Комментировать

8 Ноя, 2014

Сĕрĕм тивнĕ çамрăклăх

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!» акци пуçланать.    Кăçалхи кĕркунне Раççейре çынсем психоактивлă çĕнĕ йышши туртмалли хутăшпа, MDMB (N)BZ-F формулăллăскерпе, наркăмăшланнин 800 ытла тĕслĕхне шута илнĕ. Çак хутăш Раççей Федерацийĕнче тĕрĕслесе тăмалли наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен тата вĕсен прекурсорĕсен РФ Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ переченьне кĕмест.

Республика прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх - сентябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре те граждансем паллă мар хутăшпа усă курнă хыççăн медпулăшу ыйтнă тĕслĕхсем тăруках нумайланнă. 100 ытла çын аптăранă, çав шутра 20-шĕ - 15-17 çулсенчи çамрăксем. 25 çын хайхи çĕнĕ хутăшпа наркăмăшланнин паллисене палăртнă. Вĕсенчен 20-шĕ шăпах MDMB (N)BZ-F хутăшпа сиенленнĕ.

ЧĂВАШ ЕНРЕ КĂÇАЛ «СПАЙС» ЙЫШШИ ХУТĂШСЕН САККУНСĂР ÇАВРĂНĂШĔШĔН ÇУЛ ÇИТМЕН 21 ÇАМРĂКА УГОЛОВЛĂ МАЙПА ЯВАП ТЫТТАРНĂ. ÇАВ ШУТРА 16-ШĔ - ШУПАШКАР ÇАМРĂКĔСЕМ

Ăна туртнă хыççăн çынсен галлюцинаци, куç курми пулнă, пуç минренĕ, шăнăр туртнин синдромĕ палăрнă, сывлав пăсăлнă, вĕсем темрен хăранă, мĕн пулса иртнине ас туман. Медучрежденисене илсе пынисен тĕп йышĕ - 18-30 çулсенчи çынсем, çав шутра 90% - 18-21 çулсенчи çамрăксем. Ытларахăшĕ ниçта та ĕçлемест, вĕренмест.

Асăннă кунран тытăнса çынсем вилнин икĕ тĕслĕхне палăртнă. Иккĕшĕнпе те УК 238 статйин 2-мĕш пайĕпе /хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермен таварсемпе продукци сутнă май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни/ уголовлă ĕçсем пуçарнă. Çак статьян "в” пункчĕн санкцийĕ çирĕп - айăплине 6 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Пĕрремĕш уголовлă ĕçе сентябрĕн 30-мĕшĕнче тупса палăртман çын тĕлĕшпе пуçарнă. Гражданин Интернет урлă унран çĕнĕ йышши психоактивлă хутăш туяннă та ăна тепĕр арçынпа хăйĕн килĕнче туртнă. Следстви органĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - çакăн хыççăн вăл тăнне çухатнă. Тăна кĕнĕ те - хăна сывламасть. Васкавлă медпулăшу врачĕсен арçын вилнине çирĕплетмелли кăна юлнă. Кунтах полици сотрудникĕсем хайхи наркăмăшăн юлашкине /пĕр грамм/ тупса туртса илнĕ. Октябрĕн 2-мĕшĕнче уголовлă тепĕр ĕç çуралнă. Ку тĕслĕхре те çын вилнĕ. Медучрежденире сывлама пăрахнăскерĕн курткин кĕсйинче туртмалли хутăш тупнă.

Малтанхи следстви версийĕ çапларах, çынсем MDMB (N)BZ-F хутăшпа наркăмăшланнă. Чăн та, судпа медицина экспертизин пĕтĕмлетĕвĕ паллă мар-ха. Унсăр пуçне асăннă уголовлă ĕçсемпе физикăпа хими экспертизине те ирттернĕ. Çакă туртса илнĕ хутăшсене наркотик хатĕрĕсен аналогĕсен шутне кĕртме кирлĕ. Тĕпчев хутăшсен хими формулине палăртма май панă, MDMB (N)BZ-F - наркотик хатĕрĕсен тытăмĕнчи аналог шутланать, Раççей территорийĕнче унăн çаврăнăшне чарнă.

Çавна май уголовлă ĕçсене 238-мĕ-шĕнчен 228.1 статья çине куçарас ыйтупа ĕçлеççĕ. Ку статья - наркотик хатĕрĕсен саккунсăр производствишĕн, вĕсене сутнăшăн айăпламаллискер, яваплăхĕ те чылай çирĕпрех - айăплине пурнăç туршшĕпех хупса усрамалли приговор та пулма пултарать.

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - ШĔМ, Наркотĕрĕслев сотрудникĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ оперативлă шырав меропрятийĕсем пулăшнипе сентябрьте Шупашкарта асăннă хутăша сутнин тата икĕ тĕслĕхне тупса палăртнă. Пĕр тĕслĕхре наркăмăша тĕп хула çынни туяннă, тепринче - Канаш районĕн çынни. Сăмах май, Канашран килнĕскер пакунлисем хăй мĕнешкел хăрушă хутăш туяннине пĕлтерсен вĕсене тав тунă-мĕн - йĕркелĕх хуралçисем ăна вăхăтра тытса чарнă май наркăмăшпа усă курма паман-çке. Çапла туса, тен, вилĕмрен çăлса хăварнă пуль.

Республика прокуратуринче çынсем психоактивлă хутăшсемпе усă курасран сыхланас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине палăртаççĕ. «Вилĕм сутакансем» ытларах чухне граждансене «туртмалли сиенсĕр хутăш сутатпăр» тесе улталаççĕ вĕт. Чăннипе вара çав хутăшсен тĕп пайĕ пурнăçпа сывлăхшăн хăрушă, нумайăшĕн витĕмĕ официаллă майпа наркотик тесе çирĕплетнĕ хатĕрсен сиенĕнчен те пысăкрах. Вăл е ку хутăша Наркотик хатĕрĕсен çÿлерех асăннă переченьне кĕртмешкĕн темиçе уйăх кирлĕ. Усламшăн çунакансем çакăнпа усă кураççĕ те. Вăл е ку хутăш тĕлĕшпе чару палăртиччен пиншер çын сиенленме ĕлкĕрет, вилекенсем те пайтах.

ЧР прокуратури право хуралĕн, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ноябрĕн 17-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 17-мĕшĕччен «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!» акци йĕркелет. Тĕллев - наркотиксен кăна мар, психоактивлă мĕнпур хутăшăн, çав шутра туртмалли хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси.

Акци вăхăтĕнче республика прокуратуринче, ЧР ШĔМĕнче тата Наркотĕрĕслев управленийĕнче шанăç телефонĕсем ĕçлеççĕ, вĕсемпе шăнкăравласа тата электрон почтипе наркотиксемпе ăçта усă курни, ăçта сутни çинчен анонимлă майпа пĕлтерме пулать. Унсăр пуçне ял-хулара çакнашкал пĕлтерÿсене пухмалли ешчĕксем вырнаçтарнă. Калăпăр, Шупашкарта - «Каскад», «МТВ-Центр» суту-илÿ центрĕсенче, «Шупашкар» пасар территорийĕнче, ЧР прокуратурин çуртĕнче, хула администрацийĕнче, Юстици çуртĕнче, Тĕп автовокзалта, «Салют» культура керменĕнче, «Ача-пăча тĕнчи» лавкка патĕнчи пĕлтерÿсен хăми çинче. Çакнашкал ешчĕксем ытти çĕрте те пулĕç, граждансем унта яракан пĕлтерÿсене прокуратура ĕçченĕсем илĕç. Мĕнпур пĕлтерĕве регистрацилеççĕ, вĕсем тăрăх тĕрĕслев ирттерессине прокуратура органĕсем сăнаса тăрĕç. Республика прокуратури пурне те пĕрлехи инкеке хирĕç çĕкленме чĕнет. Пирĕн ачасен, тăвансен, çывăх çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ хăрушлăха лекме пултарать-çке - çакна манас марччĕ.

Николай ДМИТРИЕВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.