Комментировать

22 Ноя, 2014

Тĕнче курма юратакансем

Етĕрне районĕнчи Пĕрçырланти "Сăр ен" ансамбль кăçал кăна 30 ытла концерт кăтартнă. Пĕлтĕр 39 çĕре çитнĕ вырăнти артистсем. Тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем те килте ларасшăн мар. Çула тухмашкăн Юлия Еремкина ертÿçĕ хăй укçа хатĕрлет. Çĕрме пуянах мар пуль-ха ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Анчах ăшă кăмăлĕпе, ĕçлес туртăмĕпе ăна çитекенни сахал. Çукран пур тума пĕлет вăл.

"Шупашкарти халăх пултарулăх çуртĕнче 1 уйăх вĕрентĕм. Кашни кун киле çÿреттĕм. Ирхине, вĕренме кайиччен, пасара кĕрсе 2 карçинкка кăмпа сутса хăвараттăм. Çав укçа хулана темиçе хут кайса килмелĕх те, кучченеç туянмалăх та çитетчĕ", - аса илет Юлия Тихоновна. Ун чухне кăкăр ачине те выçă лартман. "Сăр ен" ансамбль йĕркеленнĕренпе кĕçех 30 çул çитет. Çак вăхăтра 50 пултарулăх çынни шăпах çак йышра хăйĕн мăшăрне тупнă.

Пĕр тăрăхран теприне выртать вĕсен çулĕ. Сцена ăстисем хамăр патри ялсемпе хуласенче кăна мар, Тутарстанра, Мари Республикинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Пысăк сцена çине ĕлĕкхи çи-пуçпа, çăпата-тăлапа тухнă хĕрарăмсем тата илĕртÿллĕрех. "Мускав çулĕ те Етĕрнене çитнĕ пекех пирĕншĕн", - теççĕ репетицие пуçтарăннисем. Чăнах, шÿтлесен, юрласан, пĕр вĕçĕм калаçсан çул темиçе хут кĕскелет.

2 çул каялла "Сăр ен" ансамбль юрăçисене Мускава чĕнсе илнĕ.

"Чăвашла ăнланман студентсем те куç илми сăнарĕç пире. Концерт хыççăн çепĕç сăмахсемпе чуна ăшăтрĕç", - калаçăва хутшăнаççĕ Раиса Рыбакова, Нина Абакумова тата Юлия Ефимова. Тăван халăхăн йăли-йĕркине упракансене яланхи пекех лайăх пăхса янă.

Вырăнти артистсем çыхма та, тĕрлеме те ăста. Çав вăхăтрах сăра вĕретме те, шăрттан пĕçерме те ÿркенмеççĕ çаврăнăçуллă кил хуçи арăмĕсем.

"Хисеплесе чĕнмен пулсан

Ман çакăнта ма килес?.." - "Сăр ен" ансамблĕн хĕрарăмĕсем ман ятран юрланăнах туйăнчĕ. Ырă сунса кĕтсе илекенсем патне, чăн та, чун туртать.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.