Комментировать

15 Янв, 2014

Хамăр пурлăха упрар

2005 çултанпа Чăваш Енре усă куракан е уйрăмах сыхлакан территорири 759 лаптăка (1861 гектар) промышленноç е ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕре куçарнă, çав шутра юлашки виçĕ çулта – 87 процентне.

ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх – хальхи вăхăтра 687 лаптăкпа(пĕлтерĕшне улăштарнă çĕрĕн 91 проценчĕ) усă кураççĕ. Тата 42-шĕнче (5 процент) строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал вара 27 лаптăкра строительство объекчĕсем çĕкленмелле.

Республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесси вăй илсе пырать. Çак ĕçе министерство çумĕнчи общество канашĕн членĕсене те явăçтарнă. Канаш председателĕн çумĕ Владимир Викторов унччен пĕлтернĕ тăрăх – республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 15 пин гектар çĕр «усламçăсен аллинче». Вĕсен тĕллевĕ – лаптăксене хаклăрахпа «ярăнтарасси». Çавăнпа ака-суха ĕçĕсемпе тăкакланасшăн та мар. Саккунпа килĕшÿллĕн вара усă курмасăр выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене туртса илме май пур.

Общество канашĕн членĕсем тĕрĕслев хыççăн явап тыттарма ыйтса документсене Чăваш Республикин прокуратурине ярса панă. Прокуратура канаш ыйтнипе тĕрĕслеве тухнă, материалсем тÿрре килнине палăртнă. Шупашкар районĕнчи Вăрманкас Çĕктер, Муркаш енчи Ильинка ял тăрăхĕсенче усă курман пулăхлă çĕрсем уйрăмах нумай.

– Хальхи вăхăтра лаптăксемпе виçĕ е ытларах çул усă курманнине çирĕплетекен тĕслĕхсене тупайман-ха, çапах малашне ку çĕрсене куçран вĕçертмĕç, – пĕлтернĕ ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви çумĕнчи общество канашĕ.

Иртнĕ çул арендăна илнĕ çĕре инвентаризациленĕ хыççăн 500 гектара каялла тавăрттарнă. Шупашкар район администрацийĕ министерство сĕннипе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе йĕркеллĕ усă курман арендаторсемпе килĕшĕве татма ыйтса суда тавăç тăртнă. Тÿресем ăна тивĕçтернĕ.

2010 çулта республикăра çĕр саккунне пăсакансен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене усламçăсем хăйсен аллине тÿлевсĕр тенĕ пек çавăрттарса илнĕ. Халĕ вара вĕсенче çум курăкĕ ашкăрса ларать. Çĕре йÿнĕпе туянса хаклăпа ярăнтарнă тĕслĕх те пайтах. Малашне патшалăх пурлăхĕпе – çĕрпе – мĕнле усă курнине общество канашĕ тĕрĕслесех тăрĕ. Унăн йышĕнче предприяти-организацисен, министерствăсен представителĕсем, депутатсем, ăсчахсем.

Лариса Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.