Комментировать

16 Янв, 2014

«Тантăш» - Етĕрне районĕнче

Писателе халалласа...

Иртнĕ çул вĕçĕнче Палтай шкулĕнче СССР писателĕсен Союзĕн членĕ, прозаик, çыравçă-фронтовик Алексей Фомич Медведев 100 çул тултарнă ятпа уяв иртнĕ. "Аса илÿсемпе пуян пулчĕ çак мероприяти", - пĕлтерет чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Валериановна Серебрякова.

Чăнах та, çыравçăпа унăн пултарулăхне кăмăллакансем йышлăн пухăннă çак кун. Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши, В. В. Муравьев писатель, тавра пĕлÿçĕ, журналист, И. М. Кучерук вырăс çыравçи тата ытти сумлă хăнасем ачасене А. Ф. Медведев «чăваш халăх юрăçи» çинчен каласа кăтартнă. Писательпе çыхăннă аса илÿсемпе те паллаштарнă.

Етĕрнери библиотека ĕçченĕсем И. В. Ожигинăпа Е. И. Павлова Алексей Медведевăн кĕнекисен куравне те йĕркеленĕ. Писателĕн ентешĕсемпе тăванĕсем, çывăх çыннисем выставкăра çыравçă пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашма пултарнă. Хăй пурăннă чухне хăш-пĕр произведение пичетлесе ĕлкĕреймен вăл. Халĕ вĕсене В. В. Муравьев тавра пĕлÿçĕ йĕркене кĕртсе кун çути парасшăн.

"Пирĕн асăма Алексей Медведев сăнарĕ ăслă шухăшлавçă пек кĕрсе юлнă. Çирĕп пусса утатчĕ вăл тăван çĕрĕ тăрăх. Ăна илем кÿрессишĕн сахал мар вăй хурса ĕçленĕ, тăрмашнă. Çак çĕр çинче пурăнакан çынсен чунĕсем те илемлĕ пулччăр тесе тăрăшнă - мăшăрне ятлаçтара-ятлаçтара, унран вăхăт вăрласа илемлĕ литература произведенийĕсем шăрçаланă - «ахах пĕрчисемпе ювелир пек ĕçленĕ». Ювелирсен ĕçĕ вара питĕ кăткăс..." - çапла аса илет "чăваш Шолоховне" Валерий Муравьев поэт.

Сцена çине Алексей Фомичăн хĕрĕ - Акулина Алексеевна та тухса калаçнă, ашшĕ-не ăшă сăмахпа аса илнĕ. Шкул ачисем сăвăсем вуланă, презентаци те хатĕрленĕ. "Шанчăк" фольклор ушкăн ?ертÿçи Н. В. Серебрякова% хăнасене чăваш юррисемпе тыткăнланă.

Çак мероприяти вĕренекенсемшĕн те, педагогсемшĕн те яланлăхах асра юлĕ.

 

Çак тĕл пулăва нумайранпа кĕтнĕ

Шкулта тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм - вĕренекенсем нумайранпа кĕтекен тĕл пулу иртнĕ. Вун-вун кĕнеке авторне, Юхма Мишшине, тахçанах курас ĕмĕтлĕ пулнă вĕсем. Çыравçă ачасене хăйĕн биографийĕпе паллаштарнă, пĕр-пĕр хайлав мĕнле çуралнине каласа кăтартнă. Пĕрремĕш произведение епле çырни çинчен те каласа панă. Хăй шашка вăййине кăмăлланăран вĕренекенсене те унпа туслашма сĕннĕ.

Ачасем те парăмра юлман - çыравçă калавĕсемпе сăввисене тухса вуланă. Интереслĕ презентаци те ирттернĕ.

Мероприяти вĕçĕнче «Урхамахсем тăраç тапăртатса» юрра ушкăнпа юрланă, писатель шкула та ачасене те асăнмалăх кĕнекесем парнеленĕ.

 

Артистка та, спортсменка та

Тăрăшуллă ача пур çĕрте те пултарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрет. Çавăн пеккисенчен пĕри - Палтай вăтам шкулĕнче вун пĕрмĕш класра вĕренекен Аня Анисимова.

Хăюллă та хастар хĕр упраç мĕн пĕчĕкренех физкультурăна юратать. Арçын ачасемпе футбол уйĕнче мечĕк тапасси уншăн савăнăç. Баскетбол вăййи те кăмăлне кайнине хаваспах пĕлтерет.

Спортпа туслă пулнипе кăна лăпланмасть вăл. Вĕренÿ-ре те аван ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ предметпа олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Пĕлтĕр те çамрăк историксен ăмăртăвĕн- че виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ вăл.

Кунсăр пуçне районта çуллен иртекен ăслăлăхпа практика конференцийĕсене тăтăшах хутшăнать. Çакă çеç-и? Тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕн-че те шкул чысне чылай хÿтĕленĕ çирĕп кăмăллă хĕр упраç. 2011 çулта республика шайĕнче иртнĕ «Туслăх хĕлхемĕ» тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче «Юхма Мишши - ача - пăча çыравçи» ĕçĕпе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак çĕнтерÿшĕн ăна Хура тинĕс хĕрринчи «Орленок» сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча центрне кайма путевка панă.

