Комментировать

6 Ноя, 2014

ПӲРЕНЕ - ЫЛТĂН ХУЛĂПА

Ылтăн хулăпа /золотарник обыкновенный, золотая розга/ халăх медицининче шăк хăмпи шыçсан /цистит/, пӳре чикенĕ аптратсан, пӳрере чул, хăйăр, шăкра белок пулсан сипленеççĕ.

Унăн препарачĕсем шăк хăвалакан, шыççа хирĕçле, лăплантаракан витĕмпе палăрса тăраççĕ. Курăкĕпе ӳт тăртансан, шыв чирĕ пулсан, холецистит, гепатит, пиелонефрит, ӳпке туберкулезĕ, бронх астми аптратсан, ылмашăну ĕçĕсем пăсăлсан усă кураççĕ.

Шăкра белок пулсан. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 2 эрне.

Ӳт тăртансан. Каçхине 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркемелле. Шĕвеке ирхине сăрăхтармалла. Кунне 2 хут - ирхине тата каçхине- стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Юлнă шĕвеке сивĕтмĕшре виçĕ куна яхăн упрама юрать. Сиплев курсĕ - 3 эрне. Пĕр уйăх тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме пулать.

Вăрах нефрит аптратсан. 1 апат кашăкĕ курăка 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле. Илсен 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен çуршар стакан ĕçмелле.

Подагра, ревматизм. 2 чей кашăкĕ курăка вĕренĕ ăшă 1 стакан шыва ямалла, 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

Ар парĕн аденоминчен сипленме. Çĕрлене хирĕç 1 апат кашăкĕ курăка 1 стакан сивĕ шыва ямалла, ирхине сăрăхтармалла. Пĕр кунра апатчен пĕр пек виçесене пайласа ĕçсе ямалла.

Шута илме: курăк наркăмăшлă, çавăнпа рецептри виçене çирĕп пăхăнмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.