Комментировать

22 Ноя, 2014

Старостăсен ĕçне хаклама вăхăт

- Малтанхи вăхăтра иккĕленнĕччĕ, халĕ шанчăклăнах çапла калама пулать: пирĕн тăрăхра пурăнакансем старостăсен пĕлтерĕшĕ мĕнлерех вырăн йышăннине тĕрĕс ăнланса илчĕç, - тет Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров. - Савкка ялĕнче çак тивĕçе пурнăçлакан Сергей Наумов мана кулленхи ĕçре пулăшать. 20 киллĕ ялти пĕр мероприяти те Сергей Петрович хутшăнмасăр иртмест. Унăн опытне ыттисем патне çитерес тĕллевпе нумай пулмасть кăна-ха вырăнти администраци Савккара старостăсен канашлăвне ирттерчĕ, çавăн чухне вăл тăватă ялти ĕçтешĕсене хăйĕн ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Тĕп ялтан тăватă çухрăмра вырнаçнă Савккана тахçан «малашлăхсăррисен» шутне кĕртнĕччĕ. Халĕ урăхла сăн кунта. Яла темиçе çул каяллах асфальт çулпа çыхăнтарнă. Пур кил-хуçалăхра та «сенкер çулăм» çунать. Сергей Петрович ентешĕсене лăпкăн пурăнма парасшăн мар. Çуркунне-кĕркунне ял халăхĕ тавралăха тирпей-илем кÿме кар тухать. Акă кăçалхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче кăна Савккапа Çĕнĕ Кĕлĕмкасси çыннисем 1000 ытла хыр-чăрăш хунавĕ лартнă. Наумов староста халĕ тăван ялне этноял туса хурас тĕлĕшпе тимлет, ку ĕçре ăна хăйĕн кĕрÿшĕ, Йĕпреçри этнографи музейĕн директорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă тавра пĕлÿçĕ Александр Майоров витĕмлĕ пулăшу парать...

Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕшĕн шанчăклă та тĕп вăй пулса тăнă старостăсене хăйсен чун-чĕри хушнипе пурнăçлакан ĕçшĕн хавхалантарасси паяна çитсе те хисепре пулманнипе кăмăлсăррине пытармарĕ. «Йăлтах укçасăр-мĕнсĕр тăваççĕ. Тепĕр чухне вĕсене халăха явăçтарса пурнăçламалли ĕçе сĕнме те именекен пултăм, - пĕлтерет Николай Георгиевич. - Вырăнти бюджетра çавна валли нухрат уйăрса хăварман. Çулталăк вĕçĕнче те старостăсене пархатарлă ĕçшĕн чыслама укçа тупайманшăн кама айăпламалла? Хăй пирки тăтăшах аса илтерсе тăракан федерацин 131-мĕш саккунĕнче те кун пирки пĕр йĕркере те асăнни çук. Эпир вара хамăр тĕллĕн пĕр утăм та тăваймастпăр çав...»

Тĕрлĕ çĕре тухса çÿреме тивнĕ май эпĕ ял старостисене хавхалантарассипе çыхăннă ыйтăва ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен умĕнче те пĕрре кăна мар çĕкленĕ, анчах татăклă та уçăмлă хурав кĕтсе илеймен. Тепĕр тесен, тулли хурав пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен çак тивĕçе пурнăçа кĕртме шаннă çынсене пурлăхпа хавхалантарассине хальлĕхе Раççей Федерацийĕн шайĕнче татса парайман-ха.

