Комментировать

15 Ноя, 2014

"Космос тетчĕç мана ялта"

11 ача ÿстернĕ Суйкка аппа халĕ те чăваш кĕпипех çÿрет

"Уй пек аслă, вăрман пек хунавлă пулăр",- аса килеççĕ пил сăмахĕсем. Чăннипех хунавлă вĕсен çемйи, йăх йывăçĕ вара тарăн тымарлă, йышлă туратлă. Сăмахăм Канаш районĕнчи Янкăлчра пурăнакан Зоя Петрова пирки. Çак кунсенче 8 теçетке çула хыçа хăварнă Зоя Ефимовна пек пуянни тек çук ялта. Вăл, пăрчăкан пек çивĕч те, пыл хурчĕ пек ĕçченскер, 11 /!/ ача пăхса ÿстернĕ. Паян ăна 22 мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукĕ хĕпĕртев кÿрет.

Анне... Кашни ачинех хăйне май асамлă вăй парса тăрать вăл. Çав хăвата ăçтан тупать-ши вăл? "Ача çуратнă хĕрарăмăн айван пулма ирĕк çук",- тетчĕ мăн асанне. Маларах çак сăмахсен пĕлтерĕшне ăнкарман пулсан - халĕ питĕ лайăх ăнланатăп.

Зоя Костылева /хĕр чухнехи хушамачĕ çапла унăн/ нумай ачаллă, хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче вăл шкулта 5 класс кăна пĕтернĕ. 6-мĕш класа çÿремелле чухне ăна аслăрах хĕрсем фермăна сысна çурисене пăхма чĕннĕ те турткалашса тăман вăл - хаваспах килĕшнĕ. "Сыснасем валли хĕлле вакран шыв турттараттăмăр. Çур çĕрте вĕсем валли пысăк хуранпа апат пĕçереттĕмĕр. Черетпе ферма пÿртне çĕр каçма /дежурствăна/ юлмаллаччĕ. Аслăрах хĕрсем хушăран улах ларатчĕç, унтах алĕç тăватчĕç. Вĕсем патне каччăсем те килетчĕç. Юрлатчĕç те, ташлатчĕç те хайхисем. Манăн вара питĕ çывăрас килетчĕ, хам ята йĕкĕт те çукчĕ. Эпĕ кăмака çинче çывăрма тесе килтен икĕ утиял илсе кайнăччĕ. Çавсем çине выртса лайăх кăна хам тавралла чĕркенеттĕм. Унтан çакăпа туртса çыхаттăм. Алăсене кăна ирĕклĕ хăвараттăм. Вара кăмака çине хăпарса выртаттăм. Çывăрса кайсан кĕпе уçăлса каясран та, каччăсем пырса тытасран та хăранă. Çапла кашнинчех çыхăнса выртнă эпĕ. Çамрăксем пырса пăхнă мана: чĕркенсе, çыхăнса выртнăскер скафандра аса илтернĕ-ши - Космос тетчĕç мана", - йăл кулса аса илет халĕ иртнине Суйкка аппа. Ялта ăна хисеплесе пурте çапла чĕнеççĕ. Вăт епле упранă вĕсем, ун чухнехи хĕрсем, чыса!

"Суйкка, никам хапхи умне те ан тăр, çын картлашки çине ларса ан çÿре. Пĕр арçын ачапа та ан калаç. Асту, вăййа кăлармастăп", - тăтăш асăрхаттаратчĕ атте. Эпĕ вара вăйă юррисене шăрантарма питĕ юрататтăмччĕ. Сасă уçă пулнăран ялан вăйă пуçлаттаратчĕç мана. Эх, пурнăçăн кукри нумай, хам ĕмĕрте кашни кукăрах кĕрсе куртăм пулĕ. Анчах пĕр япалана лайăх пĕлетĕп - ачасем пулман тăк вĕлерсен те çак таранччен пурăнаймастăмччĕ", - чунне уçрĕ Зоя Ефимовна.

