Уэлен - инçетре те, çывăх та
Çĕрпÿ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, çамрăклăхне малтан Инçет Хĕвел тухăçĕнче, кайран Чукотка наци округĕнчи Уэлен поселокĕнче ирттернĕ Иван Павлов икĕ теçетке çула яхăнах Йĕпреç поселокĕнче пурăнать. Вăл кунта çемйипех куçса килнĕ, çурт туяннă. Ачисем тахçанах саланса пĕтнĕ. Юратнă мăшăрĕ виçĕ çул каялла çĕре кĕнĕ. Ĕç ветеранĕ халĕ пĕчченех кун кунлать.
Пĕррехинче хăнана кĕрсен акă мĕн тĕлĕнтерчĕ: стена тăршшĕпех вырнаçтарнă шкапсенче кĕнеке - туп-тулли.
- Пĕчченлĕхе сирме пулăшаççĕ мана, - терĕ кил хуçи, килнĕ çынна тĕпелелле иртме сĕннĕ май. - Хама вĕсемпе туслашма кам пулăшнине пĕлетĕр-и? Вăл - пĕтĕм тĕнчипех палăрма ĕлкĕрнĕ чукча çыравçи Юрий Рытхэу!
Чăваш çынни унпа иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче паллашнă. Вăл ун чухне Лăпкă океан флотĕнче хĕсметре тăнă. Моряксем патне пĕррехинче çыравçăсен ушкăнĕ килнĕ. Тĕл пулура Юрий Рытхэу та пулнă. Ăна та сăмах калама черет çитнĕ. Çамрăк çыравçă хăйне шăтарасла тинкерекен моряксене куç айĕн сăнаса çапла ыйтнă: «Манăн «Время таяния снегов» трилогие сирĕнтен кам та пулсан вуланă-и?» Телее, йышлă ушкăнран Иван Павлов çеç аллине çĕкленĕ.
- Мана çавăнтах алă пусса кĕнекине парнелерĕ, - çав саманта куç умне кăларма кăмăллă пулни палăрчĕ-тĕр: ентешĕн сăн-питне ăшă кулă иленчĕ. - Кайран та, тĕл пулу вĕçленсен, вăл манпа чылайччен калаçрĕ. Хĕсмет хыççăн Чукотка тăрăхне çитсе курма чĕнчĕ.
Иван Павлов моряк тумне хывсан тăван тăрăха таврăнма васкаман-ха. Владивостокри апат-çимĕç промышленноçĕн институтне куçăнлă майпа вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен ăна Чукотка наци округĕнчи Уэлен поселокне янă. Кунта çав вăхăт тĕлне çĕнĕ пекарня ĕçе кĕнĕ.
Уэлен - Юрий Рытхэун пĕчĕк тăван çĕр-шывĕ. Акă ăçта илсе çитернĕ шăпа чăваш çамрăкне! Иван Сергеевич каллех аса илÿ тĕнчине «путрĕ»: «Паллă çыравçă тăван поселокне тăтăшах килсе çÿретчĕ. Кашни хутĕнчех ентешĕсене кăпăшка çăкăрпа тивĕçтерекен завод директорĕ патне кĕрсе тухма вăхăт тупатчĕ, хăйĕн кĕнекисене парнелесе хăваратчĕ. «Под сенью волшебной горы», «Чукотская сага», «В долине маленьких зайчиков», «Ленинградский рассвет», «Сон в начале тумана», «Иней на пороге», «Конец вечной мерзлоты», «Белые снега» кĕнекисене, халал сăмахĕ çырса панисене, чи хаклă тупра вырăнне хурса упратăп». Çапла каларĕ те Иван Сергеевич шкапран «Под сенью волшебной горы» кĕнеке илчĕ, кирлĕ вырăна шыраса тупса мана сасăпах вуласа пама ыйтрĕ. Акă мĕн çырнă Юрий Рытхэу /вырăслах илсе кăтартатăп/: «Русское слово «хорошо» мне представляется круглым, теплым, похожим на свежеиспеченую, только что вынутую пекарем Павловым из печи буханку хлеба. Возможно, это от того, когда пекарь, довольный своей работой, вынимая теплый хлеб и протяжно, со вкусом произносит: «Хо-ро-шо!»
«Çăкăр пĕçерекен Павлов кам тетĕр-и? Вăл - эпĕ, эпĕ! - пĕчĕк ача пек хĕпĕртенĕ Иван Сергеевич урисемпе пĕр вырăнта тăпăртатса илчĕ. - Юрий Рытхэу мана Уэленри ашшĕ-амăшĕ çуртне хăнана темиçе те чĕннĕ. Кĕрекере эпĕ Тихон Семушкин, Николай Шундик, Григорий Ходжер, Владимир Санги тата нумай çыравçăпа паллашнă. Чăвашран пулнине пĕлсен ман умрах пирĕн паллă поэтсене - Петĕр Хусанкайпа Ухсай Яккăвне аса илетчĕç. Юрий Рытхэу хăй Ухсай Яккăвне ытларах хисепленине пытармастчĕ. Эпĕ Çурçĕре мухтаса çыракансемпе хĕрсе нимĕнле тавлашăва та кĕмен. Чăваш çыравçисем çинчен сăмах хускатсан шарламасăр шăп лараттăм. Мĕншĕн тесен ун чухне Хусанкая та, Ухсая та вуласах кайман...»
Иван Сергеевич каланă тăрăх, вăл Юрий Рытхэупа юлашки хут çыравçă 60 çул тултарнине чысласа Уэлен поселокĕнче иртнĕ савăнăçлă пухура тĕл пулнă.
- Культура çуртĕнче халăх лăк тулличчĕ, - аса илÿ çăмхине малалла сÿтрĕ кил хуçи. - Юбилейне вăл 1990 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирттерчĕ. Хăй пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. «Çак кун - хĕрарăмсен, - терĕ ун чухне Юрий Сергеевич. - Сăваплă куна темиçе уяв туса пĕчĕклетес мар...»
Чукоткăран куçса килнĕренпе Иван Павлов унта пĕрре те кайса курман, Юрий Рытхэупа та çыхăну тытман. Анчах массăллă информаци хатĕрĕсем урлă анлă тавра курăмлă та пултаруллă, хайлавсене чукчалла та, вырăсла та ăста çыракан писатель халĕчченех ăнăçлă ĕçлени çинчен пĕлсех тăрать. Унпа паллашса туслашма шăпа пÿрнĕшĕн чĕререн савăнать.
Геннадий КУЗНЕЦОВ