Комментировать

20 Ноя, 2014

Кĕрешмелле! И.МАНДРИК

Тарни

- Антон... Антон, - пăшăлтатрĕç лейтенант тутисем. - Асту, вĕсен аллине ан çаклан. Тискер чĕрчунсем вĕсем, çын çиенсем... Çак сехете асăнмалăх ил, - командирăн вăйсăрланнă алли кăкăр умĕнчи кĕсйине тĕрĕслерĕ. - Манăн документсене, Антон, çĕр айне чавса хур... Чĕрĕ юлсан киле, Кубане, пĕлтер...

Полк вĕренекенĕн Антон Губаревăн çак лейтенанта мĕн тери пулăшас килет-çке! Анчах мĕнле? Хамăрăннисем каялла чакаççĕ. Çывăхри яла çитме пилĕк çухрăм каймалла, анчах унта хăрушă, йĕри-таврах нимĕçсем. Траншейăран тухнăранпа икĕ сехет çитрĕ ĕнтĕ, Антон вара аманнăскере çур çухрăмран кăшт ытларах çеç туртса кайрĕ. Тепĕр çавăн чухлĕ кайсанах вăрманта пытанма пулĕччĕ. Анчах...

- Антон, пулчĕ...

Лейтенант юлашки хутчен ассăн сывласа илчĕ.

- Лейтенант юлташ! Взвод командирĕ! - чĕнчĕ Антон.

Хурав паракан пулмарĕ. Арçын ача чĕри пăчăртанчĕ, куçĕсем хытăрах мăчлаттарма тытăнчĕç, çунса тухакан пит çăмарти тăрăх вĕри куççуль юхса анчĕ. Аптăраса ÿкнипе вăл лейтенант кăкăрĕ çине пуçне хурса сасăпа макăрма тытăнчĕ.

Сехет иртрĕ, тепре. Антон халĕ шăппăнрах йĕрет, майĕпен тăна кĕрсе пырать. Сасартăк çурăм хыçĕнче такам йывăррăн утни тата палламан чĕлхепе калаçни илтĕнчĕ.

«Нимĕçсем!» - шухăшласа илчĕ Антон.

Тăнлав тĕлĕнче шаккама пуçларĕ. Мĕн те пулин тумаллах. Лейтенант докуменчĕсене çăлмалла! Антон çĕкленмесĕрех гимнастеркăн сулахай кĕсйине уçрĕ, унтан кирлĕ хутсене кăларчĕ те хĕвне пытарчĕ.

- Хальт! Хендэ хох! - тÿрех темиçен кăшкăрчĕç фашистсем.

Антон тăмарĕ. Тÿрккес алăсем ăна çухавинчен ярса тытрĕç, ура çине тăратрĕç.

- Мĕн тăватăн эсĕ кунта? - ыйтрĕ нимĕçсенчен пĕри.

Арçын ача шăпăртах.

- Мĕншĕн чĕнместĕн? Мĕнле салтак эсĕ? Туту çинче аннÿн сĕчĕ те типмен.

- Çын вĕлерекенсем! - кăшкăрса ячĕ Антон.

Фашист ăна питĕнчен çапрĕ. Хĕнесе пĕтернĕскере яла илсе çитерчĕç те сарайне пăрахрĕç. Унта ахаль те пирĕн вунă салтака тата штатри хăш-пĕр çынна хупнă.

Нăйкăшу, аманнисен аташăвĕ... Ялта - кăшкăрашакан сасăсем. Стена хыçĕнче хуралçă утни илтĕнет. Куç умĕнче - вилекен лейтенант сăнарĕ. Хăвăртрах тарас тата ыттисене те илсе тухса каяс килет. Çапла Антон кунти пĕрремĕш каçа ирттерчĕ. Пĕрремĕш тата юлашки.

Ирхине хĕвел сывлăма типĕтрĕ çеç, тыткăна лекнисене сарай умне пĕр рете тăратрĕç те утма хушрĕç. Вĕсене таçта лагере хăваларĕç. Ăçталла - никам та пĕлмерĕ. Антон çумĕнче, унăн хулпуççийĕ çине тĕр- шĕнсе, çамрăках мар салтак утать.

- Эсĕ тар, каччă. Аллу-уру сывă. Эпир пултараймастпăр, эсĕ вара чуп, - вĕрентрĕ вăл арçын ачана. - Вăрман патне çитер кăна.

Сасартăк самолет кĕрлевĕ илтĕнчĕ.

- Пирĕн! - кăшкăрса ячĕ такам.

Фашист-конвоирсем çул хĕррине ыткăнчĕç. «Сывă пулăр!» - тесе хăварчĕ те Антон кÿршине таçта тарса çухалчĕ...

 

Килте

Тарнă хыççăн виççĕмĕш кунне Антон килне çитрĕ. Хăрушсăр çул шыраса утрĕ. Пĕр ялта ăна штат çи-пуçне тăхăнтартрĕç. Килне çитиччен хăйĕн командирĕн докуменчĕсене пытарчĕ.

Килте мĕн курни Антона пурнăç çине урăхларах пăхма хистерĕ. Арканнă çуртсем, гитлеровецсем хваттерсене çаратаççĕ, çынсене нушалантараççĕ. Вăрçă пуçланнăранпах йĕрлекен шухăш каллех пуçа килчĕ: «Кĕрешмелле! Кĕрешмелле!» Анчах мĕнле?