1955 çулта Зоя Костылева кÿршĕ ялти Чакаçри Алексей Петрова качча тухнă. Салтакран тин килнĕ каччăна тупса панă ăна. "Телейлĕ юрату, ачам, чăваш хĕрĕ валли пинре те пĕрре çук", - тесе вĕрентнĕ мана ваттисем. Тата хĕрарăм мар, арçын юратни хаклăрах пурнăçра. Кайнăскер намăс курас темен, йĕркеллĕ, килĕштерсе пурăнма тăрăшнă. Туйне вара ĕлĕкхи йăлана пăхăнса тунăччĕ. Хĕр илме арçынсем юланутсемпе килнĕччĕ. Урапа çине туй арăмĕсем вырнаçнăччĕ. Кайран унта хĕр туприне - тÿшек, минтер, арча - тиерĕç. Ирхине 9 сехетрен пуçласа каçченех хĕр йĕрри йĕртнĕччĕ. 2-мĕш кунне - çĕнĕ хăта, 3-мĕш кунне - пичкепе, сăрапа килнĕ. 4-мĕш кунне каччă килне çĕнĕ çын яшкине çиме пухăннă. 4 кун хушшинче кĕрекере ларса, сăра шăрши шăршласа йăлăхсах çитнĕччĕ. Хам ĕмĕрте виçĕ пÿрт лартмалла пулчĕ. Чакаçра малтанах йывăç пÿрт çĕклерĕмĕр, каярах чул çуртах тăвас терĕмĕр. Анне вилсен Чакаçа куçса килтĕмĕр те - кунта та кирпĕчрен çурт лартрăмăр. Пурнăçра темĕн те курнă, анчах хăвăн ачуна юлашки çула ăсатасси питĕ хăрушă. Çутçанталăк саккунне хирĕçле пулăм. Чи аслă хĕрĕмĕре Шурăна чир пиртен вăхăтсăр уйăрса кайрĕ", - хурланчĕ ватă аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май.

Зоя Ефимовнăпа Алексей Петрович 4 ывăлпа 7 хĕре пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Тĕпренчĕкĕсене - Нинăна, Владимира, Николая, Анатолие, Татьянăна, Людмилăна, Еленăна, Светланăна, Юрие, Галинăна - лайăх воспитани панă, ĕçе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Тĕрлĕ çĕрелле саланнă вĕсем, расна отрасльте вăй хураççĕ. Апла пулин те тăван амăшне манмаççĕ, уявсенче кăна мар, канмалли кунсенче те килсех çÿреççĕ. Ашшĕ Алексей Петрович 2004 çулта пурнăçран уйрăлнă хыççăн пушшех те амăшне салхуланма, кичемленме парас мар теççĕ вĕсем. Паян Зоя Ефимовна ывăлĕпе Владимирпа тата кинĕпе Валентинăпа пурăнать. Халĕ те выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ вĕсем. Зоя Петровăна I степень "Ача амăшĕн медалĕпе", 1, 2, 3 степень "Ача амăшĕн мухтавĕ" орденĕсемпе наградăланă, "Ача амăшĕ-героиня" Хисеплĕ ята тиĕçнĕ. Çавăн пекех вăл ĕç ветеранĕ те.

