Комментировать

7 Ноя, 2014

Кирпĕчрен аванрах

Мунча кăмакине кирпĕчрен тусан е хатĕр кăмака туянсан аванрах.

Петр ЛУЖКОВ.

Сĕнтĕрвăрри.

Мунча кăмаки - мунчан чи кирлĕ пайĕ, чĕри. Кирпĕч кăмака мунчари ăшша пĕр пек тытма, канăçсăрланмасăр çапăнма-çăвăнма май парать. Тимĕр кăмакана хутса тăмалла, вăл хăвăртрах сивĕнет.

Çавăнпа лайăх мунчара лайăх кăмака пулни пĕлтерĕшлĕ. Кăмака тума кирлĕ япаласем кирпĕч, кăмака чулĕ, хăйăр тата тăм. Чи кирли, паллах, кирпĕч. Мунча кăмаки тума лайăх хĕртнĕ, тÿрĕ те кăлтăксăр кирпĕчсем кирлĕ. Ас тăвăр, шăтăклă тата силикат /шурă/ кирпĕч мунча валли мар! Хăрушă та!

Кăмака тума шамотный текен вăйлă хĕртсе пиçĕхтернĕ кирпĕч е гжель кирпĕчĕ аван. Тăм хăвăр патри те юрать. «Вĕрине тÿсĕмлĕ» текен ятарлă тăма лавккара саккаспа туянма май пур. Хăйăр таса тата вĕтĕ пулмалла. Хĕртмелли чулсем мунча валли çирĕп те яка, арçын чăмăрĕнчен кăшт пысăкрах пулсан аван.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.