“Ĕç семестрĕ” çамрăксене пурнăç путевкипе тивĕçтернĕ
ССО юхăмĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнĕ май. Паянхи сăмаха пуçличчен кăштах историе таврăнса çаврăм тăвар-ха. Халĕ ĕнтĕ иртнĕ ĕмĕр тесе çырма тивет. 1959 çул. М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн 339 студенчĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче Çурçĕр-Казахстан облаçĕнчи çерем çĕрсене уçма тухса кайнă. Çав тăрăхри совхозсенче çамрăксем 250 пин тенкĕлĕх 16 объект çĕкленĕ. Çапла пуçланнă студентсен строительство отрячĕсен юхăмĕ - ССО...
Çак отрядсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа кĕлетке енчен тĕрекленме кăна мар, чунпа та пиçĕхме пулăшнă. Студентсемшĕн вăл чăн-чăн пурнăç шкулĕ пулса тăнă. Ун витĕр тухнисем каярахпа та çухалса кайман, тĕрлĕ тытăмра ертÿçĕре вăй хунă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн пĕрремĕш шалăвне ниçта та мар, шăпах стройотрядра ĕçлесе илнине каласа кăтартать. “Эпир Коми тăрăхне кайнăччĕ. Унта ЛЭП валли йывăçсем касса çаратнăччĕ, пурăнмалли çуртсем çĕкленĕччĕ, вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕччĕ. Астăватăп, вăл вăхăтшăн тĕлĕнсе каймалла нумай укçа ĕçлесе илнĕччĕ эпĕ - 1 пин тенкĕ. Ун чухне, астăвасса, машина хакĕ 4 пинпе танлашатчĕ. Чăн та, çав укçапа йĕркеллĕ усă курма пĕлмерĕм, мĕнле тăкакланине каламăп”, - паллаштарать Президент асаилĕвĕпе “Российская газета” хаçат.
Пирĕн республикăра студентсен çак юхăмĕ 1964 çулта вăй илнĕ. Чăвашри аслă шкулсенче вĕренекен 70 çамрăк çуллахи каникулта стройкăсенче вăй хунă. 90-мĕш çулсен тĕлнелле ССО чăваш çамрăкĕсен хушшинче те анлă сарăлнă. Çавна май, паллах, çак юхăма йĕркелесе пыракан та кирлĕ пулнă. ВЛКСМ обкомĕ координатор яваплăхне хăй çине илнĕ, ун çумĕнче студентсен стройотрячĕсен штабĕ йĕркеленнĕ. Унăн пĕрремĕш командирĕ Фарид Сулейманов пулнă.
Кĕçех техникумсенче те отрядсем йĕркеленме пуçланă. Чăваш студенчĕсен ури пусман çĕр те юлман-тăр: республикăра объектсем çĕкленипе пĕрлех вĕсем чикĕ леш енне те çитнĕ - Аçтăрхан, Волгоград облаçĕсенче, Молдовăра помидор пуçтарнă, Венгрирен, Эстонирен, Казахстанран хисеплĕ ялавсемпе таврăннă. Çамрăксем хастарлăхпа палăрнă - тепĕр чухне организацин çур çуллăхри планне тултарнă! Юхăм аталансах пынипе çамрăксем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем хăйсенчен никама та ирттермен.
1973 çулта çеç ЧППУ пĕрлештернĕ отрячĕ ВЛКСМ обкомĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тивĕçнĕ. Ĕç семестрĕ - çуллахи каникул вăхăтĕнче вăй хунине урăх епле хаклăн! - хыççăн студентсем çулсеренех ССО республика слетне пухăннă. Унта кăтартусене пĕтĕмлетнипе пĕрлех уйрăмах палăрнисене чысланă. Çĕршыв пултаруллă та хастар çамрăксене хавхалантарма манман. А.Ухтиярова, В.Ахрамеева, М.Кулакова “Хисеп палли” орденпа чысланă. Г.Зайцев, С.Герасимова, Н.Сергеев, В.Никифоров, Г.Миронов, Г.Липова тата ыттисем “Ĕçри хастарлăхшăн” медале тивĕçнĕ.