Хăйĕн йыснăшĕ Владимир Кочергов каçсерен таçта тухса çÿренине, сĕм çĕрле çеç таврăннине асăрхарĕ Антон. Часах вăл нимĕçсем хупăрласа илнĕ территорире Владимир юлташĕсемпе пĕрле вăрттăн хĕç-пăшал, çар хатĕрĕ пуçтарнине, çакна йăлтах пытарнине пĕлчĕ. Пионер тăванне пулăшма тытăнчĕ.

Пĕррехинче Антон аслă çулпа утса пыратчĕ. Сукмак çине пăрăнсан çĕр çийĕн тĕрлĕ тĕслĕ пралук тăсăлнине курчĕ.

«Телеграфăн, - мĕлтлетрĕ пуçĕнче шухăш. - Çыхăну».

Вăл хуçланакан çĕççине кăларчĕ те пралука касса татрĕ. Гитлеровецсем айăплине чылайччен шырарĕç, анчах тупаймарĕç. Тепрехинче ялта пурăнакансенчен кашни пиллĕкмĕшне персе пăрахассипе хăратса хăварчĕç çеç.

Çак пулăм хыççăн Антон вăрттăн диверси ушкăнне çÿреме пуçларĕ. Унччен пуçтарнă хĕç-пăшала партизансен Железняк ячĕллĕ бригадине пачĕç. Унтан вĕсем взрывчатка тата мина илчĕç. Тупнă снарядсене шăратса хăй тĕллĕн тол (вăйлă взрывчатка) тума та вĕренчĕç. Тĕрлĕрен вырăнта совет листовкисем курăнма тытăнчĕç, унта та кунта нимĕç автомашинисем сирпĕнчĕç, пĕччен çÿрекен фашистсем çухалкаларĕç, çĕрлесерен телеграф тата телефон юписем татăлса анчĕç... Çакна пĕтĕмпех вăрттăн организацирисем турĕç - Антонпа юлташĕсем.

Часах Антон пăравус деповĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл юсав ĕçне хутшăннă хыççăнах пăравус сирпĕнчĕ. Фашистсене тăна кĕме те памарĕç. Каç пулать çеç, унта та кунта взрыв янăрама тытăнать. Чи харсăр тавăруçăсенчен пĕри - Антон Губарев.

 

Взрыв

1943 çул. Гитлеровецсем çав-çавах хăшне-пĕрне тытрĕç. Антона та арестлеме пултарĕç. Мĕншĕн тесен унăн кÿрши, Авген Кулеш полицай, арçын ачана куçран вĕçертмесĕр сыхлать. Килте тăванĕсемпе хирĕçнĕ пек «выляса кăтартсан» Антон юлташĕсемпе партизан отрядне тухса каять.

Тăшмана хирĕç харсăррăн çапăçать вăл. Гитлеровецсем чугун çула сыхлама темле тăрăшсан та партизансем чи кĕтмен çĕртен сиксе тухаççĕ, нимĕç эшелонĕсене сирпĕтеççĕ.

...Антон Губаревпа Григорий Карлов черетлĕ задани илчĕç: «виçкĕтеслĕхри» чугун çул никĕсне сирпĕт-мелле. Каçхине вĕсем палăртнă вырăна вăрттăн йăпшăнса çитрĕç. Юлташсем мина хума хатĕрленнĕччĕ кăна, сылтăм енчен пăравус çывхарнă сасă илтĕнчĕ. Акă вĕсем мина лартса хăварчĕç те тарма пикенчĕç. Анчах вăтăр утăм та каяймарĕç, хăватлă взрыв пулчĕ. Вăйлă хум арçын ачасене аяккалла ывăтрĕ. Темиçе минутран вĕсем тăна кĕме пуçларĕç. Антон çĕкленес терĕ, анчах кĕлетки итлемерĕ, кăкăрĕнче чăтмалла мар ыратрĕ. Антон патне Григорий шуса çитрĕ, унăн та урипе алли сусăрланнă. Вăл юлташне çĕклесе каясшăнччĕ, анчах пултараймарĕ.

- Яла кай, Гриша, кама та пулин пулăшма чĕн. Хăвăртрах... - терĕ Антон. Григорий хăйĕн хыççăн юнлă йĕр хăварса шуса кайрĕ. Икĕ сехетрен ăна, вăйсăрланса çитнĕскере, ялта пурăнакансем асăрхарĕç, пулăшу пачĕç. Анчах Антона хăтарма кая юлнă ĕнтĕ. Ăна гитлеровецсем тытнă.

- А-а, партизан, - чашкăрчĕ нимĕç юнланнă арçын ачана сăнанă май.

Антон самантлăха куçне уçрĕ, кăштах çĕкленчĕ те ирсĕр фашиста питĕнчен юнпа сурчĕ.

- Ак сана!

Тарăхса кайнă нимĕç арçын ачана тапса пĕтерчĕ. Антон тăнне çухатрĕ.

Гитлеровецсем юн юхтарса выртакан пионера икĕ кун асаплантарчĕç. Партизансем çинчен каласа парсан пурнăçне сыхласа хăварма та, урăхла майпа хавхалантарма та шантарчĕç хăйсем. Антон нимĕн те каламарĕ. Вăл нумайлăха тăнне çухатрĕ, аташса калаçрĕ. Тăна кĕрсенех: «Вăрттăннине нимĕн те каламарăм-ши?» - тесе хăраса шухăшларĕ.

Çук, сутмарĕ хăйĕн юлташĕсене Антон. Виççĕмĕш кунне ăна масар çине илсе кайрĕç те персе пăрахрĕç...

Антон Губарев пионер, харсăр партизан çапла вилчĕ.

Вырăсларан

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.