Комментировать

12 Ноя, 2014

Пил сăмахĕ - ĕмĕре

«Алла тĕрĕ тытмасан кун ахаль иртнĕн туйăнать, - тет Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Галина Тимофеева. - Пуçланă ĕçе хăвăртрах вĕçлес килет. Тĕрленĕ май хамăн ĕçпе киленетĕп».

Çыхма-тĕрлеме ачаранах хăнăхнă вăл. Амăшĕ Мария Адюкова питĕ ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм пулнă. Хĕрĕсене пĕчĕкренех ал ĕçне вĕрентнĕ. Ку тĕлĕшпе хăй те палăрнă. «Пăлтăрта çакăнса тăракан Ромеопа Джульеттăна аппасемпе тăваттăн пĕрле тĕрлерĕмĕр, - аса илет иртнине Галина Ивановна. - Пурте шур пире йĕппе тирнĕ».

Ку тĕрĕ ăна шухă ачалăха, çамрăклăха аса илтерет. Вăл темрен те хаклăрах уншăн. Çавăнпа паянхи кунччен стена çинче çакăнса тăрать. Тăван килĕ питĕ çывăх хĕрарăма. Ахальтен мар хăй вăхăтĕнче Елчĕкри хваттерне пăрахса яла куçнă вăл. «Кунта хама йăпанмалăх пахча та пур, чăх-чĕп те тытатăп», - терĕ Галина Тимофеева. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ĕмĕрĕнче тăватă çурт лартнине пĕлтерчĕ. Иккĕшĕ те вырăнти хуçалăхăн сысна ферминче ĕçленĕ. Пилĕк ача çуратса .стернĕ вĕсем, ура çине тăратнă. Сăмах май, ывăлĕ Виталий Адюков - паллă юрăç. Ашшĕ-амăшĕн çуртне паян Галина Ивановна тирпейлесе пурăнать. Аппăшĕсемпе шăллĕне ырă сунса кĕтсе илет, ăсатать. Тăван кил-çурт ăшши упраннишĕн, унăн алăкĕ хупăнманнишĕн савăнаççĕ пĕр тăвансем, Галинăна тав тăваççĕ.

Пĕчченех пурăнать вăл. Тĕрĕ тĕрлесе йăпанать. Ытларах ятарлă схемăпа тĕрлет. Вĕсене лавккара туянать. Юлашки вăхăтра турăшсем тĕрлеме тытăннă. Ку тĕлĕшпе ăна Александр атте пил панă. «Вĕсене тĕрленĕ май чунра çăмăллăх туятăп, - пĕлтерет Галина Ивановна. - Сутмастăп, тус-тăвана, юлташсене парнелетĕп».

Хăйĕн ĕçĕсене районти, ялти куравсене тăратать Хальлĕхе ятарлă выставка йĕркелемен. Тен, малашне тĕллевĕ пурнăçланĕ.

Юрлама та кăмăллать хĕрарăм. Ку енĕпе те амăшĕ ăста пулнă. Чылай юрă парнелесе хăварнă вăл ачисене. Халĕ вĕсене Виталий Иванович та шăрантарать. Унсăр пуçне Аслă Елчĕкри «Сăрнай» ушкăн та. Фольклор ансамбльне ç.рекенсем районти, республикăри мероприятисене яланах хутшăнаççĕ.

Унта-кунта концертпа кайма - пурте куç умĕнче. Икĕ-виçĕ чăваш кĕпи çакăнса тăрать п.лĕмре. Пурте сцена çине тухмаллисем. «Кĕпе-тумтир ытларах арчаран тухать. Аннен тепĕр 4 кĕпе пур. Вĕсемпе те усă курасшăн», - кăмăллăн сăмахларĕ хĕрарăм.

Амăшĕн тĕррисене те, тумтирне те упрать вăл. Кун çути панă чи çывăх сăнара чĕрере тытать. Унăн юррисене «чĕртсе» халăх умне кăларать. Çакăнтан ырри урăх нимĕн те çук.

Валентина ПЕТРОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.