ТĂРУК ПУÇЛАНАТЬ
Инсульт е пуç миминчи юн çаврăнăшĕ çивĕччĕн пăсăлни - тăрук пуçланакан чир. Вăл пуç мимин юн тымарĕсенчен пĕри хĕсĕннипе, хупланса ларнипе е татăлса кайнипе аталанать. Темиçе минут хушшинче алă е ура вăйсăрланма, е туйми пулма, е хусканусен шайлашулăхĕ, куç курасси пăсăлма чĕлхе çыхланма, ăс-тăн пăтранма пултараççĕ. Хăш чухне çак паллăсем пурте палăраççĕ, тăн çухатнă тĕслĕхсем те пулаççĕ.
Чир сăлтавĕ мĕнре-ха? Вăл темиçе тĕрлĕ те.
1. Инсульта туртăм пурри. Вăл йăхран куçать. Çак чиртен хÿтĕленме ĕçпе кану йĕркине пăхăнмалла, сывлăха тухтăр патĕнче тĕрĕслеттерсех тăмалла, кирлĕ пулсан вăл çырса панă эмелсене ĕçмелле.
2. Стрессем - тăтăш хумханни, çывăрса тăранманни, ытлашши вăй хурса ĕçлени. Вĕсем юн пусăмне тăрук хăпартаççĕ, чĕре таппине хăвăртлатаççĕ.
3. Артери гипертонийĕ. Çак чирпе аптракансен инсульт гипотониксенчен 7 хут тăтăшрах аталанать.
4. Юнри холестерин шайĕ пысăк пулни юн тымарĕсен стенкисен пиçĕлĕхне чакарать, атеросклероз тăхисене пухăнма витĕм кÿрет. 40 çултан иртсен юнри холестерин шайне тĕрĕслеттерме çулталăкра пĕр хутран кая мар анализ памалла.
5. Чĕлĕм туртни инсульт хăрушлăхне 2 хута яхăн ÿстерет. Табак тĕтĕмĕнчи никотин, наркăмăшлă ытти япаласем чĕрене, пуç мимине, юн тымарĕсене кислород пырса тăрассине чăрмантараççĕ, юн тымарĕсен стенкисен пиçĕлĕхне чакараççĕ.
6. Гиподинами. Сахал хускануллă пурнăç кĕлетке виçине ÿсме витĕм кÿрет, юн тымарĕсемпе чĕрене кахаллатать, юн çаврăнăшне япăхлатать.
7. Самăрлăх чĕрене тивекен йывăрлăха ÿстерет.
Сăмах май, статистика тăрăх пирĕн çĕршыври çынсен 50 проценчĕ кăна инсульт паллисене асăнса тухма пултараççĕ, 20 проценчĕ çеç тăрук шалкăм çапсан мĕн тумаллине ăнкарать.
Тимлĕ пулăр, инсульта палăртма аптраса ÿкнĕ çынна ансат çак ĕçсене тума ыйтăр: кулса илме, ансат темиçе предложени калама, чĕлхине кăларма, икĕ аллине те çÿлелле çĕклеме. Çак ĕçсенчен пĕрне те пулин тунă чухне йывăрлăх сикске тухсан тÿрех «васкавлă пулăшу» чĕнмелле. Аптраса ÿкнĕ çынна больницăна май килнĕ таран хăвăртрах çитернипе унăн сывлăхĕ малашне мĕнле пуласси е пурнăçне çăлса хăварасси тÿрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа тăхтаса тăни, иртĕ-ха тесе шанни вырăнсăр тата питĕ сиенлĕ.
«Васкавлă пулăшу» киличчен мĕн тумалла-ха?
1. Чирлĕ çынна пуçне çÿллĕ минтер çине хуртарса вырттармалла.
2. Уçă сывлăш пырса тăма форточка уçмалла, çухине вĕçертмелле, тăвăртарах çи-пуçне хывса илмелле, пиçиххине салтмалла.
3. Юн пусăмне виçмелле. вăл ÿснĕ пулсан пациент ялан ĕçекен эмеле памалла.
4. Аптраса ÿкнĕ çын хăсма пуçласан хăсăкĕ сывлав çулĕсене лекесрен пуçне айккинелле çавăрмалла, аяла савăт тытмалла. Хăсма пăрахсан сывлама ирĕклĕрех пултăр тесе çăварне тасатса илмелле.
Инсультран сыхланма çак мелсем пулăшаççĕ.
1. Юн пусăмне виçсех тăмалла. Вăл ртуть юпин 130/80 миллиметрĕнчен ытларах пулмалла мар. 140/90-ран иртсен е тата ытларах пулсан инсульт аталанас хăрушлăх вун-вун хут ÿсет. Юн пусăмне куллен виçме килте тонометр пулсан аван. Юн пусăмĕ ÿснине асăрхасан хăвăр тухтăр патне каймалла, унăн сĕнĕвĕсене çирĕп пурнăçламалла.
Асра тытăр, гипертони - вăрах чир, унран куллен сипленмелле, тухтăрпа пĕрле юн пусăмне талăкра 130/80-ран ытла хăпарма паман эмелсем суйласа илмелле.
2. Юнри холестерин шайне палăртма çулсеренех липидограмма тутармалла. Унăн шайĕ ÿснĕ пулсан тухтăрпа канашласа ăна чакаракан эмел ĕçмелле. Сывă апат çимелле. Рационра чĕрĕ улма-çырлапа пахча çимĕç, тинĕс пулли ытларах пулмалла. Сахăр, тăвар виçине чакармалла.
3. Стресран хÿтĕленмелле, сиенлĕ йăласенчен /сигарет, алкоголь/ сивĕнмалле, спортпа туслашмалла, кĕлетке виçине йĕркере тытса тăмалла.
Елена ЦЫГАНЕНКО,
республикăн клиника больницин 1-мĕш неврологи уйрăмĕн заведующийĕ, медицина наукисен кандидачĕ.