Комментировать

6 Ноя, 2014

Пĕрле-и е уйрăм-и? Е дефиспа та юрать-и?

Чăваш чĕлхин орфографи ыйтăвĕсене татса пама тахçанах вăхăт çитнĕ

Вăл е ку сăмаха епле çырасси паян тапраннă сăмах мар. Чылайăшне /чĕлхеçĕсене, çыравçăсене, хаçат е кĕнеке вулакансене.../ тахçанах калаçтарать вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов ертсе пынă «çавра сĕтел» ларăвĕнче чăваш чĕлхин орфографи тата пунктуаци правилисене улшăнусем кĕртессине пăхса тухрĕç. Унта депутатсем, министрсем, ăслăлăх çыннисем, чĕлхеçĕсем, çыравçăсем, вĕрентекенсем, общество ĕçĕн хастарĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Сăмахсене тĕрĕс çырас енĕпе «революци тумасăр, пĕр-пĕрин пĕлĕвне шута илсе пĕр шухăшлăх патне çитме» палăртрĕç вĕсем.

Правилăсене улшăнусем кĕртес ыйтăва ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов февраль уйăхĕнче ирттернĕ брифингра та çĕкленĕччĕ. Ун чухне парламент спикерĕ орфографи правилисене чи малтан экспертсен хак памаллине, унтан тин Патшалăх Канашĕн е ĕç тăвакан влаçăн вăл е ку йышăнăва çирĕплетмеллине палăртнăччĕ. Профильлĕ Комитет ертÿçин Петр Красновăн шухăшĕ урăхларахчĕ. Вăл «улшăнусем кĕртме хистекен самантсем пуррине» пĕлтернĕччĕ. Халĕ йĕркеленĕ «çавра сĕтелте» те çак шухăш ытларах палăрчĕ. Чылайăшĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи реформа /унпа килĕшÿллĕн хутлă сăмахсене уйрăм çырма пуçлани/ васкаварлă тата вăхăтсăр пулнине палăртать.

Çак йышăнăва тĕплĕ шухăшламасăр çирĕплетни «Чăваш Республикин чĕлхе çинчен» саккунне пурнăçлама та чылай чăрмантарнине пĕлтерчĕ культура министрĕ Вадим Ефимов. «Республикăри пичет тата электрон информаци хатĕрĕсенче архаизмсемпе анлă усă кураççĕ. Çавна май çыру чĕлхи калаçу чĕлхинчен уйрăм аталанса пыни сисĕнет. Çынсене, уйрăмах хулара ÿссе çитĕннисене, чăвашла çырнине ăнланма питĕ йывăр. Çавна май тата чăваш чĕлхипе кулленхи пурнăçра усă курасси чакса пырать», - терĕ министр. «Шкулта кивĕ правилăсемпе вĕреннĕ. Университетра - çĕннипе. Апла пулин те манăн кивĕллех çырас килет», - хушса хучĕ вăл юлашкинчен.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕн Юрий Исаевăн шухăшĕпе - «сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырасси хальхи вăхăтра чĕлхе пĕлĕвĕн анинче вăй хуракансемшĕн, чăваш чĕлхине аслă тата вăтам шкулта вĕрентекенсемшĕн нимĕнле йывăрлăх та кăларса тăратмасть. Çĕнĕ правилăсене йышăнманнисем - пурте тенĕ пекех аслă ăру çыннисем». «Чĕлхеçĕсене «чăваш чĕлхине вырăслататăр» тесе айăплакансенчен ытларахăшĕ хăйсем вырăсланни курăнать. Нумай çын вырăсла шухăшлава куçать те чăваш чĕлхин вырăс чĕлхинче çук уйрăмлăхĕсене тăван чĕлхемĕрĕн çитменлĕхĕ тесе хаклама, кулăшла контекстсем ăсталама, вырăс чĕлхи шайне çитермелли саплаштарусем шырама пуçлать. Хальхи орфографи правилисене, тĕпрен илсен, И.А.Андреев профессорăн теорийĕ çине таянса хатĕрленĕ, пулас ăрусене вĕренме çăмăлтарах пултăр тесе тунă. Унччен пĕрле çырнă сăмах майлашăвĕсене кивĕллех çырма ирĕк парса пĕрле çырас текенсен интересĕсене те шута илнĕ. Ятарлă асăрхаттарура каланă тăрăх - пĕрле е уйрăм çырассине текста тĕрĕс те уçăмлă ăнланассипе çыхăнтармалла», - терĕ Юрий Николаевич.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов «чĕлхе ыйтăвне халăхпа канашласа, çав вăхăтрах ăсчахсен сăмахне итлесе татса пама» сĕнет. «Мĕн пур япалана наука вĕрентнĕ пек тумалла. Вара тин ăнăçу пулать. Чăваш чĕлхине шкулта вĕрентни кăна çителĕксĕр. Ача садĕнче пуçламалла çак ĕçе», - терĕ вăл. Анчах... Республикăри хăш-пĕр шкулта 5-11 классенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсем чакрĕç. Çапла тума РФ Вĕрентÿ министерствин хушăвĕ хистет. Документпа килĕшÿллĕн тăван /вырăс мар/ чĕлхе регион компоненчĕ шутланать, вĕрентĕвĕн федераци компонентне кĕмест. Çавна май пилĕк кунлă вĕренÿ эрни çине куçнă май сехетсене ирĕксĕрех чакарма тивет. Çĕнĕлĕх тăван чĕлхене вĕрентессине сиенлеме пултарассине палăртрĕ вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов.