Анчах ку ыйту çывăх вăхăтрах сăмахран ĕçе куçас шанăç пур. Çĕршывăн уйрăм регионĕсенче «лав» тапраннă та ĕнтĕ. Авă, пирĕнпе кÿршĕллĕ Чĕмпĕр облаçĕнче Раççейре чи малтан «Ял старостисен саккунне» туса хатĕрленĕ тата çирĕплетнĕ. Кун пирки хăй вăхăтĕнче «Вырăнти хăй тытăмлăх» кăларăм çырнăччĕ. Çав документпа килĕшÿллĕн, асăннă облаç кĕпĕрнаттăрĕ уйрăмах хастар старостăсене хавхалантарма мерăсем палăртнă. Кăçалтан пуçласа вĕсем Ульяновск облаçĕн правительствин йышăнăвĕпе социаллă пулăшу çăмăллăхĕсене илсе тăма тытăннă иккен. Тĕслĕхрен, старостăсене çурт-йĕрте пурăннăшăн, çутăшăн, хутса ăшăтнăшăн тухакан тăкаксене саплаштарса параççĕ, вĕсене ял халăхĕн ыйтăвĕсене пурнăçланă чухне пассажирсем илсе çÿрекен автотранспортпа усă курма кашни уйăхрах хушма 220 тенкĕпе тивĕçтереççĕ. Паллах, нумай тееймĕн, анчах чи пĕлтерĕшли кунта - ял старостисен ĕçне тĕрĕс те вăхăтлă хаклама май тупăнни.

Çак йĕркесен авторне нумай пулмасть Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Çĕнĕ Спасск районĕнчи Троицкий Сунгур салинчен Йĕпреç поселокне хăнана килнĕ Александр Авдеевпа курса калаçма тÿр килчĕ. Вăл ял старостин тивĕçне виççĕмĕш çул пурнăçлать-мĕн. «Хамăра çÿлти пуçлăхсем асăрханăшăн савăнтăмăр, - терĕ вăл социаллă пулăшу мерисемпе кăмăллă пулнине палăртса. - Çакăн хыççăн ТОС ĕçĕ те çĕнĕ хăватпа вăй илчĕ, территорири общество хăй тытăмлăхĕ халĕ салари пур çынна та пĕрлештерсе тăрать. Пĕрлешÿллĕ йышпа палăрăмлă чылай ĕç тума ĕлкĕретпĕр».

Сăмах та çук, ял старостисем вырăнта калама çук пысăк та кирлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне кăтартуллă та пуçаруллă йĕркелес енĕпе уйрăм регионсем старостăсем пирки йышăнакан саккунсен пуххи пурăна-киле çак тивĕçе пурнăçлама шаннă çынсене патшалăх пулăшăвĕн çирĕп тытăмне туса хатĕрлеме май паракан тĕп саккуна çаврăнасса кĕтсе илетпĕрех пулĕ-ха. Пирĕн шухăшпа, ял старостин малашлăхĕ пулмаллах!

Историрен

Ун чухне çапла пулнă

Ял старости - Раççей империйĕн ялти влаçĕн «иерархийĕнче» чи аялти пусми. Халăх суйласа лартнă çак çыннăн прависемпе тивĕçĕсене 1861 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче крепостла пăхăнулăхран тухнă хресченсен пĕтĕмĕшле йĕрки çинчен кăларнă документра çирĕплетсе хăварнă.

Старостăна ял пухăвĕсенче виçĕ çуллăха суйланă, вăл çав пухусене пухма, салатса яма, вĕсен кун йĕркисене туса хатĕрлеме, тивĕçлĕ йышăнусем кăларма, вĕсем мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăма пултарнă. Право йĕркипе общество тăнăçлăхне сыхлас тĕлĕшпе мерăсем йышăнассине те, документсăр çынсене тытса чарассине те ăнах шанса панă. Староста вут-кăварпа, шыв-шурпа, чир-чĕрпе кĕрешессине те йĕркелесе пынă. Хырçă-марçă тÿлессине мĕнлерех туса пынишĕн те вăлах яваплă пулнă. Хăйне шанса панă тăрăхра пурăнакан пур çын та старостăна пăхăнса тăнă.

Старостăна çавăн пекех йĕркене пăснă пули-пулми тĕслĕхшĕнех айăплă çынна икĕ кунлăха хупса лартма, 1 тенкĕлĕх штраф хума е икĕ кун таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме ирĕк панă...

Геннадий КУЗНЕЦОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.