Комментировать

25 Ноя, 2014

Раççей Президенчĕн указĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ

Инвалидсем обществăра тивĕçлĕ вырăн тупаççĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен" 597-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли тата вĕсене обществăна интеграцилемелли мерăсен комплексне туса хатĕрленĕ.

Ку енĕпе палăртнă тĕп çул-йĕртен пĕри - Чăваш Республикин 2013 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен" 68-мĕш саккунĕ. Унпа килĕшÿллĕн 100 çынран иртекен коллектива ĕçпе тивĕçтерекенсем валли сусăрсене йышăнмашкăн списокри вăтам йышăн - 2, 35-100 çынлисем валли 1,5 проценчĕпе танлашакан квота çирĕплетнĕ.

Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне квотăна пĕрремĕш ушкăнрисем тĕлĕшпе - 89,7, иккĕмĕшрисем енĕпе 69,7 процент пурнăçланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи февраль уйăхĕн 26-мĕшĕнчи "2014 çулта инвалидсене ĕçе вырнаçтармашкăн çирĕплетнĕ квота тăрăх ятарлă вырăнсен чи пĕчĕк виçине палăртасси çинчен" 52-мĕш йышăнăвĕпе республикăри 287 организацире 331 ятарлă вырăн йĕркелеме палăртнă. Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 326 вырăн туса хунă е йышăнупа палăртнине 98,4 процент пурнăçланă.

Инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли мерăсен комплексне вĕсене квота шучĕпе йышăнни те, ĕçсĕр сусăрсене ятарласа майлаштарнă вырăнсем туса парасси те кĕрет.

Кăçал Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли палăртнă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене 109 инвалида е Чăваш Енри ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри сусăрсен 0,6 процентне илнĕ.

Январь-октябрь уйăхĕсенче çÿлерех асăннă программăпа килĕшÿллĕн 3-мĕш ушкăнри - 78, 2-мĕш ушкăнри - 23, 1-мĕш ушкăнри 4 инвалида ятарласа майлаштарнă вырăн тупса панă. Ĕç паракансем инвалидсем валли вырăн йĕркеленĕ чухне оборудовани, техника хатĕрĕ, сĕтел-пукан туянса, монтажласа, вырнаçтарса, хăтлă условисем туса тăкакланнине саплаштарма çулталăк пуçланнăранпа 8 млн ытла тенкĕ пĕтернĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2013 çулхи декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнчи хушăвĕпе ĕç паракансем инвалидсем, çав шутра кÿмепе çÿрекенсем валли ятарлă вырăнсем йĕркелесе, вĕсене ĕç вырăнне пыма юрăхлă инфратытăм хатĕрлесе тăкакланнине саплаштарма федераци бюджечĕ Чăваш Республикин бюджетне 3157,6 пин тенкĕлĕх хушма субсиди уйăрнă.

Хушма мероприятисене тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçпе тивĕçтерекенсем инвалидсене йышăнмашкăн вырăн хатĕрлесе тата унта чăрмавсăр пымашкăн тивĕçлĕ инфратытăм майлаштарса тăкакланнăшăн саплаштармалли правилăсене çирĕплетнĕ. Кăçал 3-мĕш ушкăн инваличĕ валли пĕр вырăн йĕркеленĕшĕн - 69,5 пин, 1 тата 2-мĕш ушкăнрисемшĕн - 100,0-шер пин, кресло-кÿмепе çÿрекен сусăршăн 1000,0 пин тенкĕрен ытла мар уйăрма палăртнă.

Хальхи вăхăтра республикăра кресло-кÿмеллĕ сусăрсене ятарласа хатĕрленĕ çĕре йышăнас тата вĕсене меллĕ условисемпе тивĕçтермешкĕн инфратытăм йĕркелес енĕпе пуçаруллă ĕçлеççĕ. Сăмахран, кăçалхи сентябрь уйăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тата "Шупашкарти "Энергия" УПП" ООО /Шупашкар хули/, "Мунчапа кĕпе çăвакан комплекс" МУП /Вăрнар районĕ/, Т.Иванова уйрăм предприниматель /Вăрмар районĕ/ кресло-кÿмепе çÿрекен 3 инвалида йышăнмашкăн килĕшÿ çирĕплетнĕ.

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарнин эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе вакансисен ятарлă банкне туса хунă, унăн кăтартăвĕсене Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин тата ĕçлев службин центрĕсен сайчĕсене кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсенче инвалидсене юрăхлă 400 ытла ваканси пур.

Интернетпа усă курма пултарайман граждансен вакансисен базипе республикăри ĕçлев центрĕсенче тата халăх йышлă çÿрекен çĕрте лартнă информаци терминалĕсем урлă паллашма май килет. Унсăр пуçне, республикăн тĕп хулинче пурăнакансем 2013 çултанпа Раççей Перекет банкĕн банкомачĕсенче лартнă вакансисен бази пулăшнипе ĕç шырама пултараççĕ.

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприятисене ăнăçлă пурнăçлама халăх хушшинче ăнлантару ĕçне тивĕçлĕ йĕркелени пулăшать. Ку енĕпе информаци материалĕсене федераци тата республика кăларăмĕсенче, муниципалитет шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсенче тата Интернетра тупса вулама май килет. Çулталăк пуçланнăранпа куравăн 14 сюжечĕ, 50 ытла радиокăларăм тухнă, 80 ытла статья пичетленĕ.

Çакна ĕç шыракан çынсем тивĕçлипе хаклаççĕ. Сăмахран, "Акконд" АУОра вырăн тупнă Елена НИКИТИНА çирĕплетнĕ тăрăх - вĕсене ĕçлев центрĕ пулăшнă: сусăрсене йышăнма пултаракан организаци представителĕсене чĕнсе ĕçсĕрсемпе тĕлпултарнă. Вĕсен йышĕнче "Акконд" АУО та пулнă, ятарлă вырăн хатĕрлесе Елена Никитинăна хăй хÿттине илнĕ. Халĕ вăл ĕçĕпе кăмăллă.

Ачапа ларакан амăшĕсем ăсталăха ÿстереççĕ

Кăçал Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнчи демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен" 606-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн хĕрарăмсем ачисене 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпуск вăхăтĕнче пепкисене воспитани панипе пĕрлех професси пĕлĕвĕ е ку енĕпе хушма вĕренÿ илме май туса парас тĕллевпе Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене нумай ача тата сусăр ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕсенчен 50-шне вырнаçтармалла. Çавăн пекех тĕпренчĕкне воспитани панипе пĕр вăхăтрах ĕçлес тĕллевлĕ 400 хĕрарăма /çав шутра - ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри - 100, ĕç хутшăнăвĕсенче тăман тата тĕпренчĕкĕ 3 çула çитмен 300 амăшне/ професси вĕренĕвне ямалла.

Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче республикăри центрсем ĕçпе тивĕçтерекенсемпе çирĕплетнĕ 46 килĕшÿ тăрăх 45 хĕрарăма /нумай ачаллисем -41, сусăр ачаллисем - 4/ ĕç тупса панă. 2014 çулхи вунă уйăхра 3 çула çитмен ачаллă 418 хĕрарăма /çулталăкра палăртнин 104,5 проценчĕ/ профессие вĕренме янă: ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускрисем - 99-ăн, 3 çула çитмен ача çитĕнтерекенсем - ĕç хутшăнăвĕнче тăманнисем - 319.

Вĕсем пĕлÿ паракан 11 организаципе çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх ĕç рынокĕ ыйтакан профессисен ăсталăхне алла илеççĕ: бухгалтера, водителе, дизайнера, маникюршăна, котельнăй, заправка станцийĕсен операторĕсене, парикмахера, сутуçă-кассира, повара, кадр пайĕн инспекторне тата ыттине вĕренеççĕ.

Кăçалхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 347-шĕ вĕренĕве вĕçленĕ, пурте вырăнлă. Пĕлÿ илсе ĕç тупичченхи тапхăр вăтамран 1,5 уйăха тăсăлнă.

Çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе мероприятисем ирттерсе Чăваш Республикин бюджетĕнчен 5740,8 пин /инвалид ачаллă, йышлă ашшĕ-амăшне вырнаçтарма - 1230,0 пин, 3 çула çитичченхи ачасемпе отпускра ларакан амăшĕсене вĕрентме - 1381,4 пин, ĕç хутшăнăвĕсенче тăмасăр 3 çула çитмен ачине пăхакансене професси пама - 3129,4 пин/ тăкакланă.

Паллах, патшалăх пулăшăвĕпе 3 çула çитмен ача çитĕнтерекен амăшĕсем те кăмăллă. Акă, мĕн пĕлтерет кун пирки Канаш хулинче пурăнакан С.НИКОЛАЕВА:

- Ĕç вырăнĕнчен шăнкăравларĕç те ачапа ларнă вăхăтра ăсталăха ÿстерме сĕнчĕç. Килĕшрĕм, вĕренни чăрмантармасть вĕт. Хулари ĕçлев центрĕ янипе "Аспект" вĕренÿпе методика центрĕнчи "Оператор АСБУ "1С: Предприяти 8,0" программăпа квалификацие ÿстермелли курса çÿрерĕм. Кунта çĕннине самаях пĕлтĕмĕр. Отпуск хыççăн çакă мана кирлĕ пуласса шанса тăратăп. Центр специалисчĕсене ырă сĕнÿ-канашпа пулăшнăшăн, ачапа ларакан çамрăк хĕрарăмсене хăйсен профессийĕпе малашне те ĕçлеме пултармашкăн май туса панăшăн чĕререн тав тăватăп".

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.