Пархатарлă çак юхăм çуралса вăй илнĕренпе кăçал 50 çул çитрĕ. Мĕнле пурăнаççĕ ССО ветеранĕсем паян? Мĕнле йĕр хăварнă çамрăксен пурнăçĕнче ĕç опычĕ? Мĕнпе асра юлнă ССО? Çак ыйтусене республикăри паллă çынсене хуравлама ыйтрăмăр.
Анатолий УХТИЯРОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи: “Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 1972-75 çулсенче инженер-электрика вĕреннĕ. Стройотрядпа 5 хутчен çула тухнă - комиссар та, пĕрлештернĕ ушкăнăн командирĕ те пулнă. Эпĕ вĕренме çар хыççăн кĕнĕ. Çавăнпа мана, хула ачисемпе е шкул сакки хыççăн тÿрех вĕренме кĕнисемпе танлаштарсан, ССОра çăмăлрах пулнă, паллах: ыйтусене хам тĕллĕн татса пама та, йывăр ĕçсене пурнăçлама та. Командирăн е комиссарăн тĕрлĕ яваплăха хăй çине илме тивет-çке: унăн раствор çăрса кирпĕч хума та пĕлмелле, ушкăна /унта вара 25-30 çын/ ĕç калăпăшĕпе, шалупа, унтан та ытла - хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле.
Студентсен отрячĕсем ĕçленипе кăна çырлахман, стена хаçачĕсем кăларнă, концертсем йĕркеленĕ, çула çитмен çамрăксене, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене, шефа илнĕ. Сăмах май, вĕсем тĕрĕс çул çине чăнах та тăчĕç.
Асра юлнă самант тенĕрен... Эпĕ республикăра Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенче телефон линийĕсем хывнă çĕрте тăрăшнă. Алтай тăрăхĕнче электричество кĕртнĕ çĕре хутшăннă - унта эпир вырăнти электриксем кивĕ оборудование пăснă хыççăн çĕнĕ йышшисене вырнаçтараттăмăр. Çамрăксем хулпуççи çине пилĕк пралук - 3 “фаза”, “нуль”, “заземлени” - çакса йывăç юпасем çине кушак пек хăпарма вĕренсе çитнĕччĕ. Каярахпа, хам тĕллĕн ĕçлеме пуçласан, çакă питех те кирлĕ пулчĕ мана. Направленипе Чулхула облаçне ĕçлеме ячĕç. Эпĕ, ĕнер кăна алла диплом илнĕ специалист, завод тĕп энергетикĕ! Калама кăна лайăх... Ĕçе пуçăннăранпа икĕ уйăх иртсен вăйлă çил-тăвăл тухрĕ. Завод хуçалăхне те хытах силлерĕ вăл. Канмалли кун ĕçе чĕнсе кăларчĕç - энергипе тивĕçтермелле-çке. Анчах куратăп - электриксен бригади çанă тавăрма васкамасть. Пĕри ĕнер туйра пулнă-мĕн, тепри пумилккере, виççĕмĕшĕ чирленĕ... Пĕр сăмахпа, ĕçлеме пултаракан çук имĕш. Хăйсем пурте куç хÿрипе мана сăнаççĕ - так, мĕн тăвĕ-ха ку çамрăк пуçлăх? Мĕн тăвĕ-мĕн тăвĕ? Эпĕ, ĕçе яланхи пекех костюмпа пынăскер, ăна ĕç тумтирĕпе улăштартăм, электрик “чĕрнине” тăхăнтăм, пралуксене хулпуççи çине çавăрса хутăм та юпа çине яланхиллех кушак пек хăпарса кайрăм. Мĕн, хăнăхман ĕç-им? Çав вырăнтине сыпăнтарса пĕтерсен çĕре антăм. “Ĕçе вĕçлени çинчен мана пырса доклад тăвăр”, - терĕм те хамăн пÿлĕме кайрăм. Пĕр сăмах чĕнекен те пулмарĕ... Çапла тивĕçрĕм эпĕ ĕç коллективĕн хисепне. Çакăн хыççăн кун пек пăтăрмаха пачах та лекмен.
