Туслăх çăлĕ тĕнчене
Чăваш Енре этнополитика лару-тăрăвĕ çирĕп. Чăваш Енре 128 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем - иккĕн-виççĕн çеç. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав тăрăх чăвашсем 814,8 пин çын, вырăссем - 323,3, тутарсем - 36, мордвасем - 13, çармăссем - 3,6 пин. Пирĕн йышра çавăн пекех эрмен, таджик, узбек, ытти халăх çынни те пур. Халăхсен хушшинчи хутшăну республикăра çивĕч ыйтусен ретĕнче тăмасть. Шăпах çапла ан пултăр тесе ĕçлеççĕ вырăнти халăхсен наци культура пĕрлешĕвĕсен, тĕнсемпе конфессисен пĕрлĕхĕсен ертÿçисенчен пуçласа республика ертÿлĕхĕ таранах.
Çакна ноябрĕн 4-мĕшĕнче - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Чăваш Республикин халăхĕсен этнокультура аталанăвĕ» ятпа ирттернĕ «çавра сĕтел» тепĕр хут çирĕплетрĕ. Унта наци культура пĕрлĕхĕсен, тĕн конфессийĕсен ертÿçисем, ЧР Культура министерстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕсем, влаç органĕсен представителĕсем, тĕн çыннисем пулчĕç. «Çавра сĕтел» ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнни мероприятие чĕрĕлĕх кĕртрĕ.
«Çавра сĕтеле» ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ертсе пычĕ. Вадим Петрович шухăшĕпе - Чăваш Енри этнополитика лару-тăрăвĕ, пĕтĕмĕшле илсен, - çирĕп, конфессисен хушшинчи хутшăнусем йĕркеллĕ, хирĕçÿсĕр. Çапла тума май параканĕсем - республикăна ертсе пыракансем, общество организацийĕсем, национальноçсемпе тата тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăннă канашсем.
Михаил Игнатьев мероприятие хутшăннисене Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламланă май çак кун 402 çул каяллах сăваплă пулнине палăртрĕ. 1612 çулта Дмитрий Пожарский тата Кузьма Минин ертсе пынипе халăх ополченийĕн салтакĕсем Мускава тăшмансенчен хăтарнă, паттăрлăхпа танах халăх мĕнле тымартан тухнине, пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине, мĕнле тĕне ĕненнине пăхмасăр пĕр шухăшлă иккенне палăртнă.
Республика ертÿçин шухăшĕпе - Аслă Раççей халăхĕсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ пулсан та кашнийĕ хăйĕн чĕлхине, ĕненĕвне, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварнă. «Тĕнчери пăтрашуллă саманара Раççей халăхĕ пĕр чăмăра чăмăртанать, хăйĕн пултаруллă вăйне кăтартать», - терĕ Михаил Игнатьев.
Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен çыннисем Раççей халăхĕпе пĕр шухăшлă пулнине çак тĕслĕхпе çирĕплетрĕ: кăçал республика Украинăран тарса килме тивнĕ 3925 çынна йышăннă. Вĕсенчен хăшĕ каярах ытти вырăна тăванĕсем патне куçса кайнă. Халĕ 509 çын ĕçе вырнаçнă, шкул ачисем шкула çÿреççĕ, кĕçĕн çултисем - ача садне.
«Пирĕн вăй - культура тата конфесси нумай енлĕхĕпе пĕрлĕхре, - терĕ Михаил Игнатьев. - Влаç органсĕсен, общество организацийĕсен Чăваш Енре пурăнакансем, Раççей çыннисем ыранхи пурнăçа шанса тăма, ачисемшĕн лăпкă пулма пултарччăр тесе хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тивĕç».
«Çавра сĕтеле» хутшăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, тĕн представителĕсем саламларĕç.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев «Чăваш Республикинчи этнокультура аталанăвĕ тата халăхсен хутшăнăвĕ» темăпа тунă доклад институтăн 2014 çулти социологи пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ.
Кăçалхи август уйăхĕнче Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисенче тата Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка тата ытти районта пурăнакан 604 çынран ыйтса пĕлнĕ.
«Раççей гражданĕшĕн чи пĕлтерĕшли мĕн тесе шухăшлатăр?» ыйту пирки 68,7 проценчĕ «патшалĕх пĕрлĕхĕ» тесе хуравланă, 47,2 прценчĕ - халăхсен туслăхĕ, 43 проценчĕ - пирĕн пĕрлехи аваллăх, истори. «Хăвăрăн халăхăрпа сире мĕн çыхăнтарать?» ыйтăва çапла хуравланă: тăван чĕлхе - 55 процент, пĕр территори - 51,5 процент, йăла-йĕрке, культура - 35,3 процент. «Халăх çыравĕн вăхăтĕнче халăхсен нацилĕхне тата тĕнне шута илмелле-и?» ыйту пирки хуравсем çапларах: нацилĕхе çеç - 28,3 процент, тĕне çеç - 1 процент, ăна та, кăна та - 33,3 процент.
«Çавра сĕтелте» тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç.
Азербайджансен Раççейри конгресĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Азиз Бадиров хăйне Чăваш Енре тăван килĕнче пек туйнине палăртрĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов общество ĕçĕнчи тĕп тĕллевне республикăра тĕпленсе пурăнакан халăхсен хушшинчи туслăха малалла çирĕплетнинче, пĕрлехи мероприятисем ытларах ирттермеллинче курать.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çавăн пекех наци культурисен «Раççей халăхĕсен пĕр çемйи» республика фестивалĕ те иртрĕ. Театр фойинче тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсен пуян культурин, йăли-йĕркин, наци апачĕн пуянлăхне уçса паракан куравсемпе стендсем йĕркеленĕ, кĕвĕ-çемĕ хуçаланчĕ, халăх савăнчĕ, юрларĕ-ташларĕ.
Гала-концерта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Халăх пĕрлĕхĕн кунне Раççейри нумай нациллĕ халăхăн патриотизмĕн паллийĕпе танлаштарчĕ. «Пирĕн халăх яланах чун-чĕре ăшшипе, ырă кăмăлĕпе, пулăшма хатĕррипе, пĕршухăшлăхĕпе палăрса тăнă. «Йышпа тем те тума пулать», - тенĕ ватăсем. Чăнах та çапла: пĕрлĕхре - пирĕн вăй», - терĕ вăл.
Михаил Васильевич çавăн пекех Чăваш Енри халăхсен хушшинчи туслăха, хутшăнăва çирĕплетес тĕлĕшпе хăйсен тÿпине хывнă çынсене Тав çырăвĕпе чысларĕ. Çак хисепе Азербайджансен Раççейри конгресĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Азиз Бадиров, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн членĕ Юрий Зорин, республикăри мордва культура центрĕн Шупашкарти филиалĕн председателĕ Любовь Петрякова, Вырăс культура центрĕн Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи Ольга Сергеева тивĕçрĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет ертÿçи, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов та сăмах илчĕç, наци культура пĕрлĕхĕсен хастарĕсене Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕç.
Уяв концертне республикăри тĕрлĕ халăх коллективĕсем - мордвасен «Умарина», «Эрзянка», тутарсен «Мишар», казаксен «Раздолица», вырăссен «Родные просторы», «Завалинка» тата ытти те - илем кÿчĕç. Чăваш культурипе Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Янра, юрă» ушкăн, музыка училищинчи «Янтал» фольклор коллективĕ, «Сувар» халăх ташă ансамблĕ, районсенчен килнĕ фольклор коллективĕсем паллаштарчĕç.
Надежда СМИРНОВА.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăнÿкерчĕкĕсем