Комментировать

16 Янв, 2014

«Тантăш» - Канаш районĕнче

Хастарлăхпа, ăсталăхпа палăраççĕ!

Вырăскас Пикшиксем ăш пиллĕ, тараватлă пулнине унти шкула кĕрсенех ăнланса илтĕм. Палламан çынна курсан та сывлăх сунаççĕ. Ун пек чухне сăн-пит йăл кулăпа çуталать, чĕре савăнăçпа тулать çав. Лайăх паллăсемпе çеç вĕренме тăрăшаççĕ çак шкул ачисем, унсăр пуçне, районпа республикăра иртекен мероприятие хастар хутшăнма тăрăшаççĕ. Уйрăмах тĕрлĕ предмет олимпиадинче палăрнисем нумай кунта. Кашни çулах Раççей шайĕнче иртекен чылай конкурс-викторинăра çĕнтернисем те пĕрре çеç мар.

"Чим, эсир урока хатĕр-и."

Акă тăваттăмĕш класах илер. Кунта 15 ача ăс пухать. Ăмăртмалла «5», «4» паллăсемпе вĕренеççĕ вĕсем. Кашни йывăрлăха, савăнăçа пĕрле пайлаççĕ Галина Николаевна Ефимова учительницăн «пепкисем». Вĕренÿре çеç мар, спортра та çитĕнÿсем тума тăрăшаççĕ. Пушă вăхăта усăсăр ирттермеççĕ: килти ĕçе хатĕрлеççĕ, хаçат-журнал, кĕнеке вулаççĕ. Ташă кружокне çул такăрлатакансем те пур иккен ку класра. Сăмахăм, Миша Васильев пирки. Асхвара пурăнаканскер кашни кунах Вырăскас Пикшик шкулне васкать. Пушă вăхăт тупăнсанах Канашри ачасен пултарулăх çуртĕнчи кружокане çÿрет, унта ташлас ăсталăха туптать. Çĕнĕ çул уявĕнче Миша кĕçĕн класра вĕренекен мĕн пур ачана та, учительсене те тĕлĕнтернĕ иккен. Вăл ташăри хăйĕн мăшăрĕ-пе Ксюша Сироткинăпа (хĕр ача ятарласа Канашран килнĕ) праçникре çаврăм хыççăн çаврăм туса ташланă. Унсăр пуçне Миша вак- тĕвекрен илемлĕ япаласем ăсталама юратать. Галина Николаевна район шайĕнче кун йышши «илемлĕхе» хатĕрлессипе конкурс пулассине пĕлтерсен арçын ача унта хутшăнассине те систернĕ. Миша пушă пластмасса савăтран мулкач çемйине ăсталанă. Ку ĕçре ăна ашшĕпе амăшĕ те пулăшнă. «Тăрăшнине кура - хисепĕ», - тенĕ ĕлĕкех. Тăваттăмĕш класра вĕренекен Миша Васильев вак-тĕвекрен япаласем ăсталаса районта иртнĕ «Эко-дизайн» конкурсра лауреат пулса тăнă.

Галина Николаевна класри тепĕр маттур çинчен те каламасăр чăтаймарĕ. Анлă тавра курăмлă та пултаруллă Владислав Иванов - вĕренÿ отличникĕ. 10 çулхи арçын ача кашни предмета тĕплĕн хатĕрленет иккен, вăл урок туса килменни пĕрре те пулман. Пĕр класра вĕренекен ачасем задача шутласа пама ыйтсан та хирĕç мар Владик. Пĕлтĕр вăл класс «президенчĕ» пулнă, халĕ - ачасем урока еплерех тунине тĕрĕслекен. Пушă вăхăтра вара арçын ача кĕнеке вулама тата пуçа шухăшлаттаракан ребус, сăмах каçмăш "шĕкĕлчеме" кăмăллать, кукамăшĕпе кукашшĕне выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшать. Хĕллехи вăхăтра Владик кашни кунах амăшĕпе пĕрле йĕлтĕр çине тăрать, çулла вара - колхоз сачĕн йывăçĕсене пăхать: улмуççисене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран сиплет. Çут çанталăка юратакан арçын ача ялти çăл куçа та сăнасах тăрать, ăна тасатать, ытти ачасем те, аслисем те унта çÿп-çап, кĕленче ванчăкĕсем пăрахса ан хăварччăр тесе тимлет.

 

Биатлон та, йĕлтĕр те...

Сăвă вулама маçтăррисем те пур тăваттăмĕшĕнче. Нумай пулмасть районта «Созвучие слов живых» конкурс иртнĕ. Кунта ытларах тĕнпе, тĕрлĕ турă праçникĕпе çыхăннă сăвăсем янăранă. Çак конкурса Анна Илларионовăпа Стас Гаврилов хутшăнма хапăл тунă. Вĕсем пĕрле сăвă вуланă, Хисеп хутне çĕнсе илме пултарнă. Унсăр пуçне Анна чăваш ачисем хушшинче ирттерекен «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра та палăрнă, шкулта пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Спортсменсенчен те пуян Галина Николаевна класĕ. Унăн ачисем шкулта, районта иртекен мĕн пур ăмăртăва хутшăнма тăрăшаççĕ-çке. Кĕçĕн классем хушшинче пулнă кĕркуннехи чупура вĕсем финиша пĕрремĕш çитнĕ. Спортăн чи çывăх тусне те палăртас килет. Кирилл Нестеров, акă ачасемпе çамрăксен Г.Н. Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕн кĕрешÿ секцине çÿрет. Вăл районти ăмăртура малти вырăна тухса сехет çĕнсе илме пултарнă. Тепĕр маттур - Аня Кудряшова - çуллахи биатлонпа кăсăкланать. Вăл та çак спорт шкулне пĕрремĕш класранпах çул хывнă ĕнтĕ. Хĕр пĕрчи йĕлтĕр роллерсемпе ярăнса, тĕл перес тĕлĕшпе çитĕнÿ тума ĕлкĕрнĕ: районта иртнĕ ăмăртура вăл финиша иккĕмĕш çитнĕ.

- Эпĕ çуллахи ăмăртусене çеç хутшăнатăп, - тет Аня. - Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнăтăп-ха, анчах та ăмăртмастăп. Телевизорпа биатлон курма манмастăп, ăста спортсменсем еплерех чупнине сăнама питĕ интереслĕ-çке.

Çакăн пек маттур та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ тăваттăмĕш класра. Вĕсем çавнашкал пулни, паллах, класс ертÿçинчен Галина Николаевна Ефимовăран килет. Ăста педагог çинчен ырă сăмах çеç илтрĕм ку шкулта. 4-мĕш-сем те «иккĕмĕш амăшне» чун-чĕререн юратаççĕ, унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

 

Сырăшсем кайăксене кĕтеççĕ?!

Иккĕмĕш класра Светлана Владимировна Трофимова çут çанталăк урокĕ ирттеретчĕ. «Ачасем тавралăха сăнама юратаççĕ-и?» - кăсăклантăм Светлана Владимировнăран.

- Паллах. Ачасемпе кашнинчех тĕрлĕ презентаци хатĕрлетпĕр. Сăмахран, «Пирĕн тăрăхри чĕр чунсем». Пĕчĕкскерсемпе пĕрле сырăшсем туса шкул умĕнчи йывăçсем çине çакрăмăр. Халĕ вĕсем юр айне пулма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тасатса каллех апат хурăпăр, - йăл кулать вăл. - Килĕ-сенче те сырăшсем ăсталанă.

Кайăксемпе чĕр чунсемшĕн тăрăшакан иккĕмĕшсем тĕрлĕ кружоксене те çÿреççĕ. Уйрăмах Наталья Серафимовна Иванова ертсе пыракан ташă ансамбльне. Пĕчĕкскерсем «Чун ташши» конкурс валли испан ташши хатĕрленĕ, унта 2-мĕш вырăн йышăннă. Юрлама-ташлама çеç мар, сăвă вулама та, ÿкерме те хастар ачасем. Районта çамрăк сăвăçсен «Созвучие слов живых» конкурса хутшăнса Катя Андреевăпа Аня Иванова малти вырăнсене тухнă. Катя поэзие кăмăлланине пĕлтерчĕ. Унăн чи юратнă сăвăç - Александр Сергеевич Пушкин. Вăл çырнисене каçăхса кайса тенĕ пек вулать. Аня Иванова вара ÿкерме те кăмăллать.

- Ытларах çут çанталăка, улма-çырлана сăнлатăп. Эпĕ ÿнер шкулĕнче ăсталăха туптама ĕмĕтленетĕп. Ара, пушă минут тупăнсанах пĕрмай ÿкеретĕп-çке.

Аня республикăри çамрăк ÿнерçĕсен конкурсне те хутшăннă. Унăн «Дядя Степа» ÿкерчĕкĕ виççĕмĕш вырăна тухнă. Хĕр пĕрчи пекех тепĕр пултаруллă арçын ача пур иккĕмĕшĕнче. Вăл та сăрă ăсти. Максим Михайловăн чун киленĕçĕ питĕ анлă темелле: арçын ача мĕн пур япалана сăнлама кăмăллать. Вăл хăйĕн ÿкерчĕкне районти "Мир с мечтой" конкурса тăратнă. "Манăн çемье: атте, анне, аппа тата эпĕ - тинĕс хĕрринче" ÿкерчĕкĕпе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Юлашки парта хушшинче йăл-йал çиçсе ларакан Егор Тимофеевпа та калаçрăм. Арçын ача пĕрремĕш класранпах кĕрешÿ секцине çÿ- ренине пĕлтерчĕ.

- Унта мана анне çырăнтарчĕ. Çак спорт тĕсĕ мана питĕ килĕшет. Ирхине тĕрлĕ хускану туса шăм-шака çемçететĕп, физкультурăна юрататăп. Малалла та спортпа туслă пуласшăн эпĕ, - савăнса каларĕ арçын ача.

Çитĕнÿсем тумашкăн сăлтавĕ те пур: Егор Çĕнĕ çул уявĕн чи хаклă хăнин - Хĕл Мучин - парнине çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртура 2-мĕш вырăна тухса пĕрремĕш медаль çĕнсе илнĕ.

 

«Хам тĕллĕн вĕренме тăрăшатăп»

Хальхи вăхăтра хĕр ачасем ытларах вĕтĕ шăрçаран (бисертан) илемлĕ япаласем ăсталама, çекĕлпе çыхма кăмăллани палăрать. Бисер ăстисем алка, мăй çакки, чĕр чун кĕлеткисене е урăх мĕн те пулин хатĕрлес ĕçе вĕренмешкĕн ятарлă кĕнекем туянаççĕ.

Саккăрмĕш класра ăс пухакан Люда Филиппова вара мăй, хăлха çаккисем валли эрешне хăех шухăшласа кăларать. Малтанах ятарлă кĕнекесем пăхса ларнине те пытармарĕ-ха вăл, хăш чухне Интернетра шыракалани те пулкаланă.

- Пирĕн шкулта ятарлă кружок ĕçлет, анчах манăн килте хам тĕллĕн вĕренес килет, - шухăшне пĕлтерчĕ хĕр ача. - Ытларах алă çине, мăя çакмалли капăрлăха ăсталама кăмăллатăп.

Люда çекĕлпе мунчала çыхма та маçтăр.

- Пушă вăхăтра яланах çыхатăп, вĕтĕ шăрçаран япаласем ăсталатăп. Çак ĕçре чăтăмлăх кирлех çав. Чылай тăрăшсан та пурте пултараймаççĕ ăна.

 

Вуннăмĕшсен маттур пикисем

Вырăскас Пикшик шкулĕнче вуннăмĕш класра вĕренекенсем чи пултаруллисем тесен те йăнăш пулмĕ. Вĕсене кашни учитель мухтать. Класра тăхăр ача çеç пулин те, пурте пĕр çемьери пек кунта, начар вĕренекенсем пачах çук. Ачасем халех патшалăх экзаменĕсене хатĕрленеççĕ, тĕрлĕ факультатив занятийĕсене çÿреççĕ. Маттурисенчен маттурисемпе паллашма та питĕ кăмăллă.

Тухтăр профессийĕ ĕлĕкренпех чи чыслисенчен пĕри шутланса тăнă. Ара, вĕсем çын сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн яваплă-çке! Хальхи вăхăтра та тухтăр пулма тĕв тунисен шучĕ ÿссе те ÿссе пырать. Кристина Ильина та малашнехи пурнăçне тухтăр профессийĕпе çыхăнтарасшăн. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл биологи, хими предмечĕсене тарăнрах вĕренме тăрăшать: ятарлă литература шĕкĕлчет, унсăр пуçне патшалăх экзаменĕсене хатĕрленмешкĕн факультатив занятийĕсене пĕрре те сиктермест.

Кристина "5" тата "4" паллăсемпе çеç вĕренет, тĕрлĕ мероприятие активлă хутшăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕç пулнă. Хĕр ачапа калаçнă май вăл пушă вăхăта медицина справочникĕсем хушшинче çеç ирттерменнине пĕлтĕм. Пике илемлĕ литература кĕнекисене те вулать, ытларах чухне акăлчан чĕлхипе çырнисене. Кун йышшисене вăл яланах хăйĕн сумкинче илсе çÿрет. Кристина ют чĕлхесене кăмăллать, вăл районта акăлчан чĕлхипе иртнĕ предмет олимпиадине хутшăнса 1-мĕш вырăна тухма пултарнă. Халĕ вара биологи тата право предмечĕсемпе олимпиадăна каймашкăн хатĕрленет.