Элĕк вăтам шкулĕ республикăра чи малтан çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçланă. Шкул директорĕ Владислав Волков чăваш чĕлхине дистанци мелĕпе вĕрентме шухăшланине палăртрĕ. «Урăх çĕршывсенче пурăнакансем те халĕ пирĕн шкул сайтне кĕрсе чăвашла вĕренме пултараççĕ», - терĕ вăл. ЧР Вĕрентÿ институчĕн кафедра пуçлăхĕн Анна Егоровăн шухăшĕпе - пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр чĕлхене вĕренме, аталантарма çук. «Орфографи çинчен калаçмасăрах чуна ыраттаракан ыйту чылай пирĕн. Тавлаштараканни, ахăртнех, пĕтĕмпе те 50 сăмах çеç», - терĕ А.Егорова.

Виталий Станьял ăсчах та орфографи пирки калаçма пăрахмаллине пусарсах каларĕ. «Чĕлхе ыйтăвне пĕлекен çынсен сÿтсе явмалла», - терĕ вăл. Çак шухăша Петр Яковлев поэт та палăртрĕ. «Чунпа поэт эпĕ, специальноçпа - лингвист. Çыравçă пулни сăмахсене пĕрлештерме хистет, чĕлхеçĕ пулни - уйăрма. Халĕ манăн мĕнле çырмалла-ши? Нумай тĕрлĕ шухăш каларĕç «çавра сĕтелте». Анчах вĕсем пурте тăван халăх пуласлăхĕшĕн пăшăрханса каланă сăмахсем. Хулара чăвашла вĕрентме пуçлассишĕн еплерех «çапăçрĕç»? Тÿрех чăвашла калаçса каяссине кĕтме çук. Уйрăм е пĕрле çырассине чĕлхеçĕсен татса памалла. Юрий Исаев каланине шута илмелле».

Чĕлхе пуласлăхĕшĕн «çапăçнине» «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Валери Туркай та аса илчĕ. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Выçă та лартăмăр. Икĕ чĕлхе пĕр танлăхне туса хутăмăр. 1994 çулта çĕнĕ правилăсене çирĕплетрĕç. Юлашки сăмаха специалистсен каламалла тесе шухăшларăмăр. Анчах вĕсен сăмахĕ мĕн пуррине аркатса тăкасси пирки пулчĕ. Чи малтан «Хыпар» никампа канашламсăр çĕнĕ правилăсем çине куçрĕ. Çав правилăсене эпĕ нихăçан та йышăнман, йышăнмастăп та. Çĕмĕрмесĕр, аркатмасăр орфографин йĕркеллĕ правилисем патне куçатпăр», - терĕ Валерий Владимирович.