Студентсен отрячĕсене хастар хутшăннисем пурнăçра çухалса каймарĕç. Ф.Сулейманов, сăмахран, фабрика директорĕ, А.Бородин - завод тĕп энергетикĕ, Г.Зайцев социаллă политика министрĕн заместителĕ пулнă, халĕ РФ ПД депутачĕн А.Аксаковăн пулăшаканĕ, Г.Стексов - Чăвашпотребсоюз правлени председателĕн заместителĕ, Ю.Кислов - завод директорĕ, В.Андреев - коопераци институчĕн ректорĕ. Л.Таймасов - проректор, В.Шурчанов - РФ ПД депутачĕ... Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Кам пĕлмест паян РФ Федераци канашĕн членне Г.Николаевăна? Хула пуçлăхне Л.Черкесова? Çĕнĕ Шупашкарти сăра заводне çĕкленĕ Н.Егоров, Удмуртпотребсоюз правленийĕн председателĕ В.Токарев, “Сăвар” пĕрлĕх ертÿçи О.Цыпленков тата нумай паллă çын шăпах ССОра пиçĕхсе тĕрекленнĕ, пурнăçри çирĕп пĕрремĕш утăмĕсене шăпах унта тунă. Анатолий Смолин /тăпри çăмăл пултăр/, Валерий Туркай /халĕ - “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ/ поэтсем те хĕм сапакан йĕркисене шăпах ССОра шăрçаланă”.
Вера ИВАНОВА /АЛЕКСЕЕВА/, “СК ТАВ” прорабĕ: “Эпир Шупашкар районĕнче тата Алтай тăрăхĕнче ĕçленĕ. Шупашкар районĕнчи “Прогресс” хуçалăха шăпах республикăн хальхи Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пыратчĕ. Хутшăнусем аван йĕркеленнĕччĕ унпа. Ĕçшĕн ыйтатчĕ, анчах та мĕн кирлипе йăлт тивĕçтеретчĕ. Ыйтусене татса пама кăткăс марччĕ унпа, хутшăнма çăмăлччĕ. Ял халăхĕпе те туслă çыхăну йĕркеленĕччĕ: эпир пулă яшки пĕçернĕ тĕк вĕсем какай шÿрпи янтăлатчĕç, пирĕн каччăсем пулнă тăк вĕсен хĕр нумайччĕ - ара, туй ирттертĕмĕр вĕт, студента вырăнти пикепе пĕрлештертĕмĕр. Хĕр çураçма кайнă чух ас тăватăп, 1 витре çĕр çырли çĕклерĕмĕр те çула тухрăмăр - урăх мĕн пултăр студентăн? Эрех ĕçместпĕр... Çырлине те хуçалăхăн чаплă садĕнче пухрăмăр. Хам та ун чух качча тухнăччĕ кăна. Упăшкапа пурăнса та курман темелле, туй хыççăн тепĕр уйăхран ССОна тухса кайрăм. Манăн свидетельница - паян республика тулашĕнче те паллă Александр Капитоновăн мăшăрĕ Галина Ермилова /ун чухне вĕсем пĕрлешменччĕ-ха/. Упăшкапа иксĕмĕр те çамрăк, пĕр-пĕрне парăнмастпăр. Тем пулчĕ, харкашса кайрăмăр. “Уйрăлатăп!” - терĕм Галинăна. Ун чухне çамрăк çемье аркансан свидетель пулнисен... 100-шер тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Галина çакна халĕ те кулса аса илет - вăл тем таранчченех “пурăнччăрах, ан уйрăлччăрах!” тесе куляннă иккен. Ара, икĕ стипенди чухлĕ укçа кăларса хумалла пулатчĕ вĕт!
