Комментировать

13 Ноя, 2014

90 çул - мăнаçланмалли нумай

«Фармация» ПУП, республикăри чи пысăк аптека сечĕ, 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. «90 çул вăл - мухтанма юракан ÿсĕм. Паян пире опытшăн, шанчăклăхшăн тата ят-сумшăн шанаççĕ», - терĕ уявра Валерий Филимонов генеральнăй директор. Вăл - РФ тата ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, предприятие пĕр улшăнми 20 çул ертсе пырать.

«Фармация» ПУП историйĕ пуян та кăсăклă. 1924 çулта Чăваш облаç ĕçтăвкомĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ тата Етĕрне аптекисен, çавăн пекех Йĕпреçри тата облаçăн аптека склачĕсенчен /унăн хăйĕн лабораторийĕ, виçсе чĕркекен уйрăм пулнă/ никĕсĕ çинче «Чăвашмедторг» предприяти туса хунă. Штат 96 çынран /çав шутра 22 специалист/ тăнă. Пĕрлехи предприяти йĕркелени экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр сиплĕ ÿсентăран хатĕрлессине ÿстерме, халăх эмелсем туянассине лайăхлатма май панă. 1929 çул пуçламăшĕнче «Чăвашмедторг» предприятирен ЧАССР Сывлăх сыхлавĕн наркомĕн Чăваш аптека управленийĕ туса хунă. 1936 çулта вăл РФ Сывлăх сыхлавĕн наркомĕн Тĕп аптека управленийĕн /ТАУ/ Чăваш уйрăмĕ пулса тăнă. Малашнехи тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн республикăра фармацевтсем çитменни чăрмантарнă. 1936 çулта предприяти специалисчĕсем хутшăннипе, Сывлăх сыхлавĕн наркомĕн йышăнăвĕпе Шупашкарти фармацевтика шкулне уçнă. Çак шкул 1952 çулччен ĕçленĕ, аптекăн вăтам сыпăкри 900 яхăн специалистне хатĕрленĕ. 1959 çулта - черетлĕ реорганизаци, çавăнтанпа ЧАССР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Аптека управленийĕ малалла аталаннă: çĕнĕ аптекăсем уçнă, складсем хăпартнă, производство базисене анлăлатнă. 1968 çулта Аптека управленийĕ ЧР Министрсен Канашне пăхăнма пуçланă.

1988 çулта предприятие каллех çĕнетсе улăштарнă, ЧАССР Сывлăх сыхлавĕн «Фармация» производство пĕрлешĕвне туса хунă. 90-мĕш çулсенче районсен аптекисенчен чылайăшĕ юридици сăпачĕн статусне илнĕ. 2009 çулта ЧР Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Фармация» ПУПне районсенчи 26 аптекăпа пĕрлештернипе çĕнетсе улăштарнă. «Пирĕн умĕнхи ĕçтешсем тĕлĕнмелле кăсăклă, çав хушăрах йывăр та кăткăс çула утса тухнă. Вĕсем 20-мĕш çулсенче аптекăсене национализациленине курнă, çĕнĕ экономика политикине /НЭП/ хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хăйсене шеллемесĕр ĕçлесе, чылайăшĕ тăшманпа кĕрешсе Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ыттисемпе пĕрле халăх хуçалăхне çĕкленĕ, çынсем чирлессине тата вилессине чакарма ăнтăлнă, ÿсен-тăранран чĕр тавар хатĕрленĕ. Çĕнĕ аптекăсем, складсем, ĕçченсем валли çурт-йĕр хăпартнă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Пирĕн предприятири 3 çынна - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, пĕрне - «Халăхсен туслăхĕ», 6 çынна «Хисеп Палли» орденсемпе наградăланă. 3 фармспециалист «Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята, 40-шĕ «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 100 ытла специалист сывлăх сыхлавĕн отличникĕ пулса тăнă. Пĕтĕмĕшле илсен 90 çул хушшинче тĕрлĕ должноçра вуншар пин çын ĕçленĕ, вĕсенчен кашнин - хăйĕн шăпи, историйĕ. Пирĕн тĕллев - пуян çак еткере сыхласа хăварса пуянлатасси, ăна çамрăк ăрăва парасси», - тет Валерий Филимонов.

«Фармация» ПУП паян 55 аптекăна /çав шутра 23 филиала/, 99 аптека пунктне, хăйĕн транспорт служби пур аптека базине /курттăм сутаканнине/ пĕрлештерет. Предприятире 800 яхăн çын тăрăшать. Компанин Чăваш Енĕн фармрынокĕнчи тÿпи - 28%. «Фармация» конкуренци ÿссе пынине пăхмасăр рентабельлĕхне çухатмасть, ăнăçлă ĕçлет. Вăл Чăваш Енри федераци, регион çăмăллăхĕсемпе усă курма ирĕк пур чирлисене эмел хатĕрĕсемпе тивĕçтерет. Çавăн пекех - республикăри сиплевпе профилактика учрежденийĕсене те. Предприяти фармацевтикăн ертсе пыракан организацийĕсемпе килĕшÿсем ăнăçлăн тăвать, çакă унăн шанчăклăхĕпе пĕлтерĕшне кăтартать. «Фармация» ПУПра эмел препарачĕсен пахалăхне нумай шайра тĕрĕслессин тытăмне йĕркеленĕ: аптекăна çитнинчен пуçласа чирлĕ çынна сутни таранах.

Паянхи этем тавар пахалăхне те, хăйĕн ыйтăвне мĕнле татса панине те тĕплĕн тишкерет. Çакна пулах ертÿçĕсем предприяти имиджĕ пирки манмаççĕ, ассортимента пуянлатсах тăраççĕ, ĕçченĕсем клиентсемпе вашават пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче чылай аптекăра, çав шутра районсенче вырнаçнисенче те, юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Европа стандарчĕсене тивĕçтерекен оборудованипе пуянлатнă аптекăсене çÿреме чăнласах та кăмăллă.

Компани Чăваш Енри социаллă проектсене пурне те хастар хутшăнать. Унăн рейтинг кăтартăвĕсем - Раççей Федерацийĕн чи пысăк 100 аптека сечĕн йышĕнче. Шайлашуллă хаксем, çăмăллăхсен системи, паха препаратсемпе тивĕçтерни - çаксем йăлтах çынсене сывлăхне упраса хăвармашкăн пулăшассипе, пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе, ĕмĕре вăрăмлатассипе çыхăннă. Пĕрмай малалла ăнтăлни, çĕннинчен хăраманни «Фармация» ПУПа ăнăçлă ĕçлеме тата аталанма май параççĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.