Комментировать

15 Ноя, 2014

Чĕри юрри - пин çын юрри...

Çеçпĕл Мишши сăввисене шкулта вĕреннĕ чухне пăхмасăр калама вĕреннĕ. Аслă сăвăçăн пĕр йĕрки те ахальтен çуралман. Чĕри витĕр шăранса тухнă сăввисем вилĕмсĕр. Çеçпĕл вăл - Чăвашăн Хăвачĕ, Ыратăвĕ, Йыхравĕ, Шанчăкĕ...

Кăвар чĕрем - пин çын чĕри,

Эп пĕр çын мар - эп хам пин-пин,

Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!

Чĕрем юрри - пин çын юрри.

Тата кам, хăш халăхăн поэчĕ çакăн пек калама пултарайнă?! Пирĕн Çеçпĕл кăна.

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр çуралнăранпа 115 çул çитнине республикăра анлă паллă турĕç.

Вăл хăйĕн кĕске ĕмĕрне тăван чĕлхене, чăваш халăхне халалланă, унăн пуласлăхне шаннă. Чăваш халăхĕ Çеçпĕл пултарулăхне пысăка хурса хаклать, хăйĕн ывăлĕпе мухтанать. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче вăл чăваш литературин ылтăн çÿпçине кĕме пултарнă произведенисем çырайнă. Çеçпĕл Мишши сăввисене тĕнчери 55 чĕлхепе вулаççĕ паян. Кашни йĕрки, кашни ахахĕ паянхи кун та хăйĕн хăватне çухатмасть.

Çеçпĕл пултарулăхĕ хăйĕн тĕрлĕ енлĕхĕпе тĕлĕнтерет. Вăл поэт, прозаик, идеолог, шухăшлавçă, политик...

Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ.

Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ.

Вăхăт çитĕ - чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ.

Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле

савса юрлĕ вăл.

Çак йĕркесене поэт тăван чĕлхе чĕрĕлсе вăй илессе, чечекленессе шанса çырнă. Поэт халăхăн пуласлăхне çеç мар, унăн пурнăç хăвачĕн вăрттăнлăхне те аван пĕлнĕ, курса тăнă тейĕн. «Чăваш хулисенче ирĕклĕ чăвашсем, кăткăсем пек тăрăшса, хăйсене епле аван, çавăн пек канлĕн ĕçлĕç», - тесе çырнă. Кăткă сăнарĕпе халăх вăйне, чăваш кăмăлĕн уйрăмах палăрса тăракан енĕсене сăнарланă вăл. Чăвашăн пуласлăхне ĕненнĕ.

Юлашки вăхăтра революционер поэт пирки тĕрлĕрен калаçнине илтме пулать: хăшĕсем ăна хурлаççĕ, теприсем унăн пĕлтерĕшне вышкайсăр çĕклеççĕ... Çапах та, кирек мĕнле пулсан та, Çеçпĕл Мишши пирĕншĕн, чăвашсемшĕн - курăмлă пулăм. Революционер-и вăл, çĕнĕ пурнăçа, пуласлăха илемлетсе курнă-и - çакна хăйĕн халăхĕн ячĕпе, унăн телейĕпе çыхăнтарнă.

5 çул каялла республикăра сăвăçăн 110 çулхи юбилейне сумлăн ирттернĕччĕ. Çеçпĕл Мишши фончĕн пуçарăвĕпе Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остер хулинче чăвашпа украин халăхĕсен туслăх каçĕсем иртрĕç. «Çеçпĕл кăвайчĕсем» тата «Çеçпĕл чĕнĕвĕ» поэзи фестивалĕсем йĕркелерĕç.

* * *

Юбилей тĕлне Çеçпĕл Мишши музейĕ поэзи конкурсĕ ирттернĕ. Унта унăн сăввисене темиçе чĕлхепе янратнă. Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче йĕркеленĕ уявра шăпах çĕнтерÿçĕсене сăмах пачĕç. Чăвашла, вырăсла, акăлчанла, таджикла... илтĕнчĕç çивĕчлĕхне, хăйĕн хакне çухатман сăвă йĕркисем.

