Комментировать

27 Ноя, 2014

САХĂР ДИАБЕЧĔПЕ ЧИРЛЕКЕН ЧЫЛАЙ

Раççейре юлашки вунă çулта сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсен йышĕ икĕ хут ÿснĕ. Ытларах пайĕ 2 тип диабетпа аптрать. Вăхăтра палăртман тата сиплемен чир вара юн тымарĕсем хăвăрт тата йывăр сиенленес хăрушлăха ÿстерет.

Тĕслĕхрен, куçри юн тымарĕсем патракланаççĕ, диабет ретинопатийĕ аталанать, çавна пула çын суккăрланма та пултарать. Урасем, пÿресем, чĕрепе пуç миминчи юн тымарĕсем япăхаççĕ, инфаркт, инсульт аптратса ÿкерме пултараççĕ.

«Сахăр диабечĕ» терминпа юнри сахăр /глюкоза/ шайĕ ÿснипе пулакан темиçе чире палăртаççĕ. Çав шутра - 1 тата 2 тип диабетсем, хĕрарăм ача кĕтнĕ тапхăрта аталанакан гестационлă диабет, ыттисем.

Ачалăхра тата çамрăклăхра /ытларах чухне 30 çула çитиччен/, тĕпрен илсен, 1 тип диабет аталанать. Унăн паллисем: час-часах ĕçес килет, шăк тăтăш тата нумай /çĕрле те/ тухать, хăвăрт ывăнтарать, кĕлетке виçи чакать, ÿтпе лăймака сийсем кĕçĕтеççĕ. Сывласа кăларнă чухне ацетон шăрши кĕрет. Тухтăр патне тăхтамасăр кайса инсулинпа сипленме тытăнмалла.

40-50 çулсенчен аслăрах çынсем ытларах 2 тип сахăр диабечĕпе аптраççĕ. Чылай чухне çăвар та типмест, шăк та тăтăш тухса аптратмасть. Уйрăмлăхĕсем - вăй-хал пĕтĕмĕшле чакни, ас туса юласси япăхни, пуç çаврăнни, юн пусăмĕ ÿсни. Час-часах юнри глюкоза шайĕ ÿснине пациент тухтăр патне профилактика тĕрĕслевне е куç çивĕчлĕхĕ чакнипе, урасем ыратнипе, чара тĕлĕнче кĕçĕтнипе, сурана япăх ÿт илнипе, кăмпа чирĕ е пÿрлĕ шатра тертлентернипе пырсан ăнсăртран палăртаççĕ.

2 тип сахăр диабечĕ анлă сарăлнине кура профилактика ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çак тĕллевпе хăрушлăх ушкăнĕсене палăртаççĕ. 2 тип диабет аталанас хăрушлăх ушкăнĕсене çаксем кĕреççĕ: çывăх тăванĕсем хушшинче диабетпа чирлĕ çынсем пуррисем, 45 çултан иртнисем, 4 килограмран йывăртарах ача çуратнă хĕрарăмсем, кĕлетке виçи ытлашши, сахал хускалакан, юн пусăмĕ ртуть юпин 140/90 миллиметрĕнчен ытларах ÿсекен, инфаркт, инсульт чăтса ирттернĕ çынсем. Этем, паллах, çулĕсен ÿсĕмне чарса лартаймасть, сахăр диабетне пур йăх туртăмне те витĕм кÿреймест. Анчах пурнăç йĕркине улăштарма, сиенлĕ йăларан сивĕнме, çапла майпа чир аталанас хăрушлăха чакарма пултарать. Хăрушлăх ушкăнне кĕрекен çынсен кашни çул юнри сахăр шайне тĕрĕслеттерме анализ памалла. Профилактикăра тĕрĕс апатланни пысăк вырăн йышăнать. Сывлăха упрама вăй-хал ĕçĕ пулăшĕ. Мышцăсем час-часах хутланса тăсăлнă чухне энергие сахăртан /глюкозăран/ илеççĕ. Хускану хăнăхтарăвĕсем клеткăсем инсулина туяссине лайăхлатаççĕ, ку вара юнри сахăр шайне чакарать. Çак лару-тăрура организма глюкозăна юнран клеткăсене куçарма инсулин сахалрах кирлĕ. Физкультура занятийĕсене эрнере темиçе кун сахалран та 30-шар минут ирттермелле. Кĕлетке виçине чакарма тата виçере тытса тăма кашни кун 2-3 çухрăм çуран утмалла.

Аса илтерер-ха: Сывлăх центрĕсенче кашниех тÿлевсĕр юн анализĕ пама, япаласен ылмашăнăвĕн кăтартăвĕсем, çав шутра юнри холестеринпа глюкоза шайĕ, мĕнле пулнине, сахăр диабечĕпе ытти эндокрин чирĕсен хăрушлăхĕ пуррипе çуккине пĕлме пултарать. Çак тĕллевпе участок е пĕтĕмĕшле практика врачĕсем патне кайма та пулать. Чире мĕн чухлĕ иртерех палăртнипе тата сипленме пуçланипе пурнăç пахалăхĕ мĕнле пуласси тачă çыхăннă.

Хăвăртан нумай килет. Сахăр диабечĕ диагноз лартнă çынсене чирĕ çинчен ытларах пĕлме тата унпа ăнăçлă кĕрешме вĕрентекен Сывлăх шкулĕн е Сахăр дибетне харпăр хăй контроллемелли шкул занятийĕсене çÿреме сĕнетпĕр.

Лариса КАРУЛИНА,

республикăн эндокринологи диспансерĕн тĕп врачĕн заместителĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.