Парăмпа вăхăтра татăлмалла
Ĕнер Правительство çуртĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков ертсе пынипе ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР Правительство членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула-район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен тивĕçне пурнăçлакансем хутшăнчĕç.
Кун йĕркинче - муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе коммуналлă комплекс предприятийĕсем çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн парăмпа татăлас ыйту. Ку енĕпе йывăрланнă лару-тăрупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков паллаштарчĕ.
- 2014 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, ăшăпа тивĕçтерекен организацисен парăмĕ çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн 461 млн тенке çитнĕ, - пĕлтерчĕ вăл. - Куславккапа Вăрнар районĕсен - чи пысăкки: 17,8 тата 13,9 млн тенкĕ. Хуласенчен Шупашкарпа Çĕмĕрлене çитекен çук - 170 млн тата 108,9 млн тенкĕ.
«Шупашкар регионсен хушшинчи Газпром» ООО тÿлев самаях пухăннисем валли парăмпа татăлмалли график çирĕплетнĕ: тĕп хуламăр - «Коммуналлă технологисем» ОООпа, Çĕмĕрле - «Теплоэнерго» предприятипе.
Элĕк, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсем, Улатăр хули октябрь уйăхĕнче парăма пĕтермелли тĕллеве пурнăçланă. Çав вăхăтрах Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле тата Етĕрне тăрăхĕсем графике пăхăнман.
Çĕмĕрлери «Теплоэнерго» МУП лару-тăрăва çивĕчлетнĕ. Парăма епле тÿлĕç? Хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Туличева котельнăйсем кивелсе çитнине, пăрăхсене ăшă тытакан материалпа чĕркеменнине пĕлтернисĕр пуçне ыррине уçăмлăн нимех те каламарĕ.
«Шупашкар регионсен хушшинчи Газпром» ООО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов каланă тăрăх - муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе коммуналлă комплекс предприятийĕсен пĕлтĕр хутса ăшăтмалли сезон пуçламăшĕ тĕлне газ парăмĕ 238,6 млн тенкĕпе танлашнă, кăçал 350,3 млн тенке çитнĕ, вăл 46,8% пысăкланнă. Октябрь уйăхĕнче тата 187,1 млн тенкĕ хушăннă, 58,7 млн тенкине çеç тÿленĕ. Çапла вара ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 478,8 млн тенкĕ пухăннă /пĕлтĕр - 390,1 млн/. Пĕлтĕрхи май уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи октябрьччен вырăна 118 график çитернĕ, анчах пĕри те пурнăçланман.
- Паянхи куна Патăрьел, Тăвай, Комсомольски, Муркаш, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне тата Елчĕк районĕсен çеç ыйту татăлнă, - терĕ Кияметдин Садыртдинович.
Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе Канаш хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Валентин Колумб, Владимир Григорьев тата Людмила Иванова хăйсен лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕç, парăмсемпе пĕчĕккĕн те пулин татăлассине пĕлтерчĕç.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Юрий Васильев, темиçе çул каялла Тăвай район администрацине ертсе пынăскер, паха опытпа паллаштарчĕ. Кашни çуртра газпа хутса ăшăтма тытăннине, котельнăйсене çĕнетнине аса илчĕ. Çавна пула газ тÿлевĕпе унччен парăмран тухайман район кĕçех тупăшлисен йышне кĕнĕ. Юрий Егорович хула-район администрацийĕсен представителĕсене Тăвайсен опычĕпе усă курма сĕнчĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