Комментировать

15 Янв, 2014

Çамрăк вăхăта аса илсе

Хисеплĕ редакци! «Хресчен сасси» хаçата питĕ юратса вулатăп. Манăн ыйтусене хуравлатăрах пулĕ тетĕп. Атăла пĕвеличчен эпир, çамрăксем, уçăлса çÿреттĕмĕр. Ун таврашĕнче «Родина» кинотеатр тата «Хресчен çурчĕ» пурччĕ. Çавăн пекех чиркÿ те. Ăна пăсрĕç те таçта илсе кайса купаларĕç. Вĕсен шăпи еплерех-ши?

Н.Николаев. Шупашкар хули.

«Родина» кинотеатра 1933 çулта тунă. Унта 700 çын вырнаçма пултарнă. 1953 çулта ăна Ф.Сергеев архитектор проекчĕпе çĕнĕрен реконструкциленĕ. Çавна май унăн сăн-сăпатне чылай улăштарнă. Çурта 1985 çулта А.Старцев архитектор проекчĕпе тепĕр хут юсаса çĕнетнĕ. 1978 çулта кунта Çамрăксен çуртне уçнă. 1990 çулсен варринчен пуçласа паянхи кунчченех урăх учрежденисем ĕçлеççĕ.

«Хресчен çуртне» 1927 çулта Василий Александров архитектор проекчĕпе тунă. 1928 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче каçхине унта пушар тухнă. Электричество пăралукĕ юсавсăррине пула çĕнĕ çуртăн виççĕмĕш хучĕ çунма пуçланă. Ăна çăвĕпех юсама тивнĕ. Авăн уйăхĕнче вара çĕнĕрен уçнă.

Шупашкарта хăна çурчĕ пирки тахçанах сăмах çÿренĕ. Килен-каян валли чарăнмалли вырăн пулман: çулла хресчен лав çинчех çĕр каçнă, хĕлле пĕлĕшĕ патне кĕнĕ. Паллах, çакнашкал лару-тăру тĕп хулана илем кÿмен. Çапла вара «Хресчен çуртне» тума шутланă. Ăна Çветтуй Троица ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕн çĕрĕ çинче хăпартнă. Çĕнĕ çурт аякранах курăнса ларнă. Вăл Шупашкарта революци хыççăн хăпартнă чи пĕлтерĕшлĕ çуртсенчен пĕри шутланнă. Василий Александров ун чухнехи архитектура туртăмне кăтартма пĕлнĕ.

«Хресчен çуртĕнче» хăнасем валли çĕр каçмалли пÿлĕмсем, «Ударник» кинотеатр, 800 точка валли радиоузел тата темиçе организацин офисĕсем пулнă. 1930 çулсенчи коллективизаци вăхăтĕнче ăна «Колхозник çурчĕ», каярахпа «Турист» хăна çурчĕ ятпа улăштарнă. 1995 çулта федераци пĕлтерĕшлĕ истори тата культура палăк-çурта Шупашкар-Чăваш епархине панă. Халĕ унта тĕн училищи вырнаçнă. 2007 çултанпа объекта реставрацилеме тытăннă. Унăн никĕсне те çирĕплетмелле. Ăна пурнăçлама 20 млн тенкĕрен кая мар кирлĕ. ЧР культура еткерне упрас тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх центрĕн директорĕ Николай Муратов пĕлтернĕ тăрăх - ку енĕпе ятарлă проект хатĕрленĕ. Çитес çулсенче федераци укçи-тенкипе юсав ĕçĕсене тума палăртаççĕ.

Шел те, Василий Александров архитектор шăпи çăмăлах пулман.1927 çулхи пушар хыççăн ăна условнăй майпа айăпланă. 1937 çулта тепĕр хут арестленĕ, вунă çуллăха Çĕпĕре лагере янă. Унтан 1947 çулта çеç таврăннă. Тÿрех хулари стройкăсенче ĕçлеме тытăннă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн çуртне тунă çĕре те хутшăннă. Вăл унта прораб ĕçне пурнăçланă. 1952 çулта çак стройка вăхăтĕнчех вилнĕ.

Çырура асăннă Воздвижени чиркĕвне 1703 çулта тунă. Чылай вăхăт юсав ĕçĕсем пулманран 1941 çулта ятарлă комисси ăна хупнă. Кун хыççăн вăл тепĕр 20 çул ларнă. Каярахпа ăна архитектурăпа истори палăкĕсен списокне кĕртнĕ, унтан пăсма пуçланă: Çеçпĕл урамне, Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ патне, куçарма шут тытнă.

Шупашкар ГЭСне тунă чухне Турă çуртне шыв илнĕ. Çурт çирĕп пулнăран тĕпĕ-йĕрĕпе пăсма тÿр килмен. Атăл шывĕ хуплать тенĕ пулас, анчах та чиркÿ стенисене шыв пытарайман. Çавна май 1989 çулта стенасене сирпĕтме тивнĕ.

Маларах шухăшланă пек чиркĕве куçарма май килмен. Ăна çĕнĕрен хăпартас тесен питĕ нумай укçа кирлĕ. Патшалăх ку енĕпе пулăшмасть. Нухрата тĕн организацийĕсен хăйсен пухма тивет. ЧР культура еткерне упрас тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх центрĕнче унăн проект докуменчĕсем упранса юлнă.

Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.