Комментировать

7 Ноя, 2014

Лили шăтмарĕ

Лавккаран лили суханĕ туяннăччĕ. Çуркунне пахчана лартрăм, анчах шăтса тухмарĕ. Чавса пăхрăм та тымарне те яман, хăй те çĕрмен. Мĕншĕн лили шăтса тухмарĕ-ши.

Регина ТАЛКИНА.

Вăрмар районĕ.

Сире лавккара хĕлле чечеклентернĕ лили суханĕ лекнĕ пулас. Лилисене, тюльпансене хĕлле чечек çуртараççĕ те /выгонка/ суханĕсене кăлараççĕ. Шăпах çак сăлтава пула чечек суханĕ пулса çитеймен-тĕр.

Тимлĕрех пăхсассăн çакна асăрхатăн, пулсах çитейменскерĕн хуппи суханĕ çумне лайăх çыпăçса тăмасть, хăйпăкланса тăрать, хуппи айĕнче пĕчĕк çамрăк сухан курăнать. Çакнашкал чечек тымарĕ питех хаклах мар.

Çуркунне е кĕркунне лартнă сухан çăвĕпех канма пултарать, тепĕр çул йĕркене кĕрсе çитет те шăтса тухать, çеçке çурать. Çавăнпа, лартнă чечеке юрăхсăр тесе чавса пăрахма ан васкăр. Çак лаптăка сăнаса тăрăр. Тепĕр çултан чечек çурса савăнтарĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.