Комментировать

22 Ноя, 2014

Апат пĕçерекен пăсĕпех тăранать...

Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче кăна мар, маларах та, ун хыççăн та «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕн столовăйĕнчен çын татăлма пĕлмест. Хаçатçăсемпе пичет ăстисемсĕр пуçне апатланмашкăн çывăхра вырнаçнă предприяти-организацире ĕçлекенсем, вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан çамрăксем çÿреççĕ. Ку тăрăхра апатлану çурчĕ çукран мар паллах.

Столовăй ĕçченĕсем ырă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕ, кашниех пултаруллă та хастар. Вĕсенчен пĕринпе, Ольга Васильевнăпа, хамăр вулакансене паллаштарасшăн.

Столовăй ертÿçи Нина Иванова палăртнă тăрăх - Ольга Васильевна пĕрремĕш блюдăсене те, иккĕмĕшĕсене те тутлă та тутлăхлă, клиентсен кăмăлне каймалла майлаштарма пултарать. Апатлану çуртĕнче корпоративăн тĕрлĕ уявĕ тăтăшах иртнĕ май смена хыççăн та пухăннă хăнасен кăмăлне çавăрас тесе тăрăшать. Чĕлхи-çăварĕ çыпăçуллă, калаçма ÿркенмест вăл. Сасси те уçă - юрлама ăста.

Ольга Игнатьеван Вăрнар районĕнчи Шĕнер шкулĕнче вĕреннĕ чухнех повар пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Паллах, сăлтавсăр мар. Амăшне кура хĕрĕ те пĕчĕклех вучах умне тăрса юрла-юрла апат пĕçернĕ.

«Повара вĕренмелле санăн», - ăс панă ашшĕ. Ара, тăвансен хушшинче апат янтăлама ăста çынсем пулман мар вĕт. Сăмахран, иккĕмĕш сыпăкри икĕ аппăшĕ, амăшĕн йăмăкĕ тĕрлĕ çулта Шупашкарти столовăйсене ертсе пынă, хула халăхне тутлă апат çитерсе савăнтарнă.

Çапла вара алла аттестат илнĕ хыççăн кулинари училищинче икĕ çул ăс пухнă, 4 разрядлă специалист пулса тăнă. Пурнăç çулне тĕп хулари 30-мĕш шкул столовăйĕнчен пуçланă. Çемье çавăрсан Сосновкăри садикре пĕчĕккисене апатлантарнă. Вунă çул каялла хваттер условийĕсене лайăхлатнă май пурăнмалли вырăна улăштарма тивнĕ. Унтанпа «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕн столовăйĕ уншăн - иккĕмĕш кил.

«Мана кунта питĕ килĕшет. Производство предприятийĕн апатлану çуртне ача-пăча учрежденийĕннипе танлаштараймăн. Çитĕннисем валли урăхларах хатĕрлемелле, меню та расна - çавăнпа малтанхи вăхăтра çăмăлах пулмарĕ. Заведующи, ĕçтешсем пулăшса пынипе кунта та кĕске вăхăтрах хăнăхса çитрĕм», - тет Ольга Васильевна. Ăсталăха 5 разряда çити ÿстернĕ вăл.

Килен-каян столовăй апатне килĕштерет терĕмĕр. «Поварсем вара хăйсем янтăланине çиеççĕ-и.» - кăсăклантăм сăмах май.

«Епле-ха унсăрăн. Хамăр пĕçернĕ апат чи пахи шутланать. Анчах рехетленсе çисе лармашкăн вăхăт çук - вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле. Ерçÿллĕ самант тупăнсан пĕр-икĕ кашăк хыпса пăхнипех тăранатпăр. Смена вĕçленнĕ тĕле кăна хырăм хыр тăррине кайнине туйса илетпĕр. Апат пĕçерекен пăсĕпех тăранать тесе ахальтен каламан», - пытармасть апат-çимĕç ăсти.

Çак кунсенче Ольга Васильевна çуралнă кунне уявлать. Пирĕн валли куллен тутлă апат янтăланăшăн ăна чĕререн тав туса менелник ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, иксĕлми телей, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Валентина СМИРНОВА

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.