Комментировать

13 Ноя, 2014

СИКЕ-СИКЕ ХУХАТЬ

Начарланма пулăшакан гимнастика пур. Хăнăхтарусене пĕр-пĕрин хыççăн тăхтавсемсĕр тумалла. Пĕтĕмпех пурнăçласа пĕтерсен 1-2 минут канмалла. Унтан комплекса тата 1-2 хут тумалла.

  • Тÿрĕ тăмалла, унтан пĕçĕсем урайне паральлеллĕ пулмалла кукленмелле. Пĕçĕсене тÿрлетсе çÿлелле сикмелле. Чĕр куççисене кăшт хуçлатса ура лапписем çине анса тăмалла. Çурăма тÿрĕ тытмалла. 20 хут сикмелле.
  • Тÿрĕ тăмалла. Ура вĕçĕсене кăшт кăна çĕклесе çăмăллăн сиккелемелле. Чĕр куççисене кăшт хуçлатмалла, алăсене пилĕк çине хумалла. 1 минут тумалла.
  • Хуçлатнă алăсем çине выртмалла, лапписем хул пуççисен айĕнче пулмалла. Урасемпе çурăма тÿрĕ тытмалла, хырăма туртса кĕртмелле. Алăсене урайĕнчен çĕклемесĕр урасемпе çÿлелле сиксе илме тăрăшмалла. Сикнĕ чухне урасене айккинелле сармалла, тепре сикнĕ чухне пĕрлештермелле. Хусканăва 20 хут тумалла.
  • Тÿрĕ тăмалла. сылтăм урапа çÿлелле сикмелле, çак вăхăтра сулахай урана чĕр куççире хуçлатмалла, кăкăр патнелле туртмалла, каялла анса тăмалла. Кашни урапа 20-шер хут сикмелле.
  • Тÿрĕ алăсем çине выртмалла. Сылтăм урапа урайĕнчен тапмалла, ăна çĕклемелле, чĕр куççире хуçлатса кăкăр патнелле туртмалла. Унтан сикнĕ май урасене улăштармалла. Алăсене урайĕнчен çĕклемелле мар, çурăм тÿрĕ пулмалла. Кашни урапа 20-шер хут сикмелле.
  • Тÿрĕ тăмалла. Ура кĕлисемпе урайне шаккамалла - пĕтĕм кĕлетке чĕтрентĕр. Мĕн пур мышцăна çемçетмелле. Чĕтренÿ хусканăвне 1 минут тумалла.
  • Юлашкинчен урасемпе çурăмăн пысăк мышцисене туртăнтармалла та урайне выртса кĕлеткене 2-5 минут çемçетмелле.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.