Комментировать

25 Ноя, 2014

Садиксем, шалу, хаксем...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах вăл çĕнĕ ача сачĕсен строительствипе кăсăкланнă, ку енĕпе Раççей Президенчĕн указĕсене пурнăçламаллине аса илтернĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - планланă 15 садикрен паянхи кун тĕлне 3-шне хута янă, ыттисенче ĕçсем пыраççĕ. Хăш-пĕр объектра çивĕчлĕх пур, çапах çулталăк вĕçлениччен ача сачĕсем пурте хута кайĕç.

Педагогика ĕçченĕсен шалăвĕн ыйтăвне çĕкленĕ. Владимир Иванов министр 2012 çултанпа вĕрентекенсен шалăвне ерипен пысăклатса пынине палăртнă. 2013 çулхи 4-мĕш кварталта воспитательсен тата учительсен ĕç укçи 20306 тата 23483 тенкĕ таран ÿснĕ. Кăçалхи 1-мĕш квартал планне çулталăк пуçламăшĕнче педагогсен шалăвне тăруках чакарма юраманнине, çавăн пекех республикăри вăтам ĕç укçин прогноз шайне /çулталăк пуçламăшĕнче вăл 22177 тенкĕ пулнă/ кура палăртнă. Çапла вара 1-мĕш кварталта ача сачĕсен педагогĕсен вăтам шалăвĕ 19660 тенкĕпе танлашнă, шкулсен педагогĕсен - 21445 тенкĕпе. Кайран ĕç укçин шайне республикăри вăтам шалăвăн прогноз шайне /октябрьтен тытăнса ăна 21250 тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ/ кура тÿрлетÿсем кĕртсе палăртнă.

Михаил Игнатьев çынсемпе ăнлантару ĕçне ирттермеллине, 2011 çулта педагогсен ĕç укçи экономикăри вăтам шайран мĕнлерех юлса пынине кăтартмаллине палăртнă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова эмел препарачĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кăçал хаксем нумай ÿсмен. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин апат-çимĕç рынокĕн мониторингĕ çинчен каласа панă. Чăвашстат пĕтĕмлетнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи декабрьтипе танлаштарсан кăçалхи октябрьте инфляци 6,6% танлашнă. Ку Раççейри, Атăлçи округĕнчи кăтартусенчен кăшт пĕчĕкрех. Чăх какайĕ, тăварланă пулă, çăмарта, панулми хакланнă. Хуратул кĕрпин хакĕ 1,8 хут ÿснĕ. Çакна сутуçăсем Алтай крайĕнче хуратул тухăçĕ япăх пулнипе сăлтавлаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ çак информацие хирĕçленĕ, хуратул кĕрпи хакланни сăлтавсăр пулнине палăртнă. «Эпĕ хам тин çеç Алтай крайĕнчен таврăнтăм. Регион ертÿçисем каланă тăрăх - хуратул тухăçĕ 2013 çулхинчен кая мар. Хаксене ÿстерме сăлтав çук, спекулянтсем кĕрпене хаклатса укçа тăваççĕ. Çĕршывра хуратул çителĕклĕ», - тенĕ вăл.

Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков Улатăрти лару-тăрупа паллаштарнă. Унта ноябрĕн 20-мĕшĕнче Пенза шыв управĕнчен кăларса яракан шыв калăпăшĕ пĕчĕкленнĕ май Сăр шайĕ тăруках чакнине пула хулана шывпа тивĕçтерес енĕпе чăрмавсем тухса тăнă. Çавна май шыв çулне анлăлатма тата тарăнлатма тивнĕ, Улатăра шывпа туллин тивĕçтереççĕ.

 

Д.ВОЛКОВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.