эпĕ вĕсем фермăна миçе сехетре пынипе, еплерех ĕçленипе питех кăсăкланман. Ушкăн пĕтĕм яваплăха хăйĕн çине илнĕ. Ертÿçĕсем ÿкĕтлемесĕрех малтанхинчен нумайрах сурĕç. Вĕсем патне уйăхра миçе тенкĕ ĕçлесе илнине пĕлтерме çеç кайрăм. Ведомоçпа паллашса кашнин шалăвне хăйсемех палăртрĕç.
- Ĕç укçи ăçтан пуçтарăннă?
- Планран ирттерсе сутнă продукцирен илнĕ тупăшăн - 20, перекетленĕ выльăх апачĕн, электроэнерги, ытти материал хакĕн 40 процентĕнчен.
- Тупăш продукци хăй хаклăхне саплаштарчĕ-и?
- Паллах. Кунтан та ытларах - совхоз кассине таса услам пин-пин тенкĕ кĕнĕ.
- Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем çулла хуçалăхсене механизатор, ала агрегачĕн машинисчĕ кирлине пĕлтереççĕ. Трактористсем ĕç укçи сахал тÿлекен çĕрте ĕçлемеççĕ, нумай миллион тенкĕ тупăш илекен предприятисене вырнаçаççĕ. Çак уйрăмлăха хăçан пĕтерĕпĕр?
- Ăна ертÿçĕсем ертсе пынипе кăкламалла. Ку Ял хуçалăх министерствин ĕçĕ мар. Хуçалăхсене субсиди илмелли программăсемпе çыхăнман укçа куçарасса кĕтмелли вăхăт тахçанах иртнĕ. Машина-трактор паркне кредит илсе, лизинг меслечĕпе çĕнетмелле. Юлашки çулсенче вĕсемпе чылай хуçалăх усă курни савăнтарать.
Эпĕ ЯХПК председателĕнче вăй хунă пулсан темиçе çĕр лаша вăйĕллĕ Джон Дирпа тухăçлă ĕçлеме пĕлекене опытлă, аслă пĕлÿллĕ специалистсемпех танлаштарăттăм. Ăста механизаторсăр хăватлă трактора вырăнтан та хускатаймастăн. Тупăшлă хуçалăхсен ертÿçисем вĕсене кашни уйăхра 25-30-шар пин тенкĕ тÿлеççĕ.
- Чылай çĕрте çынсене ĕçпе тивĕçтерме пĕр ЯХПК е фермер çук. Ял-йыша производствăна ытларах явăçтарассишĕн мĕн тумалла?
- Паян хирте е витере совет тапхăрĕнчи пек харăсах 10-15 çын кĕшĕлтетни рынок саккунĕпе килĕшсе тăмасть. Пысăк коллективлă хуçалăх тăкакне саплаштарма, тĕп хăвачĕсене модернизацилеме кĕске хушăра питĕ йывăр. Халĕ кашни предприятин тупăш илмелле, тăкаклă ĕçлеме юрамасть. Çавăнпа пĕрин 10 çыншăн вăй хумалла. Çитĕнÿ тăвакан мĕнпур йышши хуçалăхсенче выльăх, кайăк-кĕшĕк йышлă ĕрчетсе шалу аван илекенсенчен вĕренер. Кашни ял тăрăхĕнче ЯХПК, колхоз, ООО е АО темиçе те ĕçлесен аван пулмалла.
- Республикăра туса илекен сĕтĕн çуррине тулаша ăсатаççĕ, вăл вырăнти тирпейлекен предприятисене юр-вар ытларах хатĕрлеме çитмест. Пирĕн ĕнесем сĕт начар антараççĕ-и е сăлтавне урăх вырăнта шырамалла?
