Ырă ĕç тăвасси - малти вырăнта
Киев Руçĕнчи Игорь кнеçпе унăн арăмĕ Ольга çинчен пĕлетĕр вĕт-ха? Вырăс литературине лайăх вĕренекенсем вуланă. Ывăлĕн ятне ас тăватăр-и-ха? Тĕрĕсех, Святослав.
Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ шкулĕнчи Святослав Сергеевпа паллашсан вуннăмĕш ĕмĕрти Киев Руçне лекмерĕм-ши тесе шухăшларăм. Ара, çак арçын ачан ашшĕпе амăшĕ те Игорьпе Ольга-çке. Ав епле интереслĕ пулса тухать! Историпе кăсăкланакан арçын ача çак ятсем çинчен ытларах та пĕлме тăрăшать.
- Ят пирки ăнлантарса çырнине вуласан, паллах, лайăххине çеç ĕненес килет, - тет вăл.
Святослав - питĕ хастар та пултаруллă ача. Шкулти пĕр ăмăртуран та, уявран та юлмасть. «Зарницăпа» «Орленок» вăййисене кашнинчех хутшăнать. Тавçăрулăхĕ пысăк. Темĕн те пĕр шухăшласа кăларма ăста.
Ăслăлăхпа интересленекенскере çĕнĕлĕхсем яланах илĕртеççĕ. Опыт туса ирттерме те кăмăллать вăл.
Ырă ĕç тăвасси - малти вырăнта
Святослав яланах ĕçре, пĕрре те ахаль лармасть. Выльăх-чĕрлĕх пăхма юратать. Техникăпа та туслă, унăн «кăмăлне» аван туять.
- Ĕненетĕр-и, техника та «кутăнланма» юратать. Хăш чухне хурçă ута хуть те мĕн ту - тапранмасть. Лайăх калаçнине вара вăл та ăнланать, - тет арçын ача.
Хăш чухне сăвă çырма кăмăллать вăл. Юлташĕсене сăнаса ларнă май пуçне рифмăллă йĕркесем килме тытăнаççĕ те вĕсене хут çине çырса хурать. Тусĕ-сенчен пĕри Игорь Егоров та çакнашкал ĕçпе аппаланать. Çавăнпа арçын ачасем час-часах иккĕшĕ пĕрле сăвă çыраççĕ: пĕри пуçлать, тепри вĕçлет.
Тахçан Святослав аслă тусĕнчен Саша Владимировран купăс калама вĕреннĕ. Халĕ класри тантăшĕсем те унран çак ăсталăх вăрттăнлăхне алла илме тăрăшаççĕ. Çамрăк купăсçă чăвашсен ĕлĕкхи юррисене ытларах кăмăллать. Çав вăхăтри композиторсем пурнăçа лайăхрах пĕлнĕ пек туйăнать ăна, кĕвĕре мĕн тери тарăн шухăш палăртма пултарни тĕлĕнтерет.
Ырă ĕç уншăн яланах малти вырăнта. Çывăх çыннисене кĕтмен парнепе савăнтарма кăмăллать вăл. Пилĕк çулта чухнех асламăшне тĕлĕнтерме тĕв тунă. Ĕни уйран таврăнсан никам куриччен витре илнĕ те витене тухнă.
- Мумук лайăхскер пулчĕ çав, мана ăнланчĕ тейĕн, - витрене ăшă сĕтпе тултарса кĕнине аса илет арçын ача.
Сăвăра чуна уçма аван
Настя Васильева нумай пĕлме ăнтăлнипе пушă вăхăтне тăтăшах вулавăшра ирттерет, кĕнеке тĕнчипе паллашать, интернетри тавра пĕлÿ сайчĕсенче «çулçÿрет». Классика тата фантастика хайлавĕ-сем пуринчен те ытларах килĕшеççĕ ăна. Çуллахи каникулта та алăран кĕнеке яман.
Тăрăшуллăскерĕн ĕмĕт чылай. Анчах чи малтанхи тĕллевĕ - шкултан лайăх вĕренсе тухасси. Халĕ Настя пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма хатĕр-ленет вĕт-ха. Çавăнпа вĕрентекенсен кашни сăмахне тимлĕ итлет.
Амăшĕн аппăшĕ Нас-тьăшăн тĕслĕх вырăнĕн-че. Аслă пĕлÿ илнĕ вăл, çавăнпа хĕр ача та ун пекех тăрăшуллă пуласшăн. Пушă вăхăтра унран тĕрлеме те вĕренет. Çуралнă кун ячĕпе парнеленĕ тĕррине халĕ те юратса упрать. Çав вăхăтрах вăл вĕтĕ шăрçаран сулă е ытти капăрлăх ăсталама та маттур.
