«Кивĕлле пурăнмастпăр»
"Ялта пĕр-пĕр ферма пулнă пулсан тислĕк хырма тухмăттăмччĕ-и вара?" – чĕрре кĕнĕн хăйĕннех ĕнентересшĕн пенсионер. Иксĕмĕр ялта ĕç çукки пирки калаçса кайнă та, эпĕ ăна тепĕр çĕрте чаплă фермăра ĕçлеме те йĕркеллĕ çын тупайманни çинчен калатăп. Федор Федорович Иванов вара: "Пирĕн ял çыннисем ун пек мар", – тет. Кăшт вăхăтран хăй çапах та манпа килĕшенçи тăвать.
Канаш районĕнчи Сивçырма алă тупанне вырнаçмалла. Шутпа 40-рен иртекен кил хуçалăхĕнче 10-15 çемье кăна хĕл каçма юлать. Сахал йышлисем пысăк ялсемпе танлаштарсан туслăрах та маттуртарах тесе ахальтен каламаççĕ-тĕр. Пĕчĕк темерĕн, ялăн пĕртен пĕр урамне асфальт çулпа кĕретĕн. Тинкеререх сăнатăн та – çут çанталăк газĕ те пур. "Шывне ăçтан кÿреççĕ-ши?" – шухăшлаттăм ял урамĕпе иртнĕ чух нимĕнле колонка та, тараса та куçа лекменрен. "Мĕне кирлĕ вĕсем пире? – пат татрĕ каярах Федор Федорович. – Кашни кил хуçалăхĕнчех çăл. Хăшĕн – пахчара, хăшĕн тĕп сакайĕнченех шыв пÿрте кĕрет".
Кăнтăр кунĕнче пулсан та кун пек пĕчĕк ял урамĕнче çын курасса шанманччĕ эпĕ малтанах. "Акă Раççей ялавĕ вĕлкĕшекен, инçетрен плакатсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ япаласемпе йăлтăртатакан, ахăртнех, совет саманинчен упранса юлнă йывăç хуралтă патне çитĕп те чарăнăп. Пĕр-пĕр хапхаран шаккăп", – тенĕччĕ. Палăртнă тĕле çитнĕпе пĕрехчĕ, пĕр хапха умĕнче арçынна курах кайрăм. "Хресчен сасси" хаçата юратса вулакан Федор Федорович Иванов пулчĕ те ку.
– Федор Федорович, пĕр хушă эсир Канаш хулинче ĕçлесе пурăннă пулин те тăван яла пăрахман. Халĕ ав ялтах тĕпленнĕ. Нумай курнă, пурнăçа ăнланакан çын. Пĕчĕк ял пысăкланассăн туйăнать-и? Туртăмĕ пур-и?
– Ялта пурăнма вăй кирлĕ, апла пулсан вăй питти çамрăксем ытларах пулмалла. Ĕç вырăнĕ кирлĕ. Вăл çук, çавăнпа ялти 4 çамрăк çемьен – Максимовсен, Владимировсен, Кузьминсен, Петровсен – ирĕксĕрех хулана çÿреме тивет. Вĕсен ачисенчен тăваттăшĕ – шкула, иккĕшĕ ача садне çÿреççĕ. Çак йышпа малашлăх çутине епле курăн? Пушă çуртсем чылай. Хуçисем пур вĕсен, анчах пурăнмаççĕ е çулла кăна килсе каяççĕ. Камăн ниçта кайма май çук, унăн ирĕксĕрех ялта пурăнма тивет.
– Хăш-пĕр кил-çурт умĕнче машина-тракторĕ те ларать-çке. Вĕри чейпе сăйланнă хушăра ав пĕри тракторĕпе вăрмантан йывăç сĕтĕрсе анма ĕлкĕрчĕ. Ялта пурăнас, ĕçлес шухăшлиех пулас.
– Кузьмин текенскер пулчĕ вăл. Ĕлĕкхи сурăх фермин çуртне юсаса йĕркене кĕртесшĕн, выльăхпа пуянлатасшăн. Ачисем пĕчĕкрех, вĕсене вĕрентсе кăлармалла. Тапаçланать çамрăк. Тĕллевне пурнăçласан темĕн пекех.
