ТĔЛĔНМЕЛЛЕ КАВĂН ПЫЛĔ
Кавăн пылĕ пĕвере, пыршăлăха сиплеме пулăшакан питĕ паха бальзам шутланать.
Вăл çемçетекен витĕмпе палăрса тăрать, çавна май унпа вар хытсан ăнăçлă усă кураççĕ. Çавăн пекех хулăн пыршă шыçнипе аптракан çынсене çăмăллăх кÿрет, апат ирĕлессине лайăхлатать. Ăна мĕнле хатĕрлеççĕ-ха?
Кавăн тăррине хупăлча евĕр касса илмелле, вăррипе чĕлкемĕсене кăлармалла та шала сахăр хĕрринченех тултармалла. Касса илнĕ тăррипе хупласа тарăн чашăка лартмалла. Сахăрĕ ирĕличчен, хуппи çемçеличчен тытмалла. Унтан шалти пыла банкăна ярса сивĕтмĕше лартмалла.
Пыла пĕр уйăхран та ытларах упрама юрать. Хăçан тата мĕн чухлĕ ĕçес килет - тархасшăн, сиен пулмасть. Кавăн пылĕ - пĕвершĕн чăн-чăн бальзам.
Унпа пыршăлăх чирĕсенчен те сипленеççĕ. Малтан 2 литр шывпа клизма партса пыршăлăха тасатмалла. Унтан 300 грамм кавăн пылне тин вĕренĕ 1 стакан шывпа хутăштармалла, пÿлĕм температуриччен сивĕтмелле те сиплĕ клизма лартмалла. Хырăм, çурăм çинче выртмалла, енчен-енне ытларах вăхăт çаврăнкаламалла, вара тин шĕвеке юхтарса кăлармалла.
Процедурăна эрнере пĕрре тумалла. Сăмах май, халăх сиплевçисем палăртнă тăрăх - ку хулăн пыршăри полипсенчен хăтăлмалли чи сиенсĕр меслет шутланать. Çак клизмăсем хыççăн куç хупанкисем, мăй çинчи, хул айĕнчи папилломăсем хăйсем тĕллĕнех çухалма пуçлаççĕ.