Комментировать

13 Ноя, 2014

Тăвансемпе савнă килтен хакли тата мĕн пур-ши?

(Н.В. Шупуççыннин «Йĕкĕрлĕ курка» сăвви тăрăх)

Н.В. Шупуççынни (Васильев) - ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче палăрнă поэтсенчен пĕри. 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 125 çул çитет. Тĕрлĕ çулта чăваш литература тĕпчевçисем - А. Отачкин, Хумма Çеменĕ, Г. Келли, В. Канюков, В. Эзенкин, Г. Юмарт, Ю. Артемьев, В. Родионов Шупуççынни пурнăçĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ пăхса тухса хакланă. Вĕсем çыравçăн пултарулăхне тапхăрсем çине уйăрса пăхни унăн аталану çулне лайăхрах курма парать тенĕ. Тĕслĕхрен, В. Родионов çак шухăша «Вăтам шкулăн 10-мĕш класĕн чăваш литератури» вĕренÿ кĕнекинче (131 страницăра) çапла уçăмлатать: «Поэт ăçта пурăннине тата пулнине кура унăн пултарулăхĕн çак тапхăрĕсене палăртмалла: Чĕмпĕр тапхăрĕ* Çĕнĕ Аксу тапхăрĕ* вăрçă тапхăрĕ».

Çак ĕçре Н. Шупуççынни вăрçă тапхăрĕнче çырнă "Йĕкĕрлĕ курка» сăввине пăхса тухас терĕмĕр. Поэт кун-çулĕнчен çакă паллă: 1914 çулта Шупуççыннине империализм вăрçине илсе каяççĕ. Çакăнта салтак шухăш-кăмăлне палăртса темиçе сăвă çырать. Çыравçа вăрçă терчĕ-нуши те, тыл пурнăçĕ те канăçсăрлантарать. Салтакран Шупуççынни 1918 çулта тин таврăнать.

Н. Шупуççыннин «Йĕкĕрлĕ курка» сăвви 1914-1915 çулсенче çырнă. Ку вăхăтра поэт вăрçă çулĕсемпе çÿрет, тăвансемпе çуралнă еншĕн хытах тунсăхлать. Çав тĕп шухăш унăн «Йĕкĕрлĕ курка» сăввинче лайăх сисĕнет. Автор ăна тăватă йĕркеллĕ çаврăмпа çырнă. Сăвă пĕтĕмпе 4 çавраран тăрать. Лирика геройĕ - фронтри салтак. Вăл сăра куркине курсан инçетри тăвансене аса илет:

Йĕкĕрлĕ курка - сар курка,

Хĕррипе тан пыл сăра.

Ĕçес килсе ăш çунать,

Кам ĕçмешкĕн тав тăвать?

Сĕтел çинче ларакан тулли куркана илсе никам та ăна ĕçме сĕнмест иккен. Ют вырăнта пурте юрă:

Курка курнать - хамăр мар,

Аллăм çитет - ирĕк мар.

Йĕри-тавра ют çынсем,

Ăçта-ши ман тăвансем?

Канăçне çухатнă лирика геройĕ хыпăнса пăшăрханать:

Курка ларать - сăйламасть,

Хĕвел пăхать - ăшăтмасть,

Вĕрет хаяр сивĕ çил,

Ăçта-ши ман савнă кил?

 

Пыл сăрана тутанма

Мăшăр-мăшăр лармалла.

Ман мăшăрăм мĕнле-ши?

Унăн ĕçес килет-ши?

«Йĕкĕрлĕ курка» сăвăра тăван кил, тăван ен, çывăх çынсен сумĕпе хакне уçса парать, вĕсен пĕлтерĕшĕ аякра чухне татах та ÿснине палăртать.

Çыравçăн кăмăл-туйăмĕ тата сăввăн тĕп шухăшĕ икĕ сăнар - йĕкĕрлĕ курка тата лирика геройĕ - вăрçăри салтак - çыхăнăвĕнче палăраççĕ. Хайлавра малтан пуçласа вĕçне çитичченех лирика геройĕн кăмăл-туйăмĕ улшăнса пынине ÿкернĕ. Сăвăри лирика геройĕ йĕкĕрлĕ куркапа, сарă куркапа калаçса хăй туйăмне уçса парать. Куркапа калаçнă май вăл хăйне канăç паман ыйтусене хускатать.

Сăвăри йĕкĕрлĕ куркана, икĕ авăрлă е икĕ хăлхаллă хăна куркине, автор пĕрре тÿрĕ пĕлтерĕшпе сăра ĕçмелли хатĕр пек, тепре çын мăшăрланса, тăвансемпе пĕрле килĕштерсе, тулли пурнăçпа пурăннине палăртакан символ пек кăтартнă.

Н. Шупуççынни «Йĕкĕрлĕ курка» сăвва калаçу мелĕпе хайласа, риторикăллă ыйтусемпе ăста курса лирика геройĕн, вăрçăри салтакăн, чун тăрăмне кăтартма пултарнă.

«Йĕкĕрлĕ курка» сăвăра тăван кил, çывăх тăвансем, пурнăç çинчен каланисем пире те тарăн шухăша яраççĕ.

Юлия АНИСИМОВА, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ.

Шупашкар, А.Г. Николаев ячĕллĕ 10-мĕш шкул.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.