Çуран утар-и?
75 çултан каçсан тăтăшах çуран утсан тата темиçе теçетке те пурăнма пулать.
Кунсерен çуран утма спортсмен пулни кирлĕ мар. Ку таранччен спортпа пачах çыхăнман çын та уçă сывлăшра хăйне хальлĕн уçăлса çÿреме пултарать. Паллах, урасене аран-аран сĕтĕрсе утмалла тенине пĕлтермест ку. Хăвăртлăх тени кăшт та пулин пулмаллах. Çÿрекен çула тăтăшах улăштарни, çĕнĕ çынсемпе тĕл пулни, уçă сывлăш ĕмĕре тăсать. Утни мĕнле чирсенчен хăпма пулăшать-ха?
- Кунне пĕр сехет утни кăкăр ракĕ пуласран хÿтĕлет. Тÿрех кун чухлĕ утаймасан малтан çур сехет, кайран тата кăштах утни те лайăх.
- Хăвăрт утсан чĕрепе çыхăннă йывăрлăхсенчен хăтăлма пулать. Кунта ним тĕлĕнмелли те çук: кирек епле хускану та чĕре мышцине çирĕплетет. Сăмах май, утни чупнинчен те лайăхрах.
- II типлă сахăр диабечĕпе чирлекенсене профилактика вырăнне кунне 2 пин утăм тума сĕнеççĕ.
- 75 çултан иртнисен хушшинче тăтăшах утакансен кун-çулĕ самай вăрăмрах. Мĕн чуль иртерех утма пуçлăпăр, çавăн чуль ытларах пурăнăпăр.