Çапах та ял каччисемпе харкашу сиксе тухрĕ пĕррехинче. Вырăнтисем пирĕннисене хĕнеме килнĕ. Кĕрнеклĕ, çÿллĕ студентсем патак çиессинчен хăраса чăл-пар тарса пĕтрĕç. Вăт çавăн чухне куртăмăр та яшсен хакне. Пирĕн отряд командирĕ хайхи Саша Капитоновчĕ. Нимĕн хăрамасăр кĕрсе кайрĕ çапăçакансен хушшине. Чи кирли - ăна ялтисем те, студентсем те пÿрнепе те тĕкĕнмеççĕ! Ун чухнех çынпа калаçма-хутшăнма пĕлетчĕ çав вăл. Хисеплетчĕç ăна. Эх, пирĕннисем хăшĕ-пĕри кăвак пит-куçпа çÿрерĕ çав кайран.
Чăваш пулас мăшăра вăйăра мар, туйра та мар, ĕçре суйлама хушнă. ССОна хутшăннисен хушшинче тăватă мăшăр çуралчĕ. Пурте питĕ туслă пурăнаççĕ».
Людмила ЧЕРНОИВАНОВА /ПУХОВА/, “Уяв” ушкăнра юрлать: «ССОра туптаннă туслăх ыттисенчен çирĕплĕхпе уйрăлса тăрать. Сăмахран, университетра пĕрле вĕреннĕ тантăшсемпе çыхăну татăла-татăла каять тĕк ССОра пĕрле пиçĕхнисем пулăшу кирлĕ чух пĕрре чĕнсех чупса çитеççĕ».
Стройотряд - мамонт мар
Кăçал çуллахи каникул вăхăтĕнче виçĕ пин ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм студентсен 55 ĕç бригадинче тăрăшнă. 9 тĕрлĕ ушкăна пайланнă çамрăксем. Педагогика отрячĕ - 23 /952 çын/, сервис отрячĕ - 17 /627 çын/, строительство отрячĕ - 5 /110 çын/, ялхуçалăх отрячĕ - 2 /108 çын/, проводниксен отрячĕ - 2 /40 çын/, пĕрле çÿрекенсен отрячĕ - 1 /45 çын/, ветеринари отрячĕ - 1 /8 çын/, волонтерсен отрячĕ - 3 /1242 çын/, финанс отрячĕ - 1 /20 çын/. 22 хастар производство практикинче пулнă.
Паян республикăра пурĕ пиллĕк стройотряд çеç. Вĕсенчен пĕри - «Проспект-15». - Чăваш патшалăх университечĕн çумĕнче йĕркеленнĕ. Отряд командирĕ Сергей Кузнецов электроэнергетика факультетĕнче 3 курсра вĕренет. Студентсен ĕç-хĕлĕпе паллашма Мари Эл каччипе ятарласа тĕл пултăмăр. Йывăрлăхсене пÿрне хуçса шутларăмăр. Стройотрядсем сахаллин тĕп сăлтавĕ - çуллахи стройкăсенче студентсем укçа сахал ĕçлесе илни. Нумай çамрăк паян пур-çук укçашăн пилĕк авасшăн мар. Кăçал икĕ уйăхра 50 пин тенкĕ шантарнă: пĕлтĕр те çавнашкал тÿленĕ-çке. Анчах самай нумайрах илсе килнĕ. Çакăншăн, паллах, çамрăксем хĕпĕртенĕ.
Каччăсем Мускавпа Санкт-Петербург хушшинче çул тунă çĕрте ĕçленĕ. Строительство организацийĕ Чăваш Ен каччисемпе кăмăллă юлнине палăртнă.
- Ĕçĕ йывăрах мар. Икĕ уйăх чăтма пулать. Студентшăн 70 пин те пысăк укçа. Ăна чылайăшĕ тумтир туянмашкăн усă курасса калаçатчĕ. Телефонĕсене «çĕнетекенсем» те пулчĕç-тĕр. Килес çул та кайма палăртатпăр, - терĕ Сергей Кузнецов. Çуллахи вăхăтра отрядсене хамăр тăрăхрах тупăшлă ĕç сĕнекен пулсан вĕсем хаваспах килĕшессе те палăртрĕ.
Эппин, стройотрядсем мамонтсене е динозаврсене çаврăнман-ха, вилсе пĕтес хăрушлăх çук.
Паллă çынсен çамрăклăхне Рита АРТИ йĕрленĕ,
паянхи студентсен пурнăçĕпе Татьяна НАУМОВА кăсăкланнă.