"Алăри пÿрнесем пекех кашни ачи расна",- тет кинемей. Çав вăхăтрах нихăшне те уйăрмасть, кашнинех юратать. Вĕсем пирки вăл сехечĕ-сехечĕпех каласа пама пултарать. Зоя Ефимовна фермăра, колхозра чылай çул ĕçленĕ, звеньевой та пулнă. Ун чухне радио пулман, кашни киле шаккаса ĕçе чĕнсе çÿреме тивнĕ. Çĕрулми, кăшман, тырă та çумланă. Кÿршĕ ялсене те кайса пулăшнă. "Ĕçе кайнă чухне ачасене питĕрсе хăвараттăм. Пĕчĕккисем валли мачча каштинчен сăпка çакса панăччĕ. Утма пуçланисем валли чуччу ăсталанăччĕ. Кравать айĕнче яланах яка хăма пулнă. Ăна хурса ярăннă тĕпренчĕксем. Пĕрре кăнтăрлахи апата килтĕм те - пÿртре никам та çук! Пĕри простыньăпа çыхăнса чÿречерен аннă та алăка уçса ыттисене кăларнă. Алăкне çăраççипе питĕрсе хăварма та манман. Тепрехинче таврăнтăм та - килте кĕл кăна! "Анне, эпир çумăр çутартăмăр!"- теççĕ хайхисем ним пулман пекех. Мĕн кăна курман-ши?"- иртнине татах куç умне кăларчĕ Суйкка аппа. "Кашни кун тĕпел кукринче апат пĕçернĕ хыççăн урая тап-таса çуса каятчĕ. Крыльца вĕçне те куллен çума вăхăт тупатчĕ. "Пушмакăрсене çуса хурăр, типме лартăр"- вĕрентетчĕ пире. Ачисене ялан таса çÿретнĕ. Çи-пуçне хăй çĕлетчĕ, тĕрлесе капăрлататчĕ. Мăнкуна яланах кашни ачинех çĕнĕ кĕпе, çĕнĕ сандали туянса панă. Хăй те вăл ялан типтерлĕ, ятуллă тăхăнатчĕ. Шурă тутăр çыхатчĕ, шурă саппун çакатчĕ, уринче чăлт шурă нускиччĕ. Халĕ те анне хитрене юратать, апла пулин те майралла мар, чăваш кĕпипех çÿрет. Пире таса çÿретес тесе вăл хĕлле пĕвере вак касатчĕ. Ăна хĕл каçипех шăнма паман. Унта куллен япала чÿхеме каятчĕ, çара алăнах ĕçлетчĕ. Эпĕ нарăс уйăхĕнче качча кайнă. Пĕр ирхине ултă сехетре мана анне вăратать: "Света, тăр, паян санăн туй. Унччен вакка кайса кĕпе чÿхесе кил"- тет. Пиллĕкре тăрса пĕр витре япала ухма та ĕлкĕрнĕ вăл. Çĕнĕ япала илсе килсен пире: "Аçуна питех ан кăтартăр, кайран вăрттăн тăхăнатăр",- тетчĕ. Пасартан çыххи-çыххипе сушка çакса килетчĕ, повидлăна, халвана пысăк банкăсемпех туяннă. Пире чылайăшĕ: "Эсир яшкана хуранпах пĕçернĕ-тĕр?"- теççĕ. Ачасем пĕр вăхăтрах ÿсмен те 6 литрлă кастрюльпе янтăланă апат пурне те çитнĕ"- калаçăва хутшăнать Зоя Ефимовнăн хĕрĕ Светлана.

Çапах та епле-ха Зоя Петрова 11 ача çуратма хăраман? Хевте епле çитернĕ-ха? "Ара ăшран тухать те - ăна пăрахни çылăх тесе шикленнĕ. Харпăр хăйĕн вĕт-ха вăл. "Татах çурататăн-им-ха?"- мăкăртататчĕ упăшка. Йывăр çын чухне те чупса çÿресе ĕçлеттĕм. Чи кĕçĕннине эпĕ 45 çулта чухне çуратнă. Ывăлăм Вова ун чухне çарта пулнă. Хĕсметрен таврăнчĕ те: "Ку мĕнле ача?"- тесе ыйтрĕ пĕчĕк хĕрĕм çине куç ывăтса. Питĕ именнĕччĕ эпĕ ун чухне. Больницăна çăмăлланма кайнă чухне ачасене тăвансемпе хăварнă. Таврăнаттăм та: "Анне, ку мĕнле ача, ăçтан тупрăн?"- ыйтатчĕç тĕпренчĕксем. "Канаша кайрăм та вокзал патĕнче чăркаса хунă ача йĕрсе выртать, шеллерĕм ăна, илсе килтĕм ав", - теттĕм вара. Больницăна çăмăлланма кайнă кун кăмакана çăкăр, кукăль хывса хăварни те пулнă. Шкулта вĕренекен хĕрĕмсем вара вĕсене тăхтав вăхăтĕнче килсе кăмакаран кăларнă",- каласа парать Суйкка аппа.

Хăйне телейлĕ тет Зоя Ефимовна. Пурне те хăй пек нумай пурăнма, ачасен пархатарне курма сунать вăл. Тĕрĕс пурăнас тесен вара Турра ĕненмелле тет. "Халĕ те ĕçлес килет, анчах вăй çитмест. Кунне темиçе хутчен выльăх картине тухса кĕретĕп. Пăхса хăть йăпанасчĕ тетĕп",- çапла каласа ăсатрĕ мана ялти хисеплĕ хĕрарăм. Эпĕ вара унпа паллашма тÿр килнишĕн тахçанчченех хĕпĕртесе çÿрерĕм.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.