Ялĕпе 3-4 трактор. Пай çĕрĕ çинче техникăсăр ĕçлеме йывăр. Икĕ çемье ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайне пăрахман. Тракторпа ял халăхне те пулăшаççĕ. Унсăрăн епле-ха? Пысăк çĕр лаптăкĕнче çынсăр ĕçлеймĕн: уттине пуçтарма та, тиеме те йыш кирлĕ. Эпир вĕсене пулăшатпăр, вĕсем пире пахча сухаласа е çĕр улми кăларса тавăраççĕ. Тракторĕ соляркăсăр чупмасть те ăна туянма хуçисене укçине кăштах паратпăр.
Ял пĕчĕк пулнăран-ши, туслă пирĕн халăх. Виçĕ çул каяллахи шăрăх хыççăн кашни килтен укçа пуçтарсах кÿлĕ чавтартăмăр, ачасем унта пулă ячĕç. Пĕрле канашласах халăх масар çинче верандăллă çурт çĕклерĕ. Тимĕр кăмакине те тупнă. Кам – ĕçлесе, кам апат-çимĕçпе пулăшнă.
– Халăхĕ кунашкал маттур пулсан шанăç çухалмалла мар. Ял тăрăхĕн, район Пухăвĕн депутачĕсем те суйланнă сирĕн патран. Кивĕлле пурăнмастăр: çулĕ те, çут çанталăк газĕ те пур...
– Совет тапхăрĕнче пĕчĕк ялсене аталантармалли программа пулнă. Унпа килĕшÿллĕн çула асфальт сарнă. Хĕлле юрпа хупланнă шăтăк-путăксене асăрхамастăн. 2005 çулта газ кĕртнĕ чухне асфальтăн пĕр пайне самай ватса-çĕмĕрсе пĕтернĕ, ĕçе вĕçлесен йĕркене кĕртмен. Хĕлле çула юртан хырсах тăраççĕ, çакă савăнтарать. Пĕр енчен илсен, кивĕлле пурăнмастпăр, çав хушăрах паян ялта лавкка та, клуб та çук, пĕвене те татса кайнă. Ĕлĕкрех вĕсем пулнă. Райпо хăйĕн автотранспорчĕпе эрнере пĕрре те пулин тавар килсе сутсан мĕн тери çăмăлччĕ пире. Кун пирки пĕлтĕр пуçлăхсем яла килсех канашланăччĕ, шантарнăччĕ. Лавĕ вырăнтан тапранмарĕ-ха. Илемлĕ, пысăк пĕвеччĕ ялта. Пулла инçетрен те çÿретчĕç. Татăлса кайрĕ те питĕ кансĕр халĕ. Халăхпа кÿлĕ чавтарнă терĕм, анчах вăл пĕчĕк. Ялта пĕве çав тери кирлĕ.
Пĕчĕк ялăн пĕртен-пĕр урамĕпе (Мускавра пурăнакан паллă ентешĕ Михаил Яковлев генерал-лейтенант ятне панă ăна Сивçырмасем) сывпуллашма вăхăт çитсен эпĕ Федор Федоровичран ялав вĕлкĕшекен çуртпа паллаштарма ыйтрăм. Вырăнти влаç çурчĕ пулас çук, клуб мар, Сивçырмасем суйлавсенче сасăлама юнашар яла çÿреççĕ. Раççей ялавне çеç мар-çке-ха, лозунгне те, реклама хутне те çакса хунă кив çурт çине. Кунтах – йăлтăркка япаласем. "Вăхăтăн-вăхăтăн ялавне те, лозунгне те улăштараканччĕ. Хăйне майлă тĕлĕнмелле Федоровсен çемйи. Унашкаллисемпе пурнăç кăсăклăрах", – тет кÿрши пирки Федор Иванов. Лавкка пулнă çурт шăпах Валерий Федоровсен умĕнче. Кашни уяв тĕлне тĕрлĕрен илемлетет-мĕн ăна ÿркенмен çемье. Çĕнĕ çула кĕтсе илме чăрăш касса урам варрине лартать. Пĕлтĕр ун тавра Федор Федоровичăн арăмĕ те савăнсах ташланă. Кăçалхи çулталăк паллине – Лашана та – манман хăйĕн тавра курăмĕпе пурăнакан мăшăр: малтан юртан урхамах кÿлепине йăваланă, каярах чăн лашана аса илтерекен пуç тăхăнтартнă, унтан хÿре çыпăçтарнă...
Ирина Никитина.
С. ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.