- Тепĕр пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿ маншăн - «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» пултарулăх конкурсĕнче «Асатте уйĕ» очеркпа диплома тивĕçни, - пĕлтерчĕ пике. Аньăн очеркĕ «Тантăшра» та пичетленсе тухнине палăртса хăвармалла. Нумай пулмасть çамрăксемпе студентсен хушшинчи регионсен фестивалĕнче «А. Медведев прозинчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем» докладпа малти вырăнсенчен пĕрне çĕнсе илнĕ.

Пур çĕре те ĕлкĕрме ăнтăлакан хĕр упраç Н. В. Серебрякова ертсе пыракан шкулти «Шанчăк» фольклор ушкăнне те çÿрет. Ăна илемлĕ чăваш кĕпи-тухйипе сцена çине тухса юрлама килĕшет. Унта Аня хăйне шыври пулă пекех туять.

Пĕррехинче шкулта Етĕрнене чăваш юррисене шăрантаракан Ян Шредер нимĕç килнине пĕлтернĕ. «Шанчăк» ушкăн сумлă хăнана çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Çак тĕл пулăва нихăçан та манмĕ Аня.

Халĕ вун пĕрмĕшсемшĕн хĕрÿ тапхăр, вĕсем çанă тавăрсах патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне хатĕрленеççĕ. Мĕнле професси алла илесси пирки, ăçта вĕренме каясси çинчен шухăшлаççĕ. Аня та экзаменсене аван тытса аслă шкула вĕренме кĕресшĕн. Ăна, паллах, малашлăхра ăнăçу сунатпăр.

 

Чечексем – чун киленĕçĕ

Лаура Васильева шкула Кăкшăм ялĕнчен çÿрет. Тăххăрмĕш класра вĕренет вăл. Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнăран хальлĕхе пулас професси пирки те шухăшлама ĕлкĕ-реймен-ха. Паян вара вăл шкул, район тата республика конкурс-ăмăртăвĕсене хутшăнма яланах хавас. Чылай предметпа олимпиадăсене кайса кашнинчех 1 тата 2-мĕш вырăнсене çеç çĕнсе илет. Иртнĕ çул Раççей шайĕнчи «Пĕлÿлĕх-пе пултарулăх» ятпа иртнĕ вырăс чĕлхи олимпиадинче пĕрремĕш вырăна тухса диплома тивĕçнĕ.

Пĕлĕвне ÿстерсе пыракан хĕр ача спорт ăмăр- тăвĕсене хутшăнмасăр нихăçан та юлмасть. Уйрăмах йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» спорт уявĕнче те хастар пулнă вăл.

Спорт секцийĕсемсĕр пуçне шкулти ытти кружока та çÿрет Лаура. «Шанчăк» фольклор ушкăна, «Юникс» тавра пĕлÿ, «Телемикс» телевидени кружокĕсене... Çапла, çапла. Кунта тĕлĕнме кирлĕ мар. Вĕсен шкулĕнче телевидени кружокĕ те пур-çке! Питĕ интереслĕ «Телемиксра». Пике унта тĕрлĕ передачасем ертсе пырать, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене шкул хыпарĕсемпе паллаштарать.

Сăпайлă та ăслăскер кĕнеке-журнал вулама юратать. Ытларах чечексем пирки çырнă статьясемпе кăсăкланать, мĕншĕн тесен çеçке лартса çитĕнтересси унăн киленĕçĕ.

- Çу кунĕсенче пушă вăхăт тупăнсанах пахчана чечексемпе аппаланма тухатăп,- тет тăххăрмĕш класс хĕрĕ.

 

Воспитатель профессийĕ килĕшет

Тăваттăмĕш класра вĕренекен Ирина Курская кĕнеке, журнал вулама юратнине тÿрех пĕлтерчĕ. Уйрăмах «Тетте» журнала килĕштерет. Ăна мăнукне асламăшĕ çырăнса парать иккен.

Ирина спортпа физкультурăпа та туслă. Чупма, йĕлтĕр-пе ярăнма, футбол, волейбол тата баскетбол вăййисене юратать. Тĕрлĕ ăмăртăва çитмесĕр вара пĕрре те юлмасть. Акă нумаях пулмасть йĕлтĕрпе чупса та мала тухнă.

Вĕренÿре те хастар. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа иртекен конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Вăл чăваш чĕлхи кружокне те хаваспах çÿрет. Унта вĕсем чăваш юррисене юрлаççĕ, сценкăсем лартма хатĕрленеççĕ. Халĕ «Симĕс çутă - малалла» сценкăна калăплаççĕ. Иринăна кружока çÿреме питĕ килĕшет.

Пушă вăхăтра хĕр ача Интернетри уроксемпе усă курса хĕресле тĕрлеме вĕренет, Дима тата Андрей шăллĕсемпе вылять, пĕрремĕш класра вĕренекен Димăна уроксене хатĕрлеме, амăшне вара апат-çимĕç пĕçерме, кил-çурта тирпейлеме пулăшать. Шăллĕсемпе вăхăт ирттерме юратнăранах пуль çитĕнсен воспитатель пулас ĕмĕтлĕ Ирина.

 

 

Нина ЦАРЫГИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.