- Пĕр пайне тулаша янăшăн ĕнесем айăплă мар. Продуктивлăха ÿстерес тесен лайăхрах пăхмалла. Эпĕ зоотехникра ĕçленĕ хуçалăхри 4 фермăран 2-шĕнче кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 5 пин литр сĕт сунă, вĕсене 3-3,5-шер килограмм çеç хутăш апат /комбикорм/ çитернĕ. Патшалăха тырă нумай сутнă пирки хуçалăхсенче ăна фураж валли те çителĕклĕ хăварайман. Выльăх йышлăччĕ, апат сахалччĕ. Ăна ытларах хатĕрлессишĕн, тырпул нумайрах туса илессишĕн çырма хĕррине çитичченех сухаласа акнă, трактор кĕреймен çĕрти мĕнпур курăка çултарса типĕтнĕ е чĕрĕллех авăртнă. Çулталăкра кашни ĕнерен 7 пин литр сĕт сăвас /талăксерен 19-20 килограмм/ тесен куллен 6-8 килограмран кая мар хутăш апат /кун каçиччен 5 хутчен, икĕ-виçĕ сехетрен/ çитермелле. Витере типĕ те уçă сывлăш пултăр. Пĕрремĕш вырăнта - хутăш апат.
- Хăш-пĕр ĕне умĕнче валашка тулли çăнăх тăрсан та сĕтне антармасть...
- Ун пекки чирлĕ, ăрачĕ начар е ватăлнă. Иртнĕ 20 çулта нумай кĕтĕве продуктивлă ăратпа çĕнетмерĕç. Хуçалăхсенче вăкăр вăрлăхĕпе тивĕçтерекен предприяти ăçта вырнаçнине лайăх пĕлеççĕ, анчах чылайăшĕ унтан туянмасть, çав-çавах вăкăрпа чуптарса ĕнесене чирлеттерет. Раççейри чи продуктивлă выльăх вăрлăхĕпе 100 проценчĕпех пĕтĕлентерсен çеç ăратлăха лайăхлатăпăр, чирпе ăнăçлăрах кĕрешĕпĕр, сĕт ытларах сăвăпăр. Ку ĕçе наука ыйтнă пек йĕркелесе яма ăратлă выльăх çитĕнтерекен хуçалăхсен пĕрлĕхне йĕркелесен лайăхчĕ. Çавнашкал пĕрлешÿсене ытти отрасльте те тумалла. Аграрисем çапла чăмăртансан çеç экономикăри интересĕсене хÿтĕлейĕç. Хуçалăхсене вăрлăх туянма субсиди ытларах уйăрасчĕ.
- Федерацин республикăри лавккисенче пирĕн патра хатĕрленĕ апат-çимĕçĕн 40 процентне яхăн çеç сутаççĕ. Ыйтса пĕлнĕ çынсен 80 проценчĕ вырăнта туса илнĕ продукцие кăмăлланине йышăннă. Кун пирки мĕн калатăр?
- Тарăхтарать... Урăх мĕн калас? Вĕсенче хамăр апат-çимĕçе ытларах сутассишĕн ЧР Пуçлăхĕ тавра Патшалăх Канашĕн, муниципалитетсен чăмăртанмалла. Супермаркетсенче сутмалли вăхăчĕ тухнă аш, тĕрĕслев витĕр тухман пахча çимĕç ярăнтараççĕ. Анчах Роспотребнадзорпа Россельхознадзор управленийĕсем шарламаççĕ.
- "Ял хуçалăхĕн пуласлăхне ÿлĕм уйрăм çын аллинчи предприятисем татса парĕç", - текенсем пур. Килĕшетĕр-и?
- Çук. Чăвашсем ĕлĕк-авалтан ушкăнпа тырпул туса илнĕ, выльăх ĕрчетнĕ, çурт-йĕр çавăрнă. Çĕршывра харпăрлăх туйăмĕ вăй илет пулин те ниме иксĕлмест-ха. Çакна ЯХПКсемпе колхозсен аван кăтартăвĕ çирĕплетет. Самана улшăннăçемĕн уйрăм çынсемпе ушкăнсен харпăрлăхĕнчи килти хуçалăхсем, ОООсемпе АОсем, фермер хуçалăхĕсем аталанĕç. Ял çыннине ĕç укçи вăхăтра тата лайăх тÿлесен - пурте кирлĕ. Пĕрне те хурлас килмест. Йывăр чухне пĕр-пĕрне пулăшма ан манччăр çеç.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă