«Паян - ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлесчĕ»
Шăпах çак чĕнĕве тĕпе хурса пурăнать Елчĕк районĕнчи "Рассвет" ЯХПК председателĕ Юрий Мясников. Çавăн пекех вăл райадминистраци пуçлăхĕн Николай Миллинăн сĕнĕвне те - производствăна кашни уйăхра темиçе процент та пулин ÿстерсе пымалла - асра тытса ĕçлет. Çакă кăтартусене лайăхлатма май парать те.
Акă "Рассвет" ЯХПК кăçал вырмара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илес енĕпе районта пĕрремĕш вырăна тухнă, ăна Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче куçса çÿрекен ялав тата Диплом парса чысланă. 1 гектартан 32,1 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Сăмах май, предприяти пĕлтĕр те çак ăмăртура çĕнтерсе ялава тивĕçнĕ. Унсăр пуçне тăрăшса ĕçленĕшĕн професси уявĕнче Нина Иванова дояркăна, Феодосия Красильникова свинаркăна, ĕне фермин заведующине Анатолий Григорьева ЧР Ял хуçалăх министерствин, райадминистрацин Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Хуçалăх ĕçченĕсем ытти енĕпе те маттур. Кăçалхи Акатуйра вĕсем çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн кубока тивĕçнĕ.
Юрий Мясников пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 570 га çинче туса илнине пĕлтерчĕ. Кăçал кĕрхи ырашпа тулла 220 га çинче акса хăварнă. Пĕтĕмпе 1500 га çĕрпе усă кураççĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи пушă выртакан 250 га çĕре 3 çул каялла çаврăнăша кĕртнĕ. Пĕтĕм лаптăкра кĕрхи çĕртме туса хăварнă, çĕре плугпа сухаланă. Кашни ĕçе вăхăтра тума тăрăшаççĕ "Рассветра" вăй хуракансем, пурнăç таппипе тан пыма ăнтăлаççĕ.
Кăçал тырă тасатмалли-типĕтмелли комплекса çĕнетнĕ, ВЦС-1 хатĕр вырнаçтарнă. Проект хакĕ - 2 млн ытла тенкĕ. "Çĕнĕ комплекспа вырма вăхăтĕнче усă куртăмăр. Вăл тырра лайăх тасатать, алă вăйĕпе пурнăçламалли ĕçе пăрахăçлать. Ытти çулсенче йĕтемре 10-15 çын вăй хуратчĕ, кăçал 5-ĕнех ĕлкĕрсе пычĕç, 1 машинист, тепĕр 4-шĕ - ăна пулăшакансем", - каласа кăтартрĕ Юрий Вячеславович. Кăçалах пăру витине тĕпрен юсаса çĕнетме пуçланă. Шалти ĕçсене вĕçленĕ ĕнтĕ, тислĕк кăларакан транспортера, ĕçтеркĕчсене улăштарнă, пÿлмексене юсанă, апат памалли вырăн тунă... Тепĕр çул тăррине çĕнетесшĕн, "световой конек” тăвасшăн.
Хальхи вăхăтра ЯХПКра 500 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 170 сăвăнакан ĕне. 800-е яхăн сысна усраççĕ. "Выльăх шутне чакарасшăн мар, майĕпен ÿстерсе пырасшăн”, - терĕ председатель. Выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ, тĕш тырă та, утă-улăм та, сенаж та... Силос тумашкăн кашни çулах 60 га куккурус çитĕнтереççĕ. Техника паркне те çĕнетсех пыраççĕ.
"Рассветра" паянхи кун 55 çын ĕçлет. Çамрăксем те пур. 30 çула çитменнисем механизаторта вăй хураççĕ. Шалу вăхăтра тÿлеççĕ. Вăтам ĕç укçи - 12 пин тенкĕ. Ĕçченсене утă-улăмпа, тырăпа кашни çулах тивĕçтереççĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ирттерекен пухура чи хастаррисене хаклă парнесем парса хавхалантараççĕ. Çанталăк условийĕсем ура хунине, продукци хакĕ чакса кайнине тата ытти чăрмава пăхмасăр хăйсен тивĕçĕсене таса чунран пурнăçлакансем чăнласах та мухтава тивĕçлĕ! "Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма килте йăлтах лайăх та йĕркеллĕ пулни тата ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшса ĕçлекен çынсем пурри пулăшать", - вăрттăнлăха уçрĕ Юрий Мясников. Н.Енедеров тĕп инженера, ĕне тата сысна фермисен заведующийĕсене А.Григорьевпа Е.Сергеевăна, В.Цыганов агронома, ертÿçĕ заместительне Н.Тимофеева, М.Сергеевăпа Н.Иванова дояркăсене, О.Григорьева пăру пăхакана, И.Аввакумова осеменатора, М.Петровпа В.Сергеев тракторист-комбайнерсене, С.Баймушкин, М.Александров, С.Кириллов, В.Иванов, Г.Алексеев трактористсене, С.Афанасьев, А.Чернов, В.Мясников водительсене, В.Егоров слесаре, Н.Лаптев скотник-кĕтÿçе, В.Егоров скотнике лайăх енчен çеç палăртрĕ вăл.
Юрий Вячеславович "Рассветра" 30 çула яхăн ĕçлет, председатель должноçĕнче - 10 çул. 10 класс пĕтерсенех вырнаçнă вăл кунта, бригадиртан пуçласа ертÿçе çитнĕ. Агроном специальноçне алла илнĕскерĕн ашшĕпе амăшĕ те ял хуçалăхĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Юрий Мясниковăн ывăлĕ Вячеслав Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агроинженера вĕренсе тухнă хыççăн тăван хуçалăхрах водительте, трактористра ĕçлет. Тепĕр ывăлĕ те хальхи вăхăтра çав аслă шкултах пĕлĕвне тарăнлатать. Вăл та ĕç династине малалла тăсасса шанас килет. Мясниковсем ял хуçалăхне, тăван çĕре чăнласах та юратаççĕ, çак отрасль аталансах, производство ÿссех пытăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. "Эпир ĕçлеме яланах хатĕр”, - терĕ йăл кулса Ю.Мясников. Çакнашкал ĕç династийĕсен шучĕ малашне те ÿссех пытăрччĕ, ун пек чухне ял хуçалăхĕн малашлăхĕ чăнласах та çутă пулĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