Настя сăвăра чунне уçма кăмăллать, мĕн канăç паманнине çапла çырса кăтартать те лăпкăлăх килнине туять. Çут çанталăка сăнама юратаканскер ешĕл тавралăх çинчен те илемлĕ йĕркесем шăрçалать. Çак чун киленĕçĕпе тăваттăмĕш класранпа туслă вăл. Сăвă вăрттăнлăхне ăнланма вара Светлана Васильевна Васильева вĕрентекен пулăшать.
- Пĕрремĕш сăввăмра хамăн пĕр кун мĕнле иртни çинчен çырнăччĕ. Ăна аннене кăтартрăм та вăл тÿрлетрĕ, хăйĕн сăмахĕсемпе пулăшкаларĕ, - тет маттур хĕр- ача. - Ман шутпа, кашни çын мĕн çинчен те пулин шухăшлать. Шăпах çав вăхăтра сăвă çырăнать. Тĕрлĕ пулăм куратăн, вăл кăсăклантарасан ăна ас туса юлас тесе çырса хуратăн. Савăнăçлă чухне ытларах сăвă çуралать. Шÿтлисене те хайлама кăмăллатăп.
Настя - класра «Антошка» журнала кăларакансенчен пĕри. Тусĕсем Каринăпа Александра та ăна çак ĕçре ялан пулăшаççĕ. Хĕрачасем унта класри интереслĕ самантсем çинчен çырса кăтартаççĕ, ÿкерчĕксемпе илемлетеççĕ.
«Тантăш» вулаканĕсене вара Настя хаçатпа тата туслăрах пулма, кашни страницине пĕр сиктермесĕр вулама сĕнет.
«Асатте пек пуласчĕ...»
«Антошка» журнала кăларакан тепĕр хастар хĕрача Саша Александрова филологи чемпионачĕ-сенче тăтăшах палăрать. Вĕрентекенсен сĕнĕвĕсене яланах шута илет, малтан мала ăнтăлать.
- Ылтăн медальпе шкул пĕтересчĕ, аттес-татра «5» паллă çеç пултăрччĕ. Кайран аслă шкулта пĕлÿ илсе хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухасчĕ, - палăртать çирĕп тĕллевлĕскер.
Спортпа та туслă. Алă вăйне виçес, чупас ăмăртусене пĕрре мар хутшăннă. Май пур чухне хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ енчен тĕрĕслесшĕн Саша.
- Пурнăçра асра юлмалли пулăм чылай. Кашни çулах класпа похода каятпăр. Унта пулă тытатпăр. Ытларах уланкă тата ыраш пăтри çакланаççĕ. Вĕсене кайран чăхсене çитеретпĕр, - хавасланса калаçать хĕрача.
Çынна курсан тÿрех пĕтĕмлетÿ тума васкамасть Шура, ăна лайăхрах пĕлме тăрăшать. Çывăх çынсене вара яланах савăнăçлă курасшăн. Çавăнпа вĕсем каланине тимлĕ итлет, май пур таран пулăшать, ырăлăхĕпе кăмăлĕсене çĕклет. Мĕн те пулин ăнăçмасан хĕрача çакна йăлтах хăй татса пама хăнăхнă. Килтисене пур-çук сăлтавшăнах кулянтарас йăла çук унăн. Аслашшĕне Леонид Аверкиевич Авинова пĕлмен çын таврара çук. Саша та ун пекех ĕçчен, ырă ятлă пуласшăн.
Амăшĕ çыхма, ашшĕ ÿкерме вĕрентнĕ
«Антошка» журналăн виççĕмĕш хастарçи - Карина Васильева. «Ла-йăх вĕренни пурнăçра питĕ кирлĕ», - теççĕ те ăна ашшĕ-пе амăшĕ хĕрача çак сăмахсене тĕпе хурса яланах малтисен ретĕнче пулма тăрăшать.
Йăмăкĕ Даша пиллĕкмĕш класра вĕренет. Хĕрачасем яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ. Çапах вĕсен уйрăмлăхсем те пур.
- Пирĕн кăсăкланусем урăхларах. Даша ÿкерме ытларах юратать, эпĕ вара алĕçĕпе аппаланатăп. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ вăхăтрах анне ĕçленине пăхса унран хăнăхрăм çав, - тет Карина.
Халĕ вăл нуски те, тапăчки те çыхать. Кĕллине çавăрма йывăртарах, паллах. Анчах кунта амăшĕ пулăшать. Хĕрача епле тăрăшса ĕçленине кура тăванĕсем час-часах хăйсене мĕн те пулин çыхса пама ыйтаççĕ. Юлташĕсене те çакăн пек парнепе савăнтарать Карина.
Ÿкерме юратать вăл. Натюрмортпа ĕçлесси ытларах илĕртет. Ашшĕ те çак енĕпе ăста. Салтакра чухне альбомне çар çыннисене ÿкерсе илемлетнĕ. Хĕрне те тăтăшах хавхалантарать. Çавăнпа Карина ашшĕнчен тĕслĕх илсе çак пултарулăха аталантарма тăрăшать.
Красноармейски районĕ,
Мăн Шетмĕ шкулĕ.