В.Туркай палăртнă «йĕркеллĕ орфографи правили» е ЧР Патшалăх Комитечĕн председателĕ Петр Краснов калашле «пирĕн тĕп документ» е 20 çул каялла йышăннă «çĕнĕ правилăсем» вăл - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йышăннă «Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем». Ăна И.Андреев профессор редакциленĕ. Авторсен йышĕнче - И.Андреев, Ю.Виноградов, И.Павлов. Правилăсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ В.Шурчанов 1994 çулхи ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. 1995 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра пичетлесе кăларнă.

«Правилăсен» 75-мĕш параграфĕнче çапла çырнă: «Текста тĕрĕс ăнланма чăрмантарман чухне сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырмалла. Çапах та çынсен ăс-тăнĕнче чылай сăмах ушкăнне вĕсен пĕлтерĕшĕпе формине кура пĕр сăмаха пĕрлештерес туртăм пур. Çак туртăмпа килĕшÿллĕн ку тăранччен пĕрле çырма хăнăхнă сăмахсене малашне те çаплах çырма юрать: авăнçи, айсарăм, акапуç, акатуй, акаçи, ăлăсталăх, алăстаçă, алăсти, алĕç, алпалли, алçемми, алçыру, алылмаш, арçын, арçури, амаçури, атпăри, ăçтиçук, ĕçкунĕ, кĕлту, кĕраки, мăнакка, мĕнпур, пурпĕр, пуçхĕрлĕ, сакай, сăнÿкерчĕк, сăхсăх, сухапуç, çăлкуç, çăматă, çĕршыв, çулпуç, çураки, çутĕç, улатакка, хĕрача, хытхура, чĕрçитти, чупту, шурăмпуç, шурут* тунтикун... вырсарникун* вунпĕр... вунтăххăр, сакăрвуннă, тăхăрвуннă, икçĕр... тăхăрçĕр* икчĕлхелĕх, пĕрпеклен, çулçÿрев, тавракурăм, тĕлпулу т.ыт.те.

Пĕрле е уйрăм çырассине текста тĕрĕс те уçăмлă ăнланассипе çыхăнтармалла: пĕр кун /шутри кун/ - пĕркун /хальтерех/, пĕр май /пĕр мел/ - пĕрмай /ялан/, çур утрав /утрав çурри/ - çурутрав /материк пайĕ/, çур çĕр /талăк саманчĕ/ - çурçĕр /тавралăх енĕ/, арçын ача /ар çын ача çырни ăнланма йывăрлатнă пулĕччĕ/».

Документ пур, правилăсем пур... Унта хăш сăмахсене пĕрле çырмаллине уçăмлă кăтартнă. Ыйту сиксе тухать: хăш вăхăтра тата кам хистенипе вĕсене уйрăм çырма пуçланă-ха? Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕн правилисем кирек камшăн та саккун пулмалла пек туйăнать. Пурин те /вĕренекен-и е вĕрентекен-и, ăсчах-и е ахаль вулакан-и.../ ăна пăхăнмалла. Манăн капла çырас килет те, маншăн çапла илемлĕрех е килĕшÿллĕрех тени мĕн патне илсе çитерет-ха? Йывăрлăхсем кăна кăларса тăратать. Тата тавлашу çуратать.

...«Çавра сĕтел» ларăвĕнче хĕрÿ калаçакан çын чылай пулчĕ. Юлашкинчен çапларах сĕнÿсем пайăрланса çирĕпленчĕç. ЧР Министрсен Кабинетне чăваш чĕлхин орфографипе пунктуаци правилисен çитменлĕхĕсене тупса палăртас тĕллевпе ăна халăх хушшинче сÿтсе явассине йĕркелеме* патшалăх чĕлхи пек усă курнă чухне хальхи чăваш литература чĕлхин нормисене çирĕплетмелли йĕркене палăртма* Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн географи объекчĕсен, çул тата ытти кăтартмăшсен ячĕсене тĕрĕс çырассине /кунта хулари чарăну вырăнĕсен чăвашла ячĕсем çухални пирки сăмах пырать/ тивĕçтерме сĕнсе хăварчĕç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăсăкланакан мĕн пур çынна явăçтарса чăваш чĕлхин орфографипе пунктуацин çивĕч ыйтăвĕсемпе ăслăлăх-практика конференцийĕ ирттерĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.