Комментировать

12 Ноя, 2014

«Мĕнпе» мар, «кампа» мухтан

Ачисем йышлă пулнăран ырми-канми ĕçлеме тивнĕ Зверевсен. Тепĕр чухне çывăрма та вăхăт юлман. Колхоза тухса утиччен сакăр ачана (шел, пĕри пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă) тăрантарма кăмакаран кунсерен вĕри çăкăр пĕçерсе кăларма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа Зверевсем ирхине 3 сехетрех ура çинче пулнă. Республикипе палăрнă Петр Зверев осеменатор кама пăхнă тетĕр-и? Ĕçчен ашшĕпе амăшĕнчен тĕслĕх илсе ÿснĕ. Комсомольски районĕнчи Вутлан ялĕнче пурăнакан, "Рассвет" хуçалăхра тăрăшакан специалист кăçал республика шайĕнче иртнĕ професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтерсе Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕленĕ. Чи вăйлисем хушшинче пуçласа пĕрремĕш пулни пурнăçра сайра тĕл пулать.Инçетрен вăл паха опытпа таврăннă, çитес çул е виçмине çакă ăна, тен, хисеп картлашки çине хăпарма та пулăшĕ.

Кун çинчен пултаруллă специалистпа калаçăпăр-ха. Унччен маларах сăмах пуçарма тата темиçе сăлтав пур. Чÿк уйăхĕ Петр Зверевăн ашшĕпе амăшĕшĕн пит пĕлтерĕшлĕ. 61 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. "Пирĕн çуртра харкашу-çапăçу пулман, халĕ те лăпкă, шăпăрт", - тет кил хуçи хĕрарăмĕ, çичĕ ача амăшĕ Елизавета Васильевна. 13 мăнук, мăнукĕсен 6 ачи Зверевсен йăхне малалла тăсаççĕ. Аслашшĕн, кукашшĕн Василий Петровичăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине "хÿринчен" тытма тивнине те пĕлеççĕ.

1944 çулхи чÿк уйăхĕнче 17-ри Ваçлейĕн салтак ячĕ тухать. Кăшт вăхăтран ăна Германие мар, Инçет Хĕвел тухăçне яраççĕ. Ăнланмалла, фашистла Германие парăнтарасси паллă пулнă. Пирĕн çарсем майĕпен яппунсемпе кĕрешме çула тухнă. 1945 çулта Инçет Хĕвел тухăçĕнче чăваш каччи хăватлă çар техникинчен уйрăлман. Инçете перекен оруди 30-35 тонна тайнă. Унăн пăрăхĕн шăтăкĕнчен Ваçлейĕн пуçĕ çăмăллăнах кĕрсе тухма пултарнă. Унта 50-60 килоллă снарядсем чиксе яппунсем пытаннă вырăнсене пенĕ. Пĕр оруди патĕнче 14-15 салтак тăрăшнă. Ваçлей пушкăна снарядсемпе тивĕçтерекенсен йышĕнче пулнă. Яппунсен вут-çулăмне хирĕç пĕррехинче виçĕ машина снаряд пĕтерме тивнĕ. Алă вĕççĕн çĕкле-ха вĕсене! Юнлă çапăçусене, пĕр самантра вуншар салтак пурнăçĕ татăлнине курма тивмен пулин те Ваçлей вăрçă тутине чухласа илме ĕлкĕрнĕ.

Германие те çитнĕ. 1946 çулта хăнăхнă çар орудипе унăн чаçне шăпах унта куçараççĕ. "Америка Германие пайласран сыхланас тĕллевпе янă пире. Германин çур территорине Америка хăй ярса илесшĕн пулнă", - тет вăрçă ветеранĕ. Апла-и е капла-и, анчах Германире Василий Петровичăн 1951 çулчченех юлма тивет. 7 çул службăра тăнă салтак вăл вăхăта лайăх ас тăвать. Культура шайĕ унта çав тери пысăкчĕ тет.

Ялан çар техникипе юнашар çÿренĕ каччăшăн мĕн çывăх пултăр? Паллах, трактор. Анчах туй тумалăх укçа пуçтарма тракторпа пайтах ĕçлемелле. Пулăшакан çук. Ашшĕ тата пиччĕшĕ вăрçăран таврăнайман. Ытти пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен хăйсен çемье çавăрмалла. Тĕнче курнă чăваш çамрăкĕ геологсен ушкăнĕпе уран шырама Таджикистана тухса каять. Канавсем чавать, çапла майпа чулпа пĕрле уран тухнă. Тепĕр çул та çаплах тăвать. Вара çитĕ тет те 1953 çулта авланать.

20 çулти Лисук унăн мăшăрĕ пулса тăрать. Вăрманхĕрри Чурачăка Ваçлей тăтăшах çÿренĕ. Ытахальтен мар: Лисукăн аппăшне куç хывнă вăл малтанах. Каччă инçетрен таврăниччен лешĕ качча тухать. Ваçлей хыççăн хĕрсем пайтах чупнă-мĕн. Вăл вара йĕркеллине, кăмăла кайнине суйланă. Улахра Лисука килĕштернĕ.

Мăшăрлантăн пулсан - çурт ларт. Çемье пуçĕ Казахстана çерем уçма кайса килет. Ĕçлесе илнĕ тырăпа Зверевсем çурт хăпартаççĕ. Унтанпа çурт темиçе хут та çĕнелнĕ. Паян пурăнаканнине кĕçĕн ывăлĕ Петĕр тунă.

Виçĕ ывăлĕ ялта, иккĕшĕ Çĕпĕрте, икĕ хĕрĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Ачисенчен чылайăшĕ яла таврăнас шухăшлă. Хĕрĕсем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри çурт лартма тытăннă та. Çĕпĕрти ывăлĕ те яла килесшĕн. Ялти пурнăç йывăр тетпĕр, анчах терт-нушана сахал мар тÿснĕ аслă Зверевсен ĕмĕрĕ мĕне кура вăрăм-ши? Çемье пуçĕ кăрлач уйăхĕнче 88 çул тултарать, мăшăрĕ 82-е пуснă. Ĕç тытса тăрать мар-и пире пурнăçра? Тăхăр теçеткене çывхаракан Василий Петрович эпир çитнĕ чухне шăмшакне кăмака çинче ăшăтса выртмастчĕ. Килти хуçалăхра кроликсенчен уйрăлаймасть-мĕн, вĕсене тăрăшса пăхать. Çакна пире Зверевсен Светлана кинĕ пĕлтерчĕ.

Лисук аппана та лавккана вăштăр-вăштăр утнă чух тĕл пултăмăр. Епле правур калаçать тата! "Сирĕн мăшăр хăвăртан паттăртарах пек курăнать", - шÿтлесе тĕксе илтĕмĕр çемье пуçлăхне. "Ара, эпĕ çамрăкрах вĕт", - тÿрех хурав тупăнчĕ хĕрарăмăн. Çав хушăрах хушса хучĕ: "Пĕр-пĕрне тарăхни пулнă пулĕ пурнăçра, анчах асар-писер çапăçса курман, упăшка ман çине алă çĕклемен. Вăл мана сăмахпа та вăрçман. Хам ăна калакаланă". Ĕçкĕпе иртĕхмен, пирус туртман Зверевсем. Ачисем те çаплах. Тепĕр чух пурнăç тупсăмне шырама хăтланатпăр, мĕнре-ши пуянлăх тетпĕр? Тупсăмĕ ансат - ырăпа пурăнсан, ĕçлĕ пулсан кирли çитсе пырать.

Ирина Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.