Пилеш хыçĕнче пытанса юрлакан Илья
Çиччĕмĕш класра вĕренекен Илья Шибаевăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Спортра хастар, вĕренÿре малтисен ретĕнче, тус-юлташĕ хушшинче - хисепре. Ашшĕ-амăшне пулăшма ялан хавас. Шкултан киле таврăнать-и, урамра юр хырать е сарайĕнчи выль-ăхĕсене пăхать-и - ялан юрлать вăл. Тепĕр чух урокра та юрă сăмахĕсем канăç памаççĕ.
Паян та килне çитсен сумкине тенкел çине лартрĕ те ĕçе тытăнчĕ. Аслисем ĕçрен таврăниччен тутлă апат пĕçерес тесе юратнă юррине юрла-юрла çĕрулми шуратма тытăнчĕ Илюш.
- Çăлтăр çуннă каçсенче
Хуп-хура сад пахчинче
Çулçă тăкнă йывăçсем
Хурланса юрланине
Тăтăм эпĕ итлесе
Пытанса пилеш хыçне.
Юрă ăна кирек епле ĕçре те хавхалантарать.
- Эх, хăвăртрах ÿсесчĕ, чăн-чăн артист пуласчĕ, - терĕ таса çĕрулмие шывра тепĕр хут çунă май.
Ĕмĕчĕ çав тери пысăк çав Ильян. Сцена илĕртет ăна. Пĕррехинче Шупашкарта иртнĕ поэзи фестивалĕнче Петĕр Хусанкай сăввисене илемлĕ вуласа пурне те тĕлĕнтерчĕ вăл. Хыççăнах ун патне пĕр хĕрарăм пычĕ те ыталаса илчĕ. Пуçĕнчен шăлса ачашларĕ.
- Маттур ача эсĕ, Илюш! Пысăк çын пулатăнах ÿссен. Мăшăрăн сăввисене çав тери чуна пырса тивмелле вуларăн. Куçран куççуль та шăпăртатрĕ. Эпĕ Вера Кузьмина артистка пулатăп, Петĕр Хусанкай арăмĕ, - терĕ куçран шăтарасла пăхса. - Хамăн мăнук пек туйăнтăн эсĕ.
Ильяна çав тери ырă-ырă пулса кайрĕ. Асламăшĕпе кукамăшĕн ытамĕнче пулнă евĕрех. Ара, Хусанкай сăввисене çав тери кăмăллать-çке вăл. Анчах унăн мăшăрĕпе тĕл пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен-иç!
- Вера Кузьминична, манăн сирĕн пек артист пулас килет, - терĕ сасартăк арçын ача хăюлăх çитерсе.
Вăл вара йăл кулчĕ:
- Ачам, ку хыпарпа савăнтаратăн. Ĕмĕтленни çиттĕрччĕ, пурнăçу тулăх пултăр, - терĕ халăх юратакан артистка.
Илюш паян та çав хавхаланупах пурăнать. Шкул, клуб сцени çинче спектакль выляса, юрă юрласа та ташланисĕр пуçне тĕлĕкре те халăха савăнтарать пек вăл.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Йĕпреç районĕ,
Пучинке.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.