Комментировать

15 Янв, 2014

Тумхахлă çулпа

Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх йĕркелениччен Йÿçкасси тăрăхĕнче тăватă колхоз пулнă: «Знамя», «Коммунизм», «Ударник», «Труд». 1979 çулта вĕсем пысăк хуçалăха пĕрлешнĕ. Унăн председательне «Труд» колхоза ертсе пынă Александр Михайлович Михайлова суйланă. Унăн хуçалăхĕ пур енĕпе те малта пынă: сĕт, аш-какай туса илессипе, тырă çитĕнтерессипе. Çынсем пултаруллă ертÿçĕ çĕнĕ предприятие те аталантарса ярасса шаннă.

Шанни тÿрре килнĕ. «Ударник» совхоз малалла çирĕппĕн утма пуçланă.

Совхоз лайăх аталанса пынине кура юнашарти «Ленинец» колхозра вăй хуракансем те унпа пĕр хуçалăха чăмăртанма кăмăл тунă. Çапла вара «Ударник» 13 яла пĕрлештерсе районта чи пысăккисенчен пĕри пулса тăнă. Унăн çĕр лаптăкĕ 5840 гектара çитнĕ, çав шутра акаканни - 4976.

Эпир хаçатра ытларах çынсене мухтаса çырма килĕштеретпĕр. Тиркени çапма пĕлмен пушă пек хăйнех пырса тивесси хăратать çав. Нумаях пулмасть пĕр юлташăм район хаçачĕпе çыхăннă мыскарана аса илчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл «Ударник» совхоз ертÿçисене хурласа çырнă иккен. Чăн, эпĕ ăна хам та вуланăччĕ-ха. Унта ферма тата палăк йĕри-тавра тытнă карта япăхса кайнине хыпарланăччĕ. Намăса яракан картана вырăнти пуçлăхсем курмăш тунине тĕлĕнсе пĕлтернĕ. А. Михайлов директорта ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумаях та иртменччĕ-ха. Тÿрех тиркевлĕ материал пичетленсе тухни кама килĕштĕр? Пуçлăх хайхи картана пăхса çаврăннă хыççăн статья хуçине чĕнтерсе илнĕ.

- Тĕрĕсех çырнă эсĕ, килĕшетĕп. Халĕ пăта-хăма кирлĕ чухлĕ çыртарса ил те çав япăхса кайнă картана тытса çаврăн, - тенĕ хуçалăх ертÿçи.

Ун чухне совхозăн хăма çурмалли цех тăватă уйрăмра та пулнă. Вăй питтисем хальхи пек хуласем тăрăх ĕç шыраса çÿремен. Хĕллехи вăхăтра вăрманта ĕçленĕ, йывăç касса турттарнă, хăма çурнă тата ытти те. Пысăк хуçалăхра вĕсем валли ĕç тупăнсах тăнă. Юлташăм ун чухне 30 çулта пулнă. Вăл хуçалăхри платниксене пуçтарса хайхи картана кĕске хушăрах çĕнетсе тухнă. А. Михайлов вĕсене ырланă. Ку ĕç совхозăн тĕп участокĕнче, Йÿçкасси уйрăмĕнче пулса иртнĕ.

Александр Михайлов тĕлĕнмелле пултаруллă, тавра курăмлă ертÿçĕччĕ. Совхозра машина-трактор паркне çĕнетнĕ, çуртсем тутарнă. Хуçалăх çĕр улми туса илессипе аталанма пуçларĕ. Мускавра çĕр улми енĕпе ĕçлекен ăсчахсем ертÿçĕ пултарулăхне кура «Ударник» совхозра çĕр улми сорчĕсене çĕнетмелли лаборатори йĕркелеме пулăшрĕç.

Хуçалăх сĕт, аш-какай, тырă-пулă туса илессипе те республикăра малтисен ретĕнче пулнă.

Александр Михайлович Муркаш районĕнчи Автанкассиинче çуралса ÿснĕ. Вăл ертсе пынă вăхăтра предприяти палăрмаллах аталанса вăй илнĕ. 1980 çулта ăна Мичурин ячĕллĕ колхоз председательне лартаççĕ. Унта та хуçалăха ура çине тăратса ертÿçĕ чылай вăй хучĕ. Вăл тăрăшнипех çĕнĕ фермăсем çĕкленчĕç. Кайран Муркашри улма-çырла комбинатĕнче директорта ĕçлерĕ. Шел, Михайловăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. 51 çулта пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Ун хыççăн «Ударник» хуçалăха Зиновий Кутузов ?1979-1981-мĕш çулсем%, Платон Давыдов ?1981-2012% ертсе пычĕç. Вĕсем тăрăшнипе хуçалăх курăмлă утăмсем тума пултарчĕ. Ялсене асфальт çулпа çыхăнтарчĕç, çут çанталăк газне илсе пычĕç. Ĕçченсем валли пурăнмалли çурт-йĕр çĕклерĕç. Хальхи вăхăтра «Ударник» хуçалăх ертÿçи Владимир Федоров.

Вăл та ыттисем хывнă çула малалла такăрлатасса шанас килет.

Илья Яковлев.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.