«Эпĕ 1978 çултанпа çакăнта килетĕп, анчах кун пеккине курман», - палăртрĕ Çеçпĕл Мишши фончĕн пуçлăхĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай. Çеçпĕл сăввисене туйăмпа вулакансем, чăнах, уяв сĕмĕ кĕртрĕç. Ахальтен мар Валерий Владимирович поэзи пăрланнă чĕресене те ирĕлтерни пирки каларĕ.

«Ноябрь уйăхĕ пуçлансанах эпир Çеçпĕл Мишши çуралнă куна кĕтме пуçлатпăр. Кăçал та яланхи пекех çанталăк уяр. Канаш районĕнчи Çеçпĕлте сăвăçăн юбилейĕ тĕлне палăртнă ĕçсене хăвăртлатма лекрĕ. Унта поэтăн бюстне юсаса çĕнетрĕмĕр», - терĕ ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов. Çакăнта паллă ентешне халалласа 1969 çулта лартнă панулми садне те йĕркене кĕртесшĕн.

Лев Кураков академик Çеçпĕл Мишши хура халăхшăн тăрăшнине палăртса хăварчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Игорь Кушев çĕнĕ ĕмĕр поэчĕ вăхăт таппинчен те маларах пыни çинчен сăмах хускатрĕ. Çамрăк ăру чун-чĕререн вулакан сăвăсем тыткăнланине пытармарĕ. Апла тăк чăваш халăхĕн пуласлăхĕ çутă, чĕлхи вилĕмсĕр.

«Мĕн пĕчĕкрен ун хÿттинче пурăннине туйнă. Пирĕн ял Касаккассинчен /халĕ Çеçпĕл/ инçе мар. Çеçпĕл Мишши çуралнă кун атте çавăнта илсе каятчĕ. Отпускра тăван тăрăха таврăнакан шăллĕпе Гурипе те хутшăннă. Вăл та пиччĕшĕ çинчен нумай каласа кăтартнă. Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 70 çул çитнине паллă тумашкăн пирĕн тăрăха Чăваш Республикинчен, Мускавран, Украинăран хăнасем пуçтарăннăччĕ. Ун чухлĕ писатель ĕмĕрне те курман. Шăхасанти Çеçпĕл музейĕнче литература урокĕсем ирттерни те пултарулăха ырă витĕм кÿнĕ», - аса илчĕ ЧР Профессионал писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Сергей Павлов.

«Унăн ĕçĕ-хĕлĕ чăваш халăхĕн пурнăçĕпе çыхăннă. Çеçпĕл уявне хутшăнманниех - çылăх», - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Раиса Сарпин сăмахĕсемпе килĕшмелле. Чăнах, сумлă çынсен юбилейĕсене пысăкрах йышпа паллă тăвас килет. Шкулсенче, ача сачĕсенче, культура çурчĕсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркелени лайăх паллах. Çеçпĕл Мишши палăкĕ умне пырса пуç тайма вăхăт тупаймастпăр-ши вара?

Чăваш наци конгресĕн вице-премьерĕ Петр Ивантаев нимелле укçа пуçтарни тавра сăмах хускатрĕ. 1999 çулта Çеçпĕл Мишшине халалласа йĕркеленĕ мероприятисене ирттерме 150 миллион тенкĕ пухнă. Çак нухратпа парк та уçнă, шкул та юсанă... Вăл каланă тăрăх, пĕлтерĕшлĕ ку ĕçе пурте пĕр сăмахсăрах укçа хывнă. «Çеçпĕл Мишшин хăвачĕ пĕтмĕ», - çирĕплетрĕ Петр Васильевич.

Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев Çеçпĕл Мишши чăвашсене украин халăхĕпе çывăхлатни çинче чарăнса тăчĕ. Çак палăка уçма та аякри тăрăхран хăнасем килнине аса илчĕ. Кăçал, Украинăри лăпкă мар лару-тăрăва пула, пирĕн делегаци инçе çула тухайман. Çак кунсенче Остер шкулĕнче те Çеçпĕл Мишшине халалласа уяв йĕркелĕç.

«Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем!

Вуткайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр çĕршыв уттинчен!» - пĕтĕмлетрĕ Валерий Туркай.

Çакăнта пуçтарăннисем пĕр пулса чăваш халăхĕн аталанăвне тÿпе хывмалли тавра калаçрĕç.

Елена АТАМАНОВА,

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.