Комментировать

15 Янв, 2014

Трак ен Кулибинĕсем

Пирĕн тăрăхри ялсенче ăста алăллă çын нумай. Мĕн кăна хатĕрлемеççĕ-ши вĕсем? Пĕри карçинкка-лăпă çыхать, тепри йывăçран кĕлетке касса кăларать, виççĕмĕшĕ техника енне туртăнать. Тăваттăмĕшĕ юнашарах пурăнсан та тепĕр чухне пушă вăхăтра вăл мĕнпе аппаланнипе кăсăкланмастпăр. Çак тĕрĕс марлăха пĕтерес тĕллевпе район администрацийĕн ял хуçалăх тата апат-çимĕç пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Виталий Чаховскипе патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн ертÿçи Юрий Иванов пуçарăвĕпе пуçласа «Трак ен Кулибинĕ - 2013» конкурс иртрĕ.

Вырăнти Кулибинсем çав кун Красноармейски салинчи Васильев урамĕнче хăйсем ăсталанă техникăпа паллаштарчĕç. Чатукассинчи Артур Петров заводра кăларакан мотоблока хăйне кирлĕ пек çĕнетнĕ. Халĕ унпа прицеп кăкарса çÿреме меллĕ. Яманакри Андрей Федоров килтех мини-трактор ăсталанă. Кил-тĕрĕшри ĕçе пурнăçлама юрăхлă. Çак ялти Эдуард Яковлев мотоболотоход - квадроцикл майлаштарнă. Сăмах май, ку - унăн пĕрремĕш ĕçĕ мар, «техника паркĕ» майĕпен пуянлансах пырать. Пулайкасси ялĕнчи Анатолий Ефремов та тимĕр-тăмăрпа аппаланма кăмăллать, вăл хăй пуçтарнă кустăрмаллă трактора патшалăх регистрацийĕ витĕр те кăларма пултарнă. Кунтах - утă кĕрепли, плуг, культиватор тата ытти агрегат.

Красноармейски ялĕнчи Сергей Хитрин хăй вăхăтĕнче Китайра тунă пĕчĕк трактор туяннă, ытти механизмпа агрегата, вăл шутра - прицеп, çĕр улми кăлармалли хатĕр, хăй ăсталанă. Халĕ сажалкăна пухса çитересшĕн. Пшонкăри Юрий Ильин чылай вăхăт инженерта ĕçленĕ, район депутачĕ те. Юрий Алексеевич та ăста алăллă, тăванĕсем пулăшнипе кустăрмаллă трактор пуçтарнă, ун хыçне утă-улăм рулонĕ тиемелли хатĕр çакнă. Йÿçкассинчи Станислав Владимиров - тивĕçлĕ канура. Килĕнче пуян мастерской пур. Токарь станокĕ вырнаçтарнăран чылай пайпа детале хăех ăсталать. Кустăрмаллă тракторпа, юр çÿренпе тата косилкăпа мухтанма пултарать. Кĕçех вездехода пуçтарса пĕтерĕ.

«Трак ен Кулибинĕ - 2013» конкурс йĕркелÿçисем Станислав Германовичпа çÿлерех асăннă ăстасене Дипломпа, хаклă парнепе чысларĕç. Кăçалхи тупăшăва хутшăнакансен шучĕ ÿсес шанăç пысăк.

Виктор ДАНИЛОВ.

Красноармейски районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.