Кристина тепĕр чун киленĕçĕ пулнине те пытармарĕ: вăл музыка инструменчĕпе выляма кăмăллать. Виççĕмĕш-тăваттăмĕш классенче вĕреннĕ чухне хĕр ача юрă-кĕвĕ тĕнчине юратнăран музыка шкулне çул тытнă. Халĕ вăл çăмăллăнах фортепианопа вылять.

Пур çыннăн хăйĕн чун киленĕçĕ пур: пĕри юрлама, ташлама кăмăллать пулсан, тепри тĕрлĕ япаласен коллекцине пухас ĕçре тăрăшать. Пурнăç улшăннă май çак кăсăклану кашнийĕн урăхла çав. Çитĕнекен ăру вăхăта час-часах Интернетăн тĕрлĕ социаллă сайтĕн-че ирттерет. Çамрăксем хаçат-журнал, кĕнеке мĕнне те мана пуçларĕç. Пăшăрхануллă тĕслĕх. Анчах ырă тĕслĕх-ши ку?

Çапах та илемлĕ литература вулакансен йышĕ чакать тесе калас килмест. "Алла кĕнеке тытсан вĕçне çити вуласа пĕтермесĕр май çук" , - тет Марина Кириллова. Пике вĕренÿре те малта, тĕрлĕ предмет олимпиадине хутшăнса яланах малти вырăнсене йышăнать. Вăл районта физика, экономика предмечĕсемпе çĕнтернĕ. Шкулта уроксем пĕтсен пике киле васкать: учительсем парса янă ĕçсене пурнăçлать, унтан алла илемлĕ литература, ăслăлăх кĕнекисене тытать. Уйрăмах вăл историпе çыхăннисене килĕштерет.

Марина 10 çулта чухне Канашри ÿнер шкулне çÿреме пуçланă. Педагогсем каланă кашни сăмаха ăса хывса ăсталăха ÿстерме тăрăшнă, çак ĕçре чылай çитĕнÿ тунă вăл. Пике аса илнĕ тăрăх, вĕсем чылай чухне натюрморт ÿкернĕ. Халĕ те пушă вăхăт тупăнсанах Марина алла кăранташ тытать: çынсене, çут çанталăка сăнлать.

- Çемьере ÿкерекенсем çук. Виççĕмĕш сыпăкри аппа çак ÿнер шкулне пĕтерсен манăн та унта вĕренес шухăш çуралчĕ. Тăватă çул çÿрерĕм, - тет хĕр ача.

"Пултаруллă çын пур çĕрте те маттур", - тесе ахальтен каламан çав. Марина Кириллова вăхăта пустуй ирттерме юратакансенчен мар. Унăн пултарулăхĕ анлă, дневникра та лайăх паллăсем çеç.

 

Тепĕр илĕртÿллĕ те хÿхĕм пике - Наташа Иванова. Вăл - класс «президенчĕ». Пултаруллă пулнăшăн, вĕренÿре тăрăшса вĕреннĕшĕн Наташа пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ. Вăл уйрăмах вĕренÿре çитĕнÿсем тăвать. Ара, кашни предмет олимпиадине хутшăнать тейĕн! Экологи, технологи, астрономи... Яланах малти вырăнсене тухма пултарнă. Шкул чысне республикăра та пĕрре мар хÿтĕ-ленĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ наука конференцийĕ-сене хутшăнса чылай Хисеп хутне тивĕçнĕ вăл. Наташа Хусанта иртнĕ конференцире лауреат пулса тăнă.

Общество пурнăçне те хастар хутшăнать Наташа Иванова. Пултарулăх çуртĕнчи "Тантăшсем" кружока çÿрет.

- Эпир агитбригадăпа ăçта кăна çитместпĕр. Тĕрлĕ юрă, сăвă пирĕн репертуарта. Тĕслĕх-рен пушартан сыхланассипе çыхăннисем пысăк вырăн йышăнаççĕ, - пĕлтерет вуннăмĕш класс «президенчĕ».

Унсăр пуçне Наташа - волонтер. Унăн çакна ĕнентерекен хут та пур. Наташа каланă тăрăх, вĕсем мĕн пур ватăна пулăшма тăрăшаççĕ: вутă çураççĕ, юр хырса тăкаççĕ... Ыттисене те çак ĕçе явăçтарма тăрăшать волонтер, ватăсене йывăрлăхра пулăшмаллине тăтăшах аса илтерет.

Ирина КОШКИНА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.