Укçапа кирек хăçан усă курма юрать
Çĕршывăн 2015-2017 çулсенчи бюджетне çирĕплетнĕ май амăшĕн капиталĕн темине массăллă информаци хатĕрĕсенче пуçаруллă сÿтсе яврĕç. Çакна тĕпе хурса РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ акă мĕн пĕлтерет: вăйра тăракан саккун тăрăх çемьери иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуратсан /усрава илсен/ амăшĕн капиталĕн сертификатне кирек хăш вăхăтра тивĕçме пулать тата унăн укçипе усă курмалли вăхăта чикĕлемен.
Паянхи куна асăннă сертификата пирĕн республикăри 55,3 пин çемье илнĕ. Вĕсен çуррийĕ ытла çав укçана тăкакланă ĕнтĕ /çак тĕллевпе Пенси фончĕн уйрăмне пĕтĕмпе 33,6 пин заявлени панă/.
Амăшĕн капиталĕ шучĕпе ытларахăшĕ пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн усă курнă - 11 млрд тенкĕ хывнă. Çемьесем ăна ипотека кредитне татмашкăн, хваттер туянмашкăн, строительство организацийĕсене явăçтармасăр çурт лартмашкăн е ăна çĕнетсе улăштармашкăн, пая кĕрсе çурт строительствине хутшăнмашкăн тăкаклаççĕ.
Аслă ачисене университет-институтра тата колледжсенче вĕрентнĕшĕн, вĕсене студентсен общежитийĕнче пурăнтарнăшăн, ачана садике çÿретнĕшĕн тÿлеме çемье капиталĕ шучĕпе 32 млн тенкĕ куçарса панă.
Амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне йĕркелемешкĕн республикăра заявлени паракан хальлĕхе пулман-ха.
Федераци саккунĕ вăйра тăнă сакăр çулта амăшĕн капиталĕн виçи 250 пинрен 429 пин тенке çитнĕ.
В.ИЛЬИНА