Педагогсен шанчăклă шкулĕ
Республикăри тĕрлĕ учреждени хăйсем никĕсленнĕренпе çавра çул çитнине паллă тăвать. Акă çак кунсенче Канашри педагогика колледжĕ те пĕр ĕмĕр тултарнă ятпа хăйĕн кĕрекине кунта тĕрлĕ тапхăрта ĕçленĕ вĕрентекенсемпе професси вăтам пĕлĕвне илнĕ çынсене пухать.
100 çул - этем пурнăçĕшĕн кăна мар, пĕр пуçăннă ĕçе малалла тăсакан çакнашкал учрежденишĕн те самаях курăмлă тапхăр. Чи пахи - саманан тĕрлĕ синкерĕ тылласан та пулас вĕрентекенсене хатĕрлекен çак çурт алăкĕ пĕр кунлăх та хупăнман.
Мĕнле никĕсленнĕ учительсен çак лаççи? Камсен тивлечĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ? Паян мĕнлерех кунти пурнăç? Самана улшăнăвне кура вĕренÿ учрежденийĕн тытăмĕ-тĕллевĕ урăхланать-и? Çак тата ытти ыйтупа професси вăтам пĕлĕвĕ паракан учрежденине чылай çул ертсе пыракан Геннадий Иванович КОСОЛАПОВПА калаçрăмăр.
- Геннадий Иванович, педколледжăн пĕтĕм пурнăçне йĕрлесе тухас тесен хулăн кăна пĕр кĕнеке çырма тивĕ. Мĕнлерех условисенче, кам тăрăшнипе никĕсленнĕ вăл?
- XIX ĕмĕр вĕçĕнче - XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче вырăс мар халăхсене хутла вĕрентес ĕç пуçланнă. Вĕсен çыру-литература чĕлхине хатĕрлесе çирĕплетесси вăй илнĕ. Çав тапхăрта чăваш шкулĕсем валли вĕрентекенсене Хусанта, Чĕмпĕрте хатĕрленĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан хутлăхран çак хуласем инçерех вырнаçнине пула чăваш хĕрĕсемпе яшĕсемшĕн пĕлÿ илесси кăткăс пулнă. Хусан вĕренÿ округĕпе Çĕрпÿ уесĕн земстви пĕр шухăш патне килсе тухнă: Çĕрпÿ уесĕн çĕрĕ çинче семинари йĕркелемелле.
Пулас семинарие Мускав-Хусан чукун çулăн Шăхран станцийĕ вырнаçнă поселокра никĕслеме сĕнеççĕ. Халăх Çут ĕçĕн министрĕн хушăвĕпе 1914 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче Шăхранти учительсен семинарине уçма йышăнаççĕ, анчах штата йĕркелесе çитерейменнине пула заведенине шăп ун чухнех ĕçлеттерсе ямашкăн май килмест. Вĕренÿ занятийĕсем ноябрĕн 22-мĕшĕнче пуçланаççĕ. Малтанхи вĕренекенсен ушкăнĕ 29 çынран тăнă, вĕсен йышĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне уесĕсенчи хĕрсемпе каччăсем пулнă. Чăваш Республикин патшалăх тĕп архивĕн докуменчĕсем тăрăх - шăпах çапла пуçланнă Канашри педагогика колледжĕн историйĕ. Унăн малтанхи ертÿçи Михаил Федорович Кузнецов Чĕмпĕрте çуралса ÿснĕ, гимназире Володя Ульяновпа пĕр класра вĕреннĕ. Пирĕн пĕлÿ çурчĕ çумĕнчи музейра пĕр сăнÿкерчĕк упранать: ушкăнпа тăракан ачасен хушшинче Михаил Федоровичпа Владимир Ильич - пĕрремĕш ретре.
- Хальхи вăхăтри статусне иличчен вĕренÿ учрежденийĕ темĕн тĕрлĕ ятпа та ĕçленĕ.
- 1919 çулта - Шăхранти шкул ĕçченĕсене хатĕрлекен педагогика икĕ çуллăх курсĕсем, 1921-мĕшĕнче - педтехникум, 1937 çулта - педагогика училищи. Çав çулах училищĕне Н.Добролюбов ятне параççĕ. Пĕлÿ çурчĕн тытăмĕ, вĕренÿ программи улшăнса-пуянланса пынăçемĕн унăн статусĕ те улшăннă. 1997 çултанпа педучилище - педагогика колледжĕ.
- Паллах, пĕр ĕмĕр хушшинче ертÿçĕре те чылай çын ĕçлеме ĕлкĕрнĕ.
- Т.Матвеев, И.Жуков, Е.Андрамонов чылай вăхăт лава туртнă. Иван Васильевичпа Евгений Гурьевич хăйсем те кунтан вĕренсе тухнă. Чăн та, вĕрентÿ пахалăхĕшĕн кашниех чылай ырă ĕç тунă, ахальтен мар училище ЧАССР Канашĕн Президиумĕн, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. 1962 çулта педучилищĕн виçĕ хутлă çĕнĕ çуртне хута яма пултарнă. Тепĕр икĕ çултан - 400 вырăнлăх общежитине. Çак тата ытти нумай курăмлă ĕçсемшĕн вăл вăхăтра директорта тăрăшнă И.Жуков патшалăхăн чи сумлă наградине - Ленин орденне - тивĕçнĕ.
1994 çултанпа училищĕн /каярахпа - колледжăн/ тилхепине эпĕ тытса пыратăп. Хальхи вăхăтра нумай профильлĕ учрежденире професси вăтам пĕлĕвĕ паракан никĕс тата çÿллĕ шайсенчи вĕренÿ программисем хута каяççĕ.
- Мĕнле специальноçсемпе ăстасене хатĕрлетĕр?
- Шкулти пуçламăш классене вĕрентесси, музыка пĕлĕвĕ, физкультура, дизайн, шутласа кăларакан техникăпа автоматизациленĕ системăсене программăпа тивĕçтересси. Чăн та, саманапа тан утас тесе çĕнĕ направленисем кĕртсе пыма тăрăшатпăр. Калăпăр, пулас специалистсене сăнарлă ÿнер, хореографи, вырăс класĕнче чăваш чĕлхине вĕрентессин, ют чĕлхе, информатика пĕлĕвĕпе хушма хатĕрленÿ программисене хута яма май килчĕ. Колледж Федерацин патшалăх тĕп стандарчĕсене пăхăнса ĕçлет. Учрежденин Професси тĕп вĕрентÿ программин никĕс калăпăшне пурнăçласа вĕренÿ дисциплинисен, тĕрлĕ курссен тата професси модулĕсен тĕлĕшпе 60 ытла программа хатĕрленĕ.
- Професси вăтам пĕлĕвне илнĕ çамрăксенчен хăшĕ-пĕри аслă шкул алăкне уçас кăмăллă-тăр. Çакна шута илсе колледж институт-университетпа туслă-и?
- Колледж педагогика вузĕсемпе тĕрлĕ енлĕн çыхăну тытать. Учреждени И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ çумĕнчи ăслăлăх-педагогика комплексĕн йышĕнче. Пирĕн вĕрентекенсем аслă шкулсем йĕркелекен тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Хамăрăн заведенире республика ăслăлăхпа практика конференцийĕсене те ирттеретпĕр. Пĕлтĕр Романовсен çурчĕ 400 çула çитнине, пирĕн ветеран В.Д.Гаврилов 90 тултарнине халалланă, «Музыкăна вĕрентессин педагогики» темăпа йĕркеленисем наукăпа кăсăкланакан чылай яш-кĕрĕме пухрĕç.
- Студентсене тарăн пĕлÿ пама тăрăшнипе пĕрлех воспитани пирки манманни пĕлтерĕшлĕ. Пулас педагогсене хатĕрлекен шкулта - пушшех.
- Аслисем ертсе пынипе вĕренекенсем республикăри, Раççейри социаллă проектсене хастар хутшăнаççĕ. Илемлĕ пултарулăх енĕпе иртекен фестиваль-конкурсра вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен хушшинче пирĕн заведени яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçне çитекен çук тесен те йăнăш мар. Хор, вокал, сăвва илемлĕ калас енĕпе тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Колледж ĕçченĕсем çамрăксенче патриотлăх туйăмне вăйлатас енĕпе тимлĕ. Çавна май вĕренÿ программинче те, класс тулашĕнчи мероприятисенче те Тăван çĕршыва юратас, унпа мухтанас темăна хускатсах тăратпăр.
Патриотлăх тенĕрен, колледж ветеранĕсемпе тачă çыхăну тытни те çак тĕллевпех çыхăннă. 60 ытла вĕсем пирĕн. Студентсем ватăсене тĕл пулусене йыхравлаççĕ, тĕрлĕ уявпа саламласах тăраççĕ.
- Паллах, кирек мĕнле предприяти те, учреждени те хăйĕн ят-сумне пултаруллă çынсен ĕç-хĕлĕпе ÿстерет. Сирĕн ушкăнра та маттур, ăслă, мал ĕмĕтлĕ ĕçтеш нумай-тăр.
- Çĕр çул... Пысăк çак тапхăрта кам-кам пирĕн учреждени мухтавĕ пулнине асăнса та пĕтереймĕн. Хальхи вăхăтра чăннипех чуна парса тăрăшакансем çинчен калам. В.Сусанова - III степень Мухтав орденĕн, Р.Сергеева «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль кавалерĕсем. ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ темиçен: Л.Федотова, П.Семенова, П.Семенов, педагогика наукисен кандидачĕ О.Краснова, Р.Сергеева. Р.Бикчурин - ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. В.Пристов, К.Мефодьева, А.Табакова, К.Филиппова - халăх вĕрентĕвĕн отличникĕсем. О.Уймина, Р.Воеводина, Т.Косолапова 2011-2013 çулсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ. Колледжра вăй хуракан 53 преподавательрен 20 проценчĕ - квалификаци пĕрремĕш категориллĕ, 72 проценчĕ - аслă категориллĕ.
- Сирĕн пысăк коллектива уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Малашне те колледж хăйĕн пархатарлă ĕçне пахалăхлă пурнăçласа пыма мехел çитертĕрччĕ.
Ирина ИВАНОВА.
ЧР Вĕрентÿ министерстви 27.09.2010 ç. панă РО сериллĕ 